Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир- радиотелеграфистсем.

12 мая 2005 г.

 

Анатри Панклирен – Михаил Александровичпа Николай Леонтьев, Хурăнкассинчен эпĕ, çак йĕркесен авторĕ, Тăван çĕршывăн             Аслă вăрçи вăхăтĕнче пĕр шăпаллă тантăшсем, радиотелеграфистсем пулнă. Эпĕ сакăр вуннă урлă каçрăм ĕнтĕ. Михалапа Микула чÿк уйăхĕнче çак çула çитеççĕ. Турра шĕкĕр, ку таранччен пурăнатпăр-ха.

Виçсĕмĕр пухăнса ларатпăр та аса илетпĕр иртнине. Михалапа Микула 1943 çулхи кăрлачрах Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайрĕç, эпĕ пуш уйăхĕнче салтак тумне тăхăнтăм. Вĕсем иккĕшĕ Канаш станцийĕнчен теплушка-вакунра темиçе уйăх кайса Хабаровск хулине çитнĕ те çĕр çухрăм ытла çуран утнă, яппун чиккинчи Раздольная станцинче тăракан 1-мĕш артиллери полкне вырнаçнă. Çĕр пÿртсенче выртса тăнă. Унта пурнăç мухтамаллиех мар çав. Эпĕ те пурăнса курнă – пыйтă-шăрка, сикекен пăрçа канăç памастчĕ, уйрăмах хăйăрлă вырăнсенче.

Причак патăмăр. Пире, темиçе çамрăка, командир пуçтарчĕ те хăлха итлевĕ мĕнлине тĕрĕслерĕ – морзе таклаттарăвне итлеттерчĕ. Эпир тĕрĕс каларăмăр. Радиотелеграфиста вĕренме каятăр – терĕ командир,- аса илет Михала. – Виçĕ уйăх радио ĕçне, морзе азбукине вĕрентĕмĕр. 3-мĕш класлă радиотелеграфист, ефрейторсем пулса тăтăмăр Микулапа.

Каялла Мускав облаçĕнчи Мытищи хулине илсе килнĕ те вĕсене аслă радиоспециалистсен шкулĕнче тепĕр 6 уйăх вĕрентнĕ. Михалана 2-мĕш Украина фронтне ăсатнă, Микулана 1-мĕш Белорусси фронтне. Çапла туссен çулĕсем уйрăлса каяççĕ.

Малтанах Яссăпа Кишинев операцине лекет Михаил Александрович. Унта 12-мĕш уйрăм çыхăну полкне йĕркелеççĕ. 6 çынран тйракан (3 радист, шофер, механик тата радиостанци пуçлăхĕ) экипажа «студебеккер» грузовик çине вырнаçтараççĕ. Станцин ячĕ çулăмлă та кăсăклă: «Армейская фронтовая». Çав тери яваплă служба – яра кунра та, çĕр каçа та «вичкĕн хăлхаллă» дежурствăра. Фронтпа арми штабĕсен хушшинче радио тата телефон çыхăнăвĕ тĕп вырăнта.

Пĕррехинче телефон çыхăнăвĕ татăлнă. Çак пăтăрмаха шырама çĕрле виçĕ радистран пĕри, хăюллăраххи, Михаил тухса каять. Пралука хыпашласа кайса сĕм вăрман варринче кăлтăка тупатех – фронтпа арми хушшинчи çыхăнăва йĕркене кĕртет. Сахал мар пулнă чăваш ачин çакăн евĕрлĕ кĕтмен самант. РАП, РАТ станцисемпе ĕçленĕ вăл.

Чехословаки çĕрĕ çине çитнĕ çыхăну полкĕ. Çак вăхăта полка сумлă ятсем панă. Çĕнтерÿ те инçех мар. 10 радиста пухнă та ун чухнехи çыхăну çарĕсен маршалĕн И.Т.Пересыпкинăн хушăвĕпе Мускава ăсатнă. Унтан Хĕвел тухăç фронта çул тытнă çыхăну специалисчĕсем, Чита хулине çитнĕ. «Никам çĕнтерейми» Квантун çарĕн эшкерне пирĕн совет çарĕ çапса аркатсан  Михаил Александровича Улан-Удэ хулинчи телеграф станцийĕн пуçлăхне лартаççĕ. Кунта вăл хĕсметĕн юлашки кунĕчченех пулать. 1950 çулта киле таврăнать, Шупашкарти электроаппарат заводне вырнаçать. Кунта вăл хăйĕн телейне тупнă, вырăс хĕрĕпе Раисăпа çемье çавăрнă. Асăннă заводăн чăн-чăн ветеранĕсем вĕсем. Ачисене ÿстерсе çын тунă.

