Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район администрацийĕн ĕçченĕсене сăмах паратпăр

30 апреля 2005 г.

 

Ипотека кредичĕ, субсиди: çурт-йĕр лартма, хваттер туянма

Епле хăвăрт иртеççĕ çулсем. Сисместĕн те, ачасем те çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тухаççĕ. Çунат сарса çемье çавăраççĕ. Кун пек чухне нумай çамрăк çемьешĕн пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ малти вырăна тухать. Тÿрех уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăрма та, хааттер туянма та çăмăл мар. Телее, хальхи вăхăтра патшалăх та çурт лартакан çемьесене  пулăшать. Тĕрлĕрен программăсем ĕçлеççĕ республикăра ку тĕлĕшпе. Кăçал çурт лартма мĕнле условисемпе, мĕнле пулăшу илме пулать; Çак ыйтусем тавра ирттернĕ хăйĕн калаçăвне район хаçачĕн обществăпа политика пургăç пайĕн ертÿçи А. ЧЕРНОВА район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, капиталлă строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçипе В.Г. НИКИТИНПА.

- Владимир Германович, çурт лартма çынсем мĕнле пулăшу илме пултараççĕ?

- Районта çулсеренех вуншар çĕнĕ çурт хута каять. Ялсенче çĕнĕ урамсем йĕркеленни, çынсем илемлĕ, капмар çуртсем лартни пурнăç малалах кайнине пĕлтерет. Правительство пулăшăвĕпе иртнĕ çулта сахал мар çын усă курчĕ. Вĕсен шутне ипотека кредитне, çамрăк çемьесене çăмăллатнă кредит панине, çынсем каялла тавăрса памалла мар субсиди илнине кĕртмелле. Унсăр пуçне социаллă  çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программа та ĕçлет.

- Кашнин çинче уйрăммăн чарăнар-ха. Ипотека кредитне камсем илме пултараççĕ?

- Ипотека кредичĕ вăл – куçман пурлăха салука хывса çурт-йĕр лартма е туянма «Чувашкредитпромбанк» урлă укçа илесси. Хăш банкран кредит илессине ЧР Министрсен Кабинечĕ палăртать. Кунта çакна та каласа хăвармалла. Енчен те çын (çемье) ипотека кредитне е урăх пулăшу (субсиди) илес тет пулсан, вĕсен хăйсен ял администрацийĕсенче пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма учетра тăмалла. Çак пулăшăва илме ятарлă условисемпе йĕрке те çирĕплетнĕ.

Ипотека кредитне илес текенсен çемьере виçĕ е унтан та ытларах çын пулсан, пĕр çын пуçне пĕтĕмĕшле лаптăк 18 тăваткал метртан, икĕ çынлă çемьен 42 тăваткал метртан, пĕр çын кăна пурăнать пулсан, 33 тăваткал метртан иртмелле мар. Ипотека кредитне 15 çуллăха илме пулать. Кредитпа усă курнăшăн 6 процент чухлĕ тÿлемелле. Тÿлемелли малтанхи взнос илнин 10 проценчĕ чухлĕ. Çынсем ипотека кредитне маларах та тÿлесе татма пултараççĕ. Ипотека кредитне илес текенсен хаявленипе ял администрацине тата капиталлă строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленине пымалла. Çав заявленисене район администрацийĕн ятарлă комиссийĕ пăхса тухать, кредит парассине е хирĕçлессине татса парать.

2005 çулта ипотека кредитне пама пирĕн района 4230 пин тенкĕ уйăрнă, пĕрремĕш кварталта çак кредита илме 5 çемьене янă.

- Çамрăк çемьесем кăçал мĕнле пулăшу илме пултараççĕ?

- ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшасси малалла пырать. Президентăн 2002 çулхи мартăн 6-мĕшĕнчи «Чăваш Респуликинчи çамрăк граждансене патшалăх пулăшăвне парассине вăйлатмалли мерăсем çинчен» 51 № Указĕпе килĕшÿллĕн, кăçалхи пĕрремĕш кварталта «Çамрăк çемье» программăпа çăмăллатнă кредит илме 41 заявлени пăхса тухнă, вĕсенче 9шне Раççей Перекет банкĕн 7034 № Муркашри уйрăмне янă. Кăçалхи апрелĕн 27-мĕшĕ тĕлне 8 çамрăк çемье 2871 пин тенкĕ илнĕ ĕнтĕ.

Меллă самантпа усă курса ку кредита илмелли условисене те тепĕр хут аса илтерсе хăварам. Çак кредита, программăпа килĕшÿллĕн тулли тата тулли мар çемьесене параççĕ. Анчах вĕсен те ял администрацийĕнче пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатма учетра тăмалла. Хăйсем 30 çултан иртсен, вĕсен çул çитмен ача (кирек миçе пулсан та) пулмалла. Кредитпа тĕллевлĕ кăна усă курмалла, укçана вăхăтра тÿлесе тăмалла. Ку кредита та 15 çуллăха параççĕ. Уншăн тÿлемелли процент виçи малтанхи 3 çулĕнче 5 процент чухлĕ, юлашки çулсенче вара – 10 процент.

Енчен те çамрăк çемьере виçĕ е унран та ытларах ача пулсан, е çемье членĕсен пĕрине инвалид тесе йышăнсан, е çемье членĕсенчен пĕри аслă пĕлÿллĕ, саккунпа палăртнă йĕркепе 5 çултан кая мар ĕçлеме килĕшÿ тунă çамрăк специалист пулсан, вĕсем кредитшăн процентсене пачах тÿлемеççĕ, ăна патшалăх субсидилет.

- Субсидие камсене параççĕ?

- Субсиди илнĕ чухне те хăйĕн условийĕсем, çирĕплетнĕ йĕрке пур. Ăна хваттере илме черетре тăракансене – анчах хăйсене мар, подрядчиксене - çурт тăвакан строительство организацине параççĕ. Унăн сумми 70 процент таран пулма пултарать. Субсиди виçине палăртнă чухне черетре миçе çул тăнине, çемьен кашни членĕ пуçне мĕн чухлĕ тупăш лекнине шута илеççĕ. Хваттер илес текенсен 30 процентне е ытларах хăйсен укçине тÿлемелле.

Ялта пурăнакансем те пурăнмалли çурт лартма ятарлă условисемпе  килĕшÿллĕн субсиди илме пултараççĕ. Вăл «2010 çулччен ялсене социаллă аталантарасси» тĕллевлĕ программăпа пулса пырать. Субсиди пама 2005 çул валли 1,9 млн. тенкĕ уйăрнă. Апрелĕн 27-мĕшĕ тĕлне ку субсидие 17 çынна пама 1714,67 пин тенкĕлĕх список  тунă.

Республика бюджетĕнчен çамрăк çемьесене субсиди пама 1269 пин тенкĕ уйăрнă пулсан, кăçал ăна 2 çемье 127,8 пин тенкĕ илнĕ.

Социаллă çурт-йĕр лартассине илес пулсан, кăçал Мăн Сĕнтĕрте нумай хваттерлĕ çурт тума палăртнă, ăна валли 2767,1 пин тенкĕ уйăрнă.

- Тавтапуç, Владимир Германович, каласа ăнлантарнăшăн. Мĕн палăртнисем пурнăçланса пыччăр.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика