12 мая 2005 г.
Аслă Çюнтерĕве çывхартассишĕн ытти республикăсемпе пĕрлех чăваш халăхĕ те паттăрлăх кăтартса кĕрешнĕ, малти ретре пулнă. Çав шутра Муркаш район çыннисем те сахаллăн пулман, нумайăшĕ хăюлăхпа паттăрлăхшăн орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. Тылра та ырми-канми ĕçленипе пĕрлех фронта пулăшма япаласем, алсиш-носки, укçа пулнă.
Тăшман пирĕн ирĕклĕхе туртса илесшĕн пулчĕ, анчах ĕç тухмарĕ. Хĕрлĕ Çарăн салтакĕсемпе командирĕсем Аслă Отечественнăй вăрçăра массăллă паттăрлăх кăтартрĕç. Мускав, Ленинград, Сталинград, Одесса, Севастополь, Тула хулисене хутĕлекенсен мухтавĕ нихçан та сÿнмĕ.
Вăрçă кашни çемьене пысăк хуйхă, инкек илсе килнĕ. Архив докуменчĕсене тишкернĕ май çак вăрçă ватă çынсемпе ачасемшĕн те питĕ хаяр пулнине ăнланса илетĕн. Çавна пулах ĕнтĕ çĕршыври çапăçу пыракан тата фронт çывăхĕнчи районсенчен çĕршер çын хăйсен тăван килĕсене пăрахса хăварса Совет Союзĕн Хĕвел тухăç районĕсене куçса килнĕ.
Атăл шывĕ тăрăх Чăваш Республикине эвакуаци йĕркипе çынсем килнĕ. Ильинка салин пристанĕнче 1941 çулхи июлĕн 30-31-мĕшĕсенче Сĕнтĕр районĕ (халĕ Муркаш районĕ) çынсен малтанхи ушкăнĕсене йышăннă. Вĕсен хушшинче вырăссем, украинецсем, белоруссем, еврейсем пулнă. Эвакуациччен вĕсем Мускав хулинче, Мускав облаçĕнче ĕçленĕ.
Çынсем пирĕн республикăна килсех тăнă. Акă, 1942 çулхи мартăн 16-мĕшĕнче Сĕнтĕр районĕнче Эвакуаципе килнĕ 1772 çынна вырнаçтарнă, вăл шутра хĕрарăмсем – 746 çын, çул çитмен çамрăксем – 119, ватă çынсемпе ачасем 795н пулнă. Вĕсен хушшинче ĕçлекенсем 562 çын пулнă. Малтан вĕсем пурте халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсенче ĕçленĕ. Кунта килсен те ăшă тумтирсĕр, нимсĕр юлнă пулсан та çĕнтерĕве çывхартассишĕн ĕçлеме вăй-хал тупнă.
1942 çулхи июнь уйăхĕнче çынсем Мускав çывăхĕнчен мар, Ленинград хулинчен, Ленинград, Тула, Курск облаçĕсенчен, Латви, Карелипе Финн, Украина, Эстони ССрĕсенчен килнĕ (вырăссем, еврейсем, финнсем т. ыт. наци çыннисем пулнă).
Район ертÿçисем эвакуаципе килнисене ĕçе вырнаçтарас, пурăнма вырăн тупса парас, йăла условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнма тăрăшнă. Вĕсенчен чылайăшĕ промартельсенче, колхозсенче ĕçленĕ. Вырăнти халăх вăй çитнипе эвакуаципе килнисене кĕпе-тумтирпе, апат-çимĕçпе пулăшнă.
1942 çулхи июнĕн 20-мĕшĕ тĕлне ĕçлемелли çулсенчи 685 çынран 638шне ĕçпе тивĕçтернĕ, 30 çын предприятисенче (промартельсенче), 179-шĕ – учрежденисенче, 429 çын колхозсемпе МТСра ĕçленĕ.
Совнарком хушнипе район ертÿçисем эвакуаципе килнĕ çемьесене колхозсемпе организацисем урлă çĕр участокĕсемпе пахча çимĕç вăрлăхĕпе тивĕçтернĕ. 1942 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 504 çемьерен 435шĕн 42,86 лаптăк чухлĕ çĕр участокĕ пулнă.
Вăрçă нуши çитĕннисене кăна мар, ачасене те пырса тивнĕ. 1941 çул вĕçĕнчех районта ашшĕ-амăшĕсĕр килнĕ 150 ача пулнă. Вĕсене санаторисемпе пионер лагерĕсене вырнаçтарнă. 1942 çулта Каршлăхри ачасен санаторине 1,5-14 çулсенчи 143 ача тата ача садĕнче ĕçлекен 29 çын килнĕ.
ЧАССР Совнаркомĕн Постановленийĕпе 1942 çулта Сĕнтĕр районĕнче пурăнакан эвакуаципе килнĕ 100 ытла çемьене Бурят-Монголи АССРне янă.
Вăхăт иртнĕçемĕн эвакуаципе килнисем тата вĕсен çемье членĕсем хăйсен тăванĕсемпе çывăх çыннисене тупса Совет Союзĕн тĕрлĕ кĕтесĕсене куçса кайнă. 1943 çулта районта эвакуаципе килнисем 800 çына яхăн кăна юлнă.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"