13 мая 2005 г.
Утмăл çул каялла 1944-мĕш çулхи чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче, СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Указĕпе «Ача амăшĕ-героиня» орден çирĕплетнĕ. Вунă е ытларах ача çуратса ÿстернĕ хĕрарăмсене унпа чысланă. Кунсăр пуçне, 1,2,3 степень «Ача амăшĕн мухтавĕ» орден тата 1,2 степень «Ача амăшĕн медалĕ» медаль туса хунă.
«Ача амăшĕ-героиня» ордена çĕршывра пуринчен малтан 1944-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи Мамонтовка поселокĕнчи Анна Алексахина тивĕçнĕ. Вăл 12 ача çуратнă. Çав çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче ăна МĕКалинин йышăннă, 1-мĕш номерлĕ Орден панă.
Пирĕн районта çак чыса тивĕç пулнă вун-вун хĕрарăм йышĕнче манăн анне – Кашмашри Зоя Павловна Белова пулнипе тивĕçлипе мăнаçланатăп. Пилĕксĕмĕре пурнăç парнеленĕ вăл.
Шетмĕпуç ял администрацийĕнчен Тивĕш ялĕнчи Анна Андреевна Александрова та чăн-чăн паттăр. «Хам пирки аплах каламан пулăттăм-ха. Пурнăç ыйтнине , Турă пÿрнине пăхăнса пынă. Ĕçре те халăхран юлман. Вунă ача çуратса ÿстертĕм. Турра ĕненнĕрен , юнашар ырă кăмăллă çынсем пулнăран тăваттăмĕш хут йывăрланнă хыççăн хырăма пăрахас тĕллев тытни - çын пурнăçне татни çылăх пулнине чунпа ăнлантăм, киревсĕр шухăшăма пуçран кăларса пăрахрăм. 7 ывăлпа 3 хĕр çине пăхса савăнатăп халĕ. Аслисĕр пуçне, пурте мăшăрлă, 20 мăнук тата мăнуксен 2 ачи маншăн куç тулли телей. Кашнин хăйĕн кĕтесĕ пур пулин те пĕр çемьери пек пурăнатпăр, йывăрлăхпа савăнăçа çурмалла пайлатпăр»,-тет 82 çулти кинемей.
Анна Андреевна Шетмĕпуçĕнче хресчен çемьинче çуралнă,йышпа ÿснĕ. Пĕчĕклех çĕр ĕçне кÿлĕннĕ. Хĕрача çичĕ çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ вăхăтра ревкомиссие ертсе пынă ашшĕ колхоз пурлăхĕн ултавне тупса палăртнă. Çапла вара вĕсен хушшинче хирĕçÿ тухса каяссине сирес тĕллевпе 1937 çулхи çулла Çĕпĕре куçса кайма йышăннă. Çĕнĕ çĕрте амăшĕ Сысна ферминче, ашшĕ тимĕрçĕре ĕçлеме пуçланă.
1941 çулхи ака уйăхĕнче Аннăпа шăллĕне тăван яла çĕр улми лартма янă аслисем. Кĕçех хаяр вăрçă пуçланнă. Арçын ачана ашшĕ-амăшĕ патне каялла ăсатма тивнĕаппăшĕн. Хăй вара колхозри уй-хир бригадине ертсе пыма тытăннă. Каярахпа механизатора вĕреннĕ. Ишлейри МТСăн 7-мĕш бригадинче тăрăшнă. Вăл Шетмĕпуç тăрăхĕшĕн яваплă пулнă. Çулталăкран çунтармалли-сĕрмелли япаласене шута илсе пынă. Ашшĕ пекех тĕрĕслĕхе юратаканскер, хăйне 2 пичке краççын сахалрах панине тупса палăртсан тата çакăншăн айăплине 7 çуллăха ирĕкрен хăтарсан каллех уй-хир бригадине таврăннă.
Вăрçă чарăнсан Анна Андреевна Иван Александрович фронтовикпа çемье çавăрнă. «Ачасене тĕрĕс-тĕкел ÿстерме, вĕсен ĕçĕпе савăнăç курса пурăнма Турă пăлăшрĕ»,- тетватă çын.
Ашшĕ-амăшĕн ятне ÿкермен ывăл-хĕрĕ. Виççĕшĕ ялта тымар янă, ыттисем хулара тĕпленнĕ, таса та сывă пурăнаççĕ вĕсем, амăшĕ вĕрентсе каланине чуна хывса Александровсен йăхне малалла тăсаççĕ.
Источник: "Хыпар"