04 мая 2005 г.
Çуркуннехи малтанхи çумăрсем хыççăн çутçанталăк ассăн сывласа ячĕ. Хĕвел ăшшăн пăхнипе хĕпĕртесе малтанхи чечексем тухрĕç, симĕс курăк сăмсине кăларчĕ. Çăмăл атлетикăна юратакансен шăпах спортри хăйсен пултарулăхне кăтартма вăхăт. Шăпах çуллахи спорт сезонне уçрĕç те ĕнтĕ иртнĕ шăмат кун район центрĕнче. Çанталăк та вăл кун ăшă та хĕвеллĕ тăчĕ: спорта юратакансен кăмăлне çĕклерĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, старта тухакансем çак кун Муркаш райпо парнисемшĕн ăмăртрĕç.
- Спорт çирĕп сывлăх çăлкуçĕ пулнипе пĕрлех кăмăла та çирĕплетет. Умри йывăрлăхсене çĕнтерессинче ку вара питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Финиша паян мĕнле тулли кăмăлпа çитетĕр, пурнăçра та çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ çулăра уçса пытăр, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕ Н.П. Петрова пухăннисене спорт уявĕ ячĕпе саламласа, старта тухма ырă суннă май. Муркаш райпо канашĕн ертÿçи Б.В. Андреев та ăшшăн саламларĕ ăмăртăва хутшăнакансене.
Акă, ĕнтĕ пăлхантаракан самант та çитрĕ. Старта тухмалла. Пурĕ 34 команда килнĕ иккен ăмăртăва. 320 çынран тата кам хăçан çитĕ финиша;
Ку ыйту хуравĕ вара ăмăрту вĕçĕнче çапларах пулса тухрĕ: пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенчен 19 команда хутшăнчĕ ăмăртăва. Чи маттуррисем вара Калайкассисем пулчĕç. Муркашсемпе Ярапайкассисем вара 2 тата 3 вырăн хуçисем пулса тăчĕç.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчен вара чи çивĕччисем Кашмашсем пулчĕç. Сосновкăсем – иккĕмĕшсем, Шетмĕпуçсем – виççĕмĕшсем. Ăмăртăва хутшăннă 11 командăран ыттисен те кăмăл пăсăлмарĕ пулĕ. Пĕрле ăмăртни, пĕр-пĕрин çитĕнĕвне курни хăех кăмăла çĕклет вĕт.
Предприятисемпе организацисенчен вара 4 команда хутшăнчĕ ăмăртăва. Ильич ячĕллĕ хуçалăх ĕçченĕсем финиша чи малтан çитрĕç. Хыççăнхи парнеллĕ вырăнсенче – «Моргаушрайбытпа» Муркаш райповĕн командисем. Çĕнсе илнĕ парнесене алла илме те кăмăллă вĕт.
- Паян çĕнсе илнĕ çĕнтерÿ ăнăçу çулĕн пуçламăшĕ пултăр. Спортра та, ĕçре те, вĕренÿре те малта пымалла пултăр малашне те, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерÿçĕсене, ăмăртăва килнисене саламланă май.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"