Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăçмаççĕ çав çулсем

12 мая 2005 г.

 

Вăрçă çулĕсем, йывăр вăхăтсем. Çулдсем иртнĕçемĕн, сассăр кино пек, çав вăхăтри ачалăх куç умне тухса тăрать. Пирĕн атте Михаил Терентьевич Чернов вăрçă пуçлансан тÿрех фронта тухса каять. Анне вара, Елена Михайловна, киле икĕ  ачапа тăрса юлать: аппа –виçĕ çулта, эпĕ вара- çулталăк çурăра. Атте вăрçăран 1944çулхи декабь уйăхĕнче сылтăм аллисĕр таврăнчĕ. Эпĕ ун чухне 4 çултан кăшт иртнĕ ача.,атте пÿрте мĕнле кĕрсе тăнине, атте çинче мĕнле тумтир пулнине паянхи пекех астăватăп.  Юлашки çулсенче куç умне ача чухнехи туйăмсем уйрăмах тухса тăраççĕ. Хăйĕн салтак хутаççине сĕтел çине кăларса хучĕ те 4 канфет кăларса хучĕ.  Çак пылак кучченеç мĕн тĕслине , варринче мĕн пулнине паянхи пекех астăватăп.

Аннене те çăмăл пулман çав çулсенче. Аннене яланах Шупашкара лашапа тырă леçме яратчĕç. манăн, 5-6 çулхи ачан, хула тени мĕнлерех иккенне питĕ пĕлес, курас килетчĕ. Аннерен ыйтса пăхрăм та анне мана ăнланчĕ. Вăл мана хулана илсе кайма килĕшрĕ.

Аттепе анне вилнĕ ĕнтĕ, йывăр тăпри çăмăл пултăр вĕсен, чунĕсем кайăк пек вĕçсе çÿреччĕр. вăрçă çулĕсене, атте-аннене асăнса, ман çакăн пек йĕркесем çуралчĕç.

Шуса тухрĕç ман ума

Вăрçă хыççăнхи çулсем.

Лашасемпе хулана

Тырă леçме кайнисем.

 

Аслă çул çине тухсан,

Шалт тĕлĕнтĕм эп пăхса:

Çулĕ тикĕс, яп-яка

Выртать таçтан тăсăлса.

 

Асфальт çинче лашасен

Чĕрнисем час пĕтеççĕ.

Çавăнпа та вĕсене

Çул айккинче тытаççĕ.

 

Кайсан-кайсан каçхине

Лашасене тăварчĕç.

Симĕс курăк çимешкĕн

Ячĕç вăрман хĕррине.

 

Кăштах кайсан уйпала

 Курах кайрăм аякра

Ларать пирĕн хуламăр

Пĕчĕк ватă Шупашкар.

 

Курчĕç мана мĕскĕне

 Часах хула ачисем.

Аллисемпе тĕллесе,

Кулаççĕ манран вĕсем.

 

Мĕншĕн тесен эп ун чух

Сырнă пулнă çăпата.

Тĕлĕнтермĕш япала

Курнă тейĕн вĕсене.

 

Хуллен çитрĕмĕр эпир

«Заготзерно» тенине.

Килсе çитнĕ халь кунта

 Тырă леçме таçтан та.

 

Пĕр хĕрарăм шприцпала

Тырра, акă, тĕрĕслет.

Тĕрĕслесен тин вара

Пушатма ирĕк парать.

 

Михĕсене пушатсан,

Антăмăр Атăл хĕрне.

Лашасене шăварма

Атăл таса шывĕпе.

Атăл шывĕ ун чухне

Çăлти тăрă шыв пекех.

Витĕр пăхсан, курăнаç

Шыв тĕпĕнчи вак чулсем. Лашасене шăварсан,

Кайрăмăр пасар хыçне,

Тăварчĕç те утсене

 Хурса пачĕç çимелли.

 

Вĕçлес тетĕп çакăнпа

Хамăн аса илĕве.

Лав çинче аннепеле

Хула кайса курнине.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика