30 апреля 2005 г.
Раççейре апрелĕн 30-мĕшне 356 çул ĕнтĕ пушар хуралĕн кунĕ тесе уявлаççĕ. Сĕм авалтанах ирĕке кайнă вут-çулăмпа кĕрешесси чи йывăрри те явапли шутланнă. 1649 çулта пушарпа кĕрешме патша кăларнă пĕрремĕш указ çĕршыв шайĕнче çак ыйту çине пăхма пуçланине кăтартать. Ахальлĕн юраман çав, пĕр пĕчĕк асăрханусăрлăха пула ялсем, хуласем тĕппипех кĕлленнĕ. Акă, Шупашкар та хăй пурнăçĕнче икĕ хутчен çĕнĕрен (кĕл çинчен) çĕкленнĕ. Вулаканăн пĕлес килет-тăр, пушар хуралĕ паян мĕнле аталанура, пурнăçпа тан пырать-и вăл? Хурав шыраса эпир районти патшалăх пушар надзор уйрăмĕн ертÿçине Илья Николаевич Смирнова тата районти 37-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхне Сергей Петрович Митрофанова калаçăва чĕнтĕмĕр.
- Пурнăç пĕр вырăнта тăманнине пушар хуралĕнчи улшăнусем те çирĕплетеççĕ. Юлашки вăхăтра эсир икĕ пая пайлантăр. Район çыннисене çак улшăнупа паллаштармăр-и?
И. Смирнов: Раççей Федерацийĕнче 1994 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче «Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» саккун ĕçлеме пуçларĕ. Çулсем иртнĕ май Патшалăх Думи унта хушусемпе улшăнусем кĕртсех пычĕ. Акă, пĕлтĕрхи августăн 22-мĕшĕнче федераллă саккунра кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрекен улшăнусем пулчĕç. Вĕсем пушар хуралĕн тытăмĕ тĕлĕшпе. Çапла вара паян районта пушар хуралĕ (хуçалăхсенчи ведомствăлла пушар хуралĕпе 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ) тата патшалăх пушар надзор уйрăмĕ пур. Пĕрремĕшĕ пирки Сергей Петрович каласа парать тесе шутлатăп та хам сăмахра патшалăх пушар надзорĕ çинче чарăнса тăрам. Федераллă çак уйрăм пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене Раççей Федерацийĕн Саккунĕпе килĕшÿллĕн вырăнсенче епле пурнăçласа пынине тĕрĕслет, пушар хăрушлăхне сирме нормативлă йышăнусем тăвать. Çаксене валли РФ Правительстви 2004 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче «Патшалăх пушар надзорĕ çинчен» постановлени кăларчĕ. Унта патшалăх пушар надзорĕн органĕсен вырăнсенчи влаçпа ĕç тăвакан органсенче пушар хăрушсăрлăх правилисене епле пăхăннине тĕрĕслемеллине кăтартнă. Ку пирĕн кулленхи ĕç. Пушар хăрушсăрлăх правилисене паян епле пăхăнни ыранхи пурнăç лăпкăлăхĕ. Ахальлĕн патшалăх пушар надзор уйрăмĕ тупса палăртнă çитменлĕхсене вăхăтра пĕтермесен е унăн йышăнăвĕсене пурнăçламасан саккун умĕнче явап тытма та тивĕ.
С. Митрофанов: Гражданина е предприяти-организацие пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманшăн административлă йĕркепе ответ тыттарасси пушартан сыхланса инкек пуличченхи юлашки утăм. «Хĕрлĕ автан» вăй илсен вара ăна сарăлма памасăр сÿнтермелле. Илья Николаевич «Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» федераллă саккуна Патшалăх Думи иртнĕ çулхи августăн 22-мĕшĕнче кĕртнĕ улшăнусем çинчен каларĕ. Унта патшалăх пушар хуралĕпе те çĕнетнĕ статьясем пур. Вĕсем пире тÿреммĕнех пырса тивеççĕ. Акă, 11.1 статьяра муниципаллă пушар хуралне вырăнти самоуправлени органĕсем тытса тăрассине пăхнă. Кунсăр пуçне ведомствăлла пушар хуралĕсемпе ирĕклĕ пушар хуралĕсем тата харпăр хăй тытакан пушар хуралĕсем çинчен те уйрăм статьясем пур. Пĕр сăмахпа каласан, РФ Правительствипе Патшалăх Думи пушартан сыхланма тата вут-çулăмпа кĕрешме пур енлĕ çул уçаççĕ. Ĕçле, ту, анчах ан çунтăр!
- Сергей Петрович, пушар тухаслăхпа пирĕн район республикăра мĕнле вырăн йышăнать?
- Ку хурав патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕпе пушар чаçĕн пĕрлехи ĕçне кăтартать. Пирĕн районта кăçал паянччен 6 пушар пулчĕ, вĕсенче пĕр çын та пиçсе каймарĕ, вилмерĕ. Пĕлтĕр çак вăхăтра пулнă 10 пушарта 3 çын вилнĕччĕ тата 4 çын пиçсе кайнăччĕ. Тухнă пушарсене вунă пин çын пуçне хакласан ку кăтартупа Муркаш районĕ пĕрремĕш кварталта республикăра 3-мĕш вырăнта пулчĕ: пирĕн 10000 пин çын пуçне 1,59 пушар тивет (республика кăтартăвĕ – 2,99). Пĕтĕмлетсе пăхсан вара пушар хăрушсăрлăхпе Муркашсем республикăра 2-мĕш вырăнта. Çак лăпкăлăх пĕрлехи ĕçпе пулса пырать.
- Пулнă пушарсене тĕпчени мĕн çинчен калать тата «хĕрлĕ автан» хăш ял администрацийĕсенче ытларах ташлать?
