Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти административлă комисси ларăвĕ хыççăнхи шухăшсем

30 апреля 2005 г.

 

Çынсене çеç мар, хамăра та хисеплеме пăрахрăмăр пулас. Пĕрле пурăнакан çывăх çынсене. Урăхла пĕтĕмлетÿ тума çук пулĕ иртнĕ юн кун пулса иртнĕ районти административлă комисси ларăвĕ хыççăн. Тĕпрен илсен, унта эрех ĕçсе пуçа минретнĕ хыççăн килте ахăр самана кăларакан арçынсене пăхса тухма тиврĕ. Урăхла каласан, Чăваш Республикин Право йĕркине административлă майпа пăсни çинчен калакан саккунĕн 19-мĕш статйине пăснă вĕсем.

Тÿрех çакна каласа хăвармалла. Çак саккунăн асăннă статйипе килĕшÿллĕн шăв-шавпа çемьере харкашу кăларакана, йĕркесĕрлĕх тăвакана, çемье лăпкăлăхне пăсакана асăрхаттараççĕ е чи пĕчĕк ĕç укçин  пĕр виçинчен пуçласа 6 виçи таран штраф тÿлеттереççĕ.

Итлетĕн те, вĕсене ĕненес пулсан, лару-тăру çакăн пек% ÿсĕр пулман е пурнăçра пĕрремĕш хут ÿсĕр пулнă иккен çав каç килте харкашу пуçарнă чух. Анчах киле пĕрремĕш хут ÿсĕр килнĕ упăшка пĕрремĕш хут вăрçăнкаласанах хĕрарăм пулăшу ыйтса милицине шăнкăравласа ярать-ши; Иккĕленмелле çеç мар, çук, тесе тÿрех татса калама пулать. Уйрăмах чăваш хĕрарăмĕсем пирки. Ниçта та ĕçлемен ÿсĕр упăшкине ĕнсе çине лартса, пĕтĕм хуçалăха хăй çине илсе тытса пыма хăнăхнă вăл. Апла пулсан, паян чарусăр упăшкине чарма  «02» номерпе шăнкăравларĕ пулсан, кăмăл чашăкĕ тулса çитнĕ. Никамран та пулăшу ыйтмасан, кайран кая юлма пултарать.

Шуркассинчи В.В. Шурнов майĕпен çеç çапла çавăрттарса (хăй комисси ларăвне ĕçсе килни те куçкĕрет. Çакна хăй те йышăнчĕ) хучĕ.

- Ĕçрен кая юлса килчĕ арăм, сана килтен тухса кайма çур сехет,-  терĕм. Калăн, тем пысăкăш усăллă ĕç тунă. Ача садĕнче завзоз, газооператорта ĕçлекен мăшăрне çемье пуçĕ те, çурт тĕрекĕ те пулнăшăн тав тумалла ун. Вăл вара ăна кулленех килтен хăваласа кăларса ярать иккен.

- Ку уйăхра та килте 4-5 каç çеç çывăрнă, - чунĕ ыратнипе пăшăрханса калаçать хĕрарăм. Ку вăхăтра упăшкине килтен аш-пăш, тырă, апат-çимĕç сĕтĕрме, вĕсене ялти сăмакунçăсемпе çав шăршлă шыва улăштарма меллĕ-çке. Ку çеç-и; Алă çĕкленĕ самантсенче тата епле чĕрсе пăрахăн хĕрарăм чĕринчен;

Асăрхаттарнипе пĕрлех В.В. Шурнов тĕлĕшпе обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем протокол çырчĕç.

Ку тĕлĕшпе те явап тытма тивет ун халь. Шурча ял администрацийĕ те ялта эрех сутакансем, В.В. Шурнов тĕлĕшпе тимлĕрех пуласса шанас килет.

Тĕрĕссипе вара çакă кашни ял администрацине пырса тивет, мĕншĕн тесен ĕçекен, ăнăçсăр çемьесем, вĕсене йÿнĕлле «шăваракансем» кашни ялтах пур. Административлă комиссире çавăн пекех хулара ĕçлекен çамрăка пăхса тухма тиврĕ. Шăмат кун яла таврăнать% яланхиллех ашшĕпе амăшĕ ÿсĕр, эрех ĕçнĕ. Тарăхнăскер, вĕсене çакăншăн вăрçма пуçлать, тула тĕксе кăларса ярать. Çак утăмшăн ăна асăрхаттармах тиврĕ. Кунта, акă, мĕн шухăша ярать. Кунĕн-çĕрĕн эрехпе иртĕхсе, ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн мĕнле тĕслĕх пултăр-ха; Атте-анне чысне мĕнле пулсан та, çĕре ÿкерес марччĕ. Çĕньял Очăкассинчи Семеновсем çеç мар, пур ĕçекен çемьесене те пырса тивет çакă. Вĕсенче пуринче те пĕрешкел инкек% айăпсăр ача куççулĕ, вĕсен уçăмсăр малашлăхĕ. Çак «телее» вара хăйсен ачисене тăван ашшĕ-амăшех  сунать-çке.

Пачах урăхла ÿкерчĕк% çитĕнтернĕ ывăл ватлăхра ÿсĕрле амăшне кÿрентерет. Хутлă-хутлă словарьте çук сăмахсем «парнелет». Çакă та пирĕн пурнăçăн кулленхи ÿкерчĕкĕсенчен пĕри, шел пулин те.

Тата тем тĕрлĕ çакнашкал тĕслĕхпе те тĕл пулатпăр пурнăçра. Ырри ытларах пулсан та, пур япăх тĕслĕхсем чуна пăсаççех. Шутласассăн, ĕмĕр пĕрре çеç килет. Тата вăл вăрăмах та мар. Эппин, мĕншĕн-ха пурăннă чух хакламастпăр пĕр-пĕрне. Мĕншĕн-ха туй каçĕнче шап-шур пĕркенчĕк айĕнчи чĕвĕл-чĕвĕл кăвакарчăнĕсем арçынсемшĕн каярахпа мăйракаллă шуйттана куçаççĕ; Хуравĕ пĕрре% эрехпе иртĕхнипе. Мĕн тумалла; Кашнин хăйĕн картне пĕлмелле. Вара административлă комиссире пăхса тухмалли çакнашкал тĕслĕхсем те палăрмаллах сахалланĕччĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика