30 апреля 2005 г.
Удивительный вопрос:
Почему я водовоз?
Потому что без воды,
И ни туды, и ни сюды.
Çапла юрлать эпир пурте курнă комедири шыв турттаракан. Çапла, шывсăр пурнăç çук. Анчах эпир шыва упрама пĕлетпĕр-и, ăна хаклатпăр-и? Паянхи куна илсен, пур чухне те мар çав. Те пирĕн çĕршывра шыв енчен аптраманнипе çыхăннă ĕнтĕ çак пулăм. Тĕрĕссипе каласан, пирĕн патра та, ытти çĕрте те шыв ытла çителĕклех мар-ха. Канаш, Шăмăршă, Пăрачкав тата ытти хăш-пĕр районсенче халăх шыв хакне лайăх пĕлет.
Муркаш тăрăхне шыв енчен хĕсĕк тесе калаймăн. Анчах эпир шыв мĕнле пуянлăх пулнине ытлах шута хуматпăр пек туйăнать. Район территормйĕнчи хăш-пĕр ялсенче пулса курнă хыççăн çуралчĕ çак шухăш. Çав ялсене пĕвесем татăлса кайнă е юшкăнпа тулса ларнă. Пусă çăлĕсем те йăтăнса аннисем е çаваăн патне çитнисем чылай. Тапса тăракан çăл куçсем те хăш-пюр çĕрте аран кăна «сывлаççĕ».
Никама та кирлĕ мар иккен вĕсем. «Хуçисем» çук. Анчах «хуçисем» кам пулмалла-ха? Çав ялсенче пурăнакан çынсем мар-ши? Халĕ темшĕн пурте вăл е ку ыйтăва «çÿлтен» татса парасса шанма пуçларăмăр пек туйăнать мана.
Ĕлĕк апла пулман вĕт. Акă, алă тата лаша вăйĕсемпех епле пысăк пĕвесем пĕвеленĕ, тарăн пусăсем чавнă. Вĕсене таса тытнă, тирпейлĕ пăхса тăнă. Халĕ, ав, хăрушă пушар тухсан та шыв ниçтан илме май çуккипе мĕн чухлĕ пурлăх кĕлленет (районта та, республикăра та), çакăн пирки хаçат-журналсенче те, радиопа телевиденире те тăтăшах пĕлтереççĕ. Анчах темшĕн-çке çакăн пек хăрушă инкексем хыççăн та тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тума шутламаççĕ.
Тен, ĕлĕкхи ырă йăлана каялла тавăрмалла? Пĕрле кар тăрса ниме мелĕпех пусăсене, шыв колонкисене, пĕвесене юсамалла тата çĕнетмелле, çĕннисене чавмалла. Паллах, ял, хуçалăх администрацийĕсем те çак ĕçрен аякра ан тăччăр.
Чылай çĕршывсенче шыва укçалла сутаççĕ. Çавăнпах-тăр унта шыв хакне лайăх пĕлеççĕ, кашни тумламĕпе усă кураççĕ. Пирĕн те вĕсенчен вĕренесчĕ, чи малтанах шыва хаклама. Паянхи пекех çителĕксĕр тимлĕх уйăрсан пурăна киле пирĕн патра та ĕçмелли шыв виçеллĕ кăна пулма пултарĕ. Хăш-пĕр çĕрте ял çыннисем (çав шутра пирĕн республикăра та) шыв патне темçе çухрăма çÿреççĕ Вĕт. Пирĕн район çак ыйтăва татса парассипе ыттисемшĕн тĕслĕх пуласса шанас килет.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"