12 мая 2005 г.
Майăн 5-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ çулçÿревпе ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров пулчĕ. Унпа пĕрле ЧР Ĕçлев, социаллă пурнăç тата демографи политикин министрĕ В.В. Андреев тата ытти яваплă çынсем пулчĕç. Вĕсене Москакассинче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов кĕтсе илчĕ.
Николай Васильевич малтанах Москакассинчи «Сеспель» предприятин ĕçĕпе паллашрĕ. Хальхи вăхăтра кунта 165 çын ĕçлет, предприяти цемент, çăнăх турттарма цистернăсем туса хатĕрлет. Кунта туса кăларакан цистернăсене пур çĕрте те хаваспах туянаççĕ, Турцине те илсе каяççĕ, кĕçех Германинчен те киомелле.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов район çыннисен вăрçăри, тылри паттăрлăхĕ çинчен каларĕ.
Ун хыççăн район администрацийĕн ларусен залĕнче ЧР Президенчĕ Н. Федоров Уйкас Апаш ялĕнчи Иван Андреевич Андреева 3 степень Мухтав орденне пачĕ. Вăл танксене хирĕç кĕрешеен истребительнăй артиллери полкăн рядовой пулнă. И.А. Андреева 22-мĕш çар командующийĕн Г.П. Коротковăн 1945 çулхи январĕн 16-мĕшĕнчи 5 № приказĕпе 3 степень Мухтав орденĕпе наградăланă. Çак орден салтаксен си пысăк награди. Паттăр салтака вăл 60 çултан шыраса тупрĕ.
Н. Федоров хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ. Аслă ăру çыннисем темле йывăр пулсан та выççине те тÿснĕ, тăшмана çĕнтерме пулăшнă, халăх хуçалăхне ура çине тăратнă. Паян та вĕсем хăйсене çирĕп тытаççĕ. Пирĕн хальхи çамрăксен вĕсенчен ырă тĕслĕх илмелле. Вăл вăхăтрипе танлаштарсан паян нихăш енчен те пурнăç йывăр тесе каламалла мар.
Николай Васильев 20 ветарана сотовăй телефонсем тата уяв парнисем пачĕ. Районта ку телефона пĕтĕмпе 36 çын тивĕçнĕ. ЧР Президенчĕ ветерансене ăшшăн тав туса уяв ячĕпе саламларĕ. Ветерансен ячĕпе Ярославкăри И.Н. Гришин тав сăмахĕ каларĕ.
Ун хыççăн çак кун районти ветерана Н. Федоров «Ока» автомашина пачĕ. М.М. Данилов, М.А. Александров, П.Г. Муравьев тивĕçрĕç çак çăмăл автомашинăна.
Юлашкинчен Н.В. Федоров ветерансемпе пĕрле Муркаш паркĕнчи вăрçăра паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунисене асăнса лартнă палăк умне чечексем хучĕ, йывăç лартрĕ. Ветерансем пурте парнесемшĕн кăмăллă юлчĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"