04 мая 2005 г.
Акă, Çĕнтерÿ уявĕ те çитсе тăчĕ. Пур çĕрте ăна лайăх хатĕрленсе кĕтсе илессишĕн, йĕркеллĕ ирттерессишĕн ырми-канми тăрăшрĕç. Вăрçă ветеранĕсене чыслама хатĕрленес ĕç малалла пырать. Аслă Отечетсвеннăй вăрçăра паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунисене асăнса лартнă палăксене юсаса çĕнетессипе те нумай тимлерĕç ял администрацийĕсенче. Ăна валли район бюджетĕнчен укçа уйăрнипе пĕрлех ятарлă акци те йĕркелерĕç. Çĕнтерÿ фондне предприятисемпе организацисем, уйрăм çынсем май килнĕ таран укçа куçараççĕ, строительство материалĕсемпе те пулăшаççĕ.
Акă, юлашки кунсенче Кÿкеçри ЭТУСăн ЛТЗ-3 коллективĕ 6600 тенкĕ, почта çыхăнăвĕн районти узелĕ – 1330 тенкĕ, Муркашри сĕт завочĕ – 3000 тенкĕ, Йÿçкассинчи ваттисемпе инвалидсен интернат çурчĕ – 975 тенкĕ, Ильич яч. хис. хуçалăх – 1500 тенкĕ, Сосновкăри тĕп шкул – 950 тенкĕ, «Николаев О.Б.» ЧП – 1000 тенкĕ, «Ника» ЧП – 3000 тенкĕ, Уйкас Апашри В.Б. Степанов – 1000 тенкĕ укçа куçарнă. Унсăр пуçне «Моргаушское» МСО палăк юсама 5700 тенкĕлĕх бетон, Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх муниципаллă предприяти 1500 тенкĕлĕх кирпĕч панă.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"