12 мая 2005 г.
Çур аки ĕçĕсем мĕнле пыни çинчен ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн тĕп агрономĕнчен А.И. Павловран илнĕ интервью:
- Александр Ильич, пĕтĕмĕшле лару-тăру паянхи куна еплерех?
- Уй-хир ĕçĕсем пур хуçалăхсенче те пуçланчĕç. Ильич яч. хис., «Восток», «Герой», «Свобода», «Оринино», «Ударник», Ленин яч. хис., «Сундырский», Чапаев яч. хис. тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче вĕсем кал-калрах пыраççĕ. Паянхи куна хуçалăхсенче акма кирлĕ çуртри вăрлăхĕсен çуррине ытла имçамланă, çĕр улмин 90 процентне суйланă тата яровизацилеме кăларса хунă.
Хиртиĕçсене тÿрремĕнех илес пулсан, хальлĕхе кĕр тыррисене 1 гектар ытларах лаптăк çинче, нумай çул ÿсекен курăксене 25 процент ытларах лаптăк çинче удобренисемпе апатлантарнă. Нумай çул ÿсекен курăксен 60 ытла, çĕртме сухи тунă лаптăксен 35 проценчĕ çинче нÿрĕке хупласа хăварнă. 500 гектар ытларах лаптăк çинче акма çĕр хатĕрленĕ. Е. Андреев яч. хис., Ильич яч. хис., «Оринино», «Свобода», «Сундырский» тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче çуртрисем акма тытăннă.
- Агротехника тĕлĕшĕнчен васкавлă туса ирттермелли мероприятисем пур-и?
- Чи малтанах, япăх мар хĕл каçнă кĕр тыррисен лаптăкĕсене халех аммиак селитрипе апатлантармалла. Çав лаптăксем –инче çум курăкĕсем тата «хитререх». Çавăнпа та апатлантарнă хыççăн тепĕр эрнеренех гербицидсемпе сирпĕтсе тухмалла. Тухăç 1 центнер пысăклансан та гербицидсен тăкакĕсем 3 хут тухаççĕ. Паллах, ытти ĕçсене те хăвăртлатмалла.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"