Унăн кăкăрĕ çинче 2 степень Отечественнăй вăрçă, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсем, медальсем. Мĕн тейĕн, мухтавлă та пархатарлă кун-çул.

Каланăччĕ ĕнтĕ, Николай Леонтьевич 1-мĕш Белорусси фронтне лекнĕ тесе. Чи малтанхи хут вăл Тлущ хули çывăхĕнче çапăçăва кĕрет, кунтан инçе мар Ковельхули патĕнче контузи «туянать». Вĕсен чаçĕн пысăкрах пайĕ тăшман ункине лекет. Пĕчĕкрех ушкăнсене пайланса фашистсен аллинчен çăлăнса тухаççех. 608-мĕш артиллери полкĕ, çĕнĕрен вăй илсе, фашистсене анăçалла хăваласа, Польшăри Люблин хулине штурмласа илсе, Варшава çывăхнех çитет. Чăваш салтакĕ-радист полк командирĕн приказĕсене батарейăсене çитерет. Варшава патĕнчи 6 уйăха тăсăлнă хаяр та юнлă çапăçусем халĕ те ветеран асĕнчен тухмаççĕ. Тăшман Польшăн тĕп хулине парасшăн пулман. Мĕншĕн тесен хулана вĕçертсен совет çарĕсемшĕн Берлина çул уçăлать. «Вăрçăри çивĕч самантсене ас тăватăн-и;»- ыйтатăп Микуларан. «Чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ вăрçă чарăннăранпа, халĕ аса илме те йывăр. Кашни кун юнлă та вутлă çапăçу, снаряд-бомба кĕрлевĕ, тус-юлташсене çухатни. Чăтмалла мар йывăр самантсем те пулнă - çапах чăтнă. Ун чухне эпир фашистла Германие çапса аркатнăранпа 60 çул çитнине уявласси çинчен ĕмĕтленме те пултарайман».

1945 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче Висла шывĕ Урлă каçса Померани витĕр Балти тинĕсĕн хĕррине тухаççĕ совет воинĕсем , унтан Одер шывĕн хĕррипе Берлин патнелле вирхĕнеççĕ. Америка çарĕсемпе Эльба шывĕ çинче тĕл пулма, Берлина çитме тÿр килнĕ Микулан мухтавлă гвардеецсен ретĕнче. Кунта чăваш каччине фашист пульли амантатех.

Çартан 1950-мĕш çулхи çурлара таврăнтăмăр Николай Леонтьевичпа. «Паттăрлăхшăн», «Çапăçури хастарлăхшăн», «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн», «Германие çĕнтернĕшĕн» тата ытти медальсемпе çитрĕ киле гварди сержанчĕ. Аслă главнокомандующи Европăри тĕрлĕ хулана ирĕке кăларнăшăн панă 7 тав хутне Панклири историпе краеведени музейне парнелерĕ ветеран, вĕсем халĕ чыслăн упранаççĕ.

Таврăннă хыççăн колхозра автомашинăсен контролерĕнче, склад заведующинче, мехпарк кочегарĕнче вăй хучĕ Николай Леонтьевич. Мăшăрĕпе йышлă ача ÿстерчĕç, вĕсем пурте çĕршывшăн усăллă çынсем пулчĕç.

Манăн вăрçă вăхăтĕнчи шăпа урăхларах пулчĕ. Эпĕ те 1943 çулта полк шкулĕнче радиотелеграфист специальноçне алла илтĕм. Мускав çывăхĕнчи Кунцевăра, Пенза облаçĕнче вĕренме лекрĕ. Зенитлă артиллери дивизийĕн управлени батарейинче, тĕрĕсрех, дивизи командирĕ çумĕнче радист пулса тăшманăн вĕçсе килекен самолечĕ-çăханĕсенчен Украина хулисене хÿтĕлес ĕçе хутшăнма лекрĕ. Вăрç пĕтсен, 1945 çулхи чÿк уйăхĕнче, пĕтĕм дивизие Кавказ леш енчи çар округне куçарчĕç. Кунти службăна та «лăпкă пулнă » тесе калаймастăп, пилĕк çулта темĕн те курма-чăтма лекрĕ. Киле, тăван Чăваш çĕрне, таса сывă таврăнни – турă парни, пысăк телей тесе шутлатăп.

Пирĕн, виçĕ радиотелеграфистăн, вăрçăри шăпамăр çакăн пек пулчĕ.            

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика