Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Читлĕхре те хуçа пулмалла

30 апреля 2005 г.

 

«Читлĕхĕ» паллă. Çав шутра халиччен районта пулнă, халĕ те пур çивĕч ыйтусем кăна мар, патшалăх тытса пыракан  йĕркесĕр аграри политикине пула вĕçĕмсĕр хушăнса пыракан нушасем те. Тĕрĕссипе, ял хуçалăхĕнче патшалăх политики çук тени вырăнлăрах та.

Патшалăх аграрниксен интересĕсене тивĕçтерекен политикăна çул парасса кĕтни ирхине хĕвел анăçран тухасса шаннă евĕрех. Сăмахăм – «çÿлтисем» экономикăн аграри секторĕнчи «аялтисене» ним вырăнне те хуманни тавра. Иккĕмĕшĕнчен, эпир хамăр ăçта; Хуçан «çирĕп алли» ăçта; Хуçа мĕншĕн çук;

Пирĕн патра, унччен чапĕпе пĕтĕм Чăваш Енре кĕрлесе тăнă Муркаш районĕнче, аталану пирки халĕ калаçма та кирлĕ мар. Сăмахăма цифрăсемпе çирĕплетме пулать. Юлашки тăватă çулхи кăтартусене кăна илер. 2001 çулта районта тăкаклăĕçлекен 4 ял хуçалăх предприятийĕ пулнă, 2004 çулта вара – 13! Çурри! Çакна та шута илĕр: хресченсен уйăхри вăтам ĕç укçи 1487 тенкĕпе танлашнă. Ăна та пулин пысăк пайне укçан параймаççĕ. Ĕç укçине 3000 тенкĕ шайне çĕклес-тăк тăкаклă предприятисен шучĕ тата нумайрах пулĕ.

Мĕн тумалла; Район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕ паракан кăтартусем интереслĕ. Хăш-пĕр хуçалăхăннипе тĕплюнрех паллашар-ха, гектар пуçне мĕн пур продукци сутса илнĕ укçа-тенкĕ виçи уйрăмах тĕлĕнтерет: Е. Андреев яