12 мая 2005 г.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине тивĕçлипе кĕтсе илме пур çĕрте те тĕплĕн хатĕрленчĕç. Нумай çĕрте Çар мухтавĕн музейĕсем, шкулсенче Çар мухтавĕн кĕтесĕсем уçăлчĕç. Вăрçăра паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунисене асăнса лартнă палăксене юсаса çĕнетессипе те нумай тимлерĕç ял администрацийĕсем.
Район ертÿçисен пуçарăвĕпе Муркашри палăка та тĕпрен юсаса çĕнетрĕç, Совет Союзĕн Геройĕсен аллейине турĕç. Палăксене юсама, уява тивĕçлипе кĕтсе илме районта Çĕнтерÿ фондне йĕркелерĕç. Унта предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем пĕр кунхи ĕç укçине куçарчĕç. Муркашри палăка юсаса çĕнетме Муркашри тĕп больница, Москакассинчи «Сеспель» предприяти нумай пулăшнă, вăрçă ветеранĕсем те ку ĕçе тçпе хывнă – ук-а панă. Палăка юсаса çĕнетнĕ çĕрте Ю.А. Авдеев бригади ĕçленĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"