14 мая 2005 г.
Çулталăк пуçланнăранпа районта ял хуçалăх продукцине 78385,2 пин тенкĕлĕх (иртнĕ çулхи шайăн 101,4 проценчĕ), промышленность продукцине 70364,3 пин тенкĕлĕх (92,4 процент) хатĕрленĕ. Промышленность продукцийĕ хатĕрлессин калăпăшне «Муркашри кирпĕч завочĕ» ЗАО пĕлтĕрхинчен 73,6 процент, «Сеспель» ООО 2,8 хут, «Милград» ООО 51,6 процент ÿстернĕ. Ку кăтартупа иртнĕ çулхи шая çитеймен предприятисен шутĕнче «Сундырь-Хлеб» ООО (94,7 процент), «Сĕнтĕрти юсавпа техника предприятийĕ» ОАО (16,7 процент), «Муркашри сĕт-çу завочĕ» ОАО (58,8 процент), «Моргаушкорм» ООО (95,3 процент).
Районăн хăйĕн тупăшĕсем çак тапхăрта 8657,5 пин тенкĕлĕх пулнă е иртнĕ çулхи шайăн 130 проценчĕ чухлĕ.
Январь-апрель уйăхĕсенче пĕтĕмпе 13467,5 пин тенкĕ (ÿсĕм пĕлтĕрхинчен 50,5 процент) тÿлевлĕ услугăсем панă, çав шутра «Моргаушрайбыт» ООО – 917,7 пин тенкĕлĕх (иртнĕ çулхи шайăн 403,7 проценчĕ), «Нежность» ООО – 222,6 пин тенкĕлĕх (114,3 процент).
Ваккăн сутмалли тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ çулталăк пуçланнăранпа 76195,8 пин тенкĕпе танлашнă (пĕлтĕрхинчен 12,6 процент нумайрах). Çак калăпăша Мăн Сĕнтĕр райповĕ 13,7 процент, Муркаш райповĕ 13,9 процент ÿстернĕ. Обществăлла апатлану çаврăнăшĕ 10620,1 пин тенкĕлĕх (унчченхи çулхинчен 9,3 процент нумайрах) пулнă.
Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 18 центнер аш-какай, 101 центнер сĕт туса илнĕ, çак кăтартусем иртнĕ çулхи шайăн 81,8 тата 85,6 проценчĕ чухлĕ. Иртнĕ тăватă уйăхра 772,9 тонна (чĕрĕ виçепе) аш-какай реализациленĕ, 4327,9 тонна сĕт туса илнĕ е ку кăтартусем унчченхи çулхинчен чакнă. Кашни ĕнерен вăтамран 1141 килограмм сĕт суса илсе пĕлтĕрхи шая çитнĕ. «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики пĕтĕмпе 12182 пин штук, кашни чăхран 104 штук çăмарта илнĕ. Самăртакан ĕне выльăхсем талăкра вăтамран 504-шар, сыснасем 310-шар (иртнĕ çулхинчен пысăкрах) грамм ÿт хушса пынă. Çулталăк пуçланнăранпа ял хуçалăх предприятийĕсенче 1763 пăру, 9121 çура илнĕ, анчах çак кăтартусем пĕлтĕрхи çак тапхăрăн 95,1 тата 80,1 проценчĕ чухлĕ кăна.
Майăн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă шултра выльăхсем 10530 пуç, çав шутра сăвакан ĕнесем 3787 пуç, сыснасем 14209 пуç, сурăхсем 290 пуç, кайăк-кĕшĕк 192,7 пин пуç, лашасем 636 пуç пулнă. Выльăх-чĕрлĕх йышĕ пур енĕпе те иртнĕ çулхи çак тапхăрти шайран чакнă.
Январь-апрель уйăхĕсенче строительствăра 18056,6 пин тенкĕлĕх инвестицисемпе усă курнă. 4,5 километр тăршшĕ газ пăрăхĕсем хывнă. Харпăр хăй вăйĕпе çурт-йĕр çавăракансем 10 çурт (890 тăваткал метрлăх) хута янă, 350 тăваткал метрлăх социаллă çурт-йĕр тунă.
Ĕçсĕррисен хисепĕ районта 104 çын (пĕлтĕр 99 çын) шутланнă. Çулталăк пуçланнăранпа 120 ача (пĕлтĕр 133) çуралнă, 215 çын (пĕлтĕр 245 çын) вилнĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"