И. Смирнов: Кашни киле çывăх ыйту. Тĕпчев çакна кăтартать: кăçал алхаснă 6 пушартан 2-шĕ электричество юсавсăр пулнине тата электроприборсене хăй тĕллĕн хăварнипе пулчĕç, тепĕр иккĕшĕнче «хĕрлĕ автан» кăмакапа мăрье юсавсăр пулнинчен алхасрĕ, пирус туртнă чух тата газ горелкипе ĕçленĕ вăхăтра асăрханулăх çухатни те инкек патне илсе пычĕç. Çавăнпа та тимлĕхе ытларах ăçта уйăрмалли курăнать. Кунта çакна каласа хăварас килет. Çулталăк каялла Çатракасси ял администрацийĕнчи Çĕньял Хуракассинче электричествăпа ăшăтмалли прибора никам пăхмасăр пăрахса хăварни пушар кăларчĕ пулсан, кăçал та çавна евĕр сăлтавпах çав кил хуçалăхрах мунча кĕлленчĕ. Харпăр хăй тĕслĕхĕнчен вĕренмелле теççĕ те, анчах...
С. Митрофанов: Илья Николаевич калани çумне çакна хушса калас килет. Иртнĕ çул вĕçĕнче Ильинкăра тата Нискассинче пулнă пушарсем вырăнсенчи ведомствăлла пушар хуралĕсем тарăн ыйхăра пулнине кăтартрĕç пулсан, кăçалхи февралĕн 19-мĕшĕнче Çатракасси ял администрацийĕсенчи Торинкассинче сысна пуснă чух газпа ĕçлекен горелкăпа асăрханусăр пулнипе çунат сарнă «хĕрлĕ автана» К. Иванов яч. хис. хуçалăхăн пушар машини çийĕнчех çитни инкеке пĕр шифер ваннипех ирттерме пулăшрĕ. Çакă ытти хуçалăхсемшĕн те тĕслĕх пулмалла. Ирĕке кайнă вут-çулăмпа кĕрешме хатĕр пулни инкек калăпăшĕсене палăрмаллах чакарать. Çакна кашни хуçалăх ертÿçин, специалистăн, ял администраци пуçлăхĕн асра тытмалла.
- Паян пушар хурал ĕçченĕсен кунĕ. Çак кун историе пăхни те ытлашши пулмĕ.
С. Митрофанов: Иртнине пĕлни умри ĕçсене тĕрĕсрех йĕркелеме май парать. Пушар хуралĕн ĕçченĕсен кунĕнче эпир паян Муркашри 37-мĕш номерлĕ пушар чаçне йĕркеленĕ (1964 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕ) Иван Михайлович Казамбаева тата кунти пĕрремĕш водительсене Н. Тарасова, Ю. Тучева, К. Баранова, Н. Николаева, пушар чаçĕн водителĕнче 27 çул службăра тăнă М. Верендеева, Мăн Сĕнтĕрти пушар чаçне ертсе пынă хыççăн чылай хушă Муркашри пушар чаçĕн инженерĕнче ĕçленĕ В. Сорокина, Муркашри 37-мĕш номерлĕ пушар чаçне чылай ертсе пынă И. Степановпа Г. Пыркина, пушар чаçĕнче ертÿçĕ çумĕ таран ÿснĕ Н. Романова, А. Богданов, И. Иванов, Н. Чернов, А. Архипов, В. Павлов пушарнăйĕсене, пушар хуралĕн штатра тăман инспекторĕнче ĕмĕрне ирттернĕ Татьяна Васильевна Васильевана (паян вăл 85 çулта), караул пуçлăхне В. Воробьева ырăпа асăнатпăр, вĕсем пуçланă ĕçе çĕнĕ условисенче пурнăç ыйтнă пек туса пыма тăрăшатпăр.
- Район халăхĕ пушар хăрушсăрлăхне епле йышăнать?
И. Смирнов: Кунта эпир ĕç коллективĕсемпе, массăллă информаци хатĕрĕсемпе, шкул ачисемпе, вырăнти влаç тытăмĕсемпе килĕштерсе ĕçлени тĕп вырăнта. Çак ĕçе çултан çул туса пынăран юлашки 10 çулта пушарсен хисепĕ палăрмаллах чакрĕ. Кунта манăн юлашки ырă хыпара пĕлтерес килет. Республикăри шкул ачисем хушшинче пушар хăрушсăрлăх тематикипе ÿкерчĕксем тăвас, сочинени çырас, пĕлĕве викторинăра кăтартас конкурсра Çатракассинчи вăтам шкулти 5-мĕш класра вĕренекен Анастасия Никитина 3-мĕш вырăн, Тивĕшре пурăнакан, Муркашри вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Валентина Петрова 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Çавăн пекех республикăри хаçатсемпе журналсен, телевиденипе радиосен, уйрăм журналистсен «Вут-çулăм тата çынсем» конкурсĕнче унта тăратнă 86 ĕç хушшинче пирĕн район хаçачĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Анатолий Белов виççĕмĕш вырăна тивĕçни районта вут-çулăмпа кĕрешес ĕç тивĕçлĕ шайра пулнине кăтартать. Район администрацийĕ те Муркаш Енре пушар хăрушсăрлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрни ĕçлес çулсене уçать.
Сăмах вĕçĕнче хамăр ĕçтешсене, вут-çулăмпа кĕрешес ĕçре ялан малтисене, çак ĕç ветеранĕсене тата пушар хуралĕнче тăракансен мăшăрĕсемпе ачисене пĕрлехи уяв ячĕпе телей, ăнăçу, лăпкă пурнăç, сывлăх сунатăп.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"