14 мая 2005 г.
Çапла пĕтĕмлетрĕ уй-хир тăрăх çаврăнса тухнă май çур аки ĕçĕсене К. Иванов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Алексей Семенович Семенов.
Ятмансемпе Очăкассисен кăçалхи çур акире 600 гектара яхăн лаптăк çинче ака-суха ĕçĕсем ирттермелле. Пĕлтĕр кĕрхи культурăсем сахал акнăран (52 гектар) тата çĕртме сухи 48 гектар çеç тунăран хуçалăхăн çур акири ĕç калăпăшĕ пысăк. Анчах çакна пăхмасăрах кашни хиртех ака-суха агрегачĕсем ĕçленĕрен хуçалăх ĕçченĕсем маларах çулсенче кунта председательте ĕçленĕ хыççăн каллех К. Иванов яч. хис. кооператива ертÿçĕне таврăннă А. Семеновпа пĕрле йывăрлăхсем умĕнче пуç усманни курăнать.
- Халăх килĕшÿллĕ ĕçлени йывăрлăхсене çĕнме пулăшать. Кашниех хăй ĕçĕнче вырăнта. Акă, Михаилпа Виталий Грачевсем çĕрне-кунне пĕлмесĕр акара: кунĕпе акаççĕ те çĕрĕпе çĕр хатĕрлеççĕ. Константин Тимоновпа Михаил Михайлов, Геннадий Степановпа Юрий Орлов механизаторсен экипажĕсем те Т-150 тракторсемпе ума лартнă тĕллевсемпе ĕçсене вăхăтра пурнăçлаççĕ. Ыттисем те вĕсенчен юлмаççĕ: кашниех ĕçчен те маттур, правур, - каласа парать кооператив ертÿçи А. Семенов. Унăн сăмахĕсене уй-хирти ÿкерчĕксем çирĕплетеççĕ.
Иккĕмĕш уй-хир бригадине çитрĕмĕр. Кунта Анатолий Степановпа Николай Степанов трактористсем акара. Николай, авă, ирлесе Торинкассинчи сĕт ферминчен тислĕк кăларать те хыççăн акара кун ирттерет. Л. Федорова бригадир та акаçăсемпе пĕр ретре ĕçлет. Пĕрле вăй хуракан В. Данилова, В. Степанова, Г. Николаева, В. Романов, Ю. Иванов, И. Петров акаçăсем хăйсемех грузчиксем те. Пĕрле çирĕплетнĕ Э. Иванов водительпе вĕсем ака агрегачĕсене вăрлăхсăр лартмаççĕ. Каламалла, хуçалăхра кăçал пĕтĕм вăрлăха имçамланă. Паянхи куна ака ĕçĕсем юлашки гектарсем çинче.
Хуçалăх 30 гектар çĕр улми лартма пăхнă. Ăна çу каçа çумласа пăхса ÿстересси тата кăларасси пирки А. Семенов çиччĕ виçсе пăхнă ĕнтĕ. Вăхăт çитсен çак ĕçре Çатракасси вăтам шкулĕнче вĕренекенсене ĕçлеттерме икĕ енлĕ килĕшÿ тунă та.
Иртнĕ çул хуçалăхра пысăк лаптăксем çинчи тырă вырăнмасăрах юлнине шута илсе Ятмансем кăçал хура пусă хăварса ун çинче технологие пăхăнса ĕçлесе кĕр аки валли çĕр хатĕрлесси çине пăхаççĕ, кĕркунне 200-300 гектар кĕрхи культурăсем акса хăварни пысăк тухăç никĕсĕ пуласса шанаççĕ. Çапла вара паянхи уй-хир ĕçĕнче Ятмансемпе Очăкассисем малашлăх ĕмĕтсемпе вăй хураççĕ.
Шухăшлани пурнăçлантăрччĕ кăна.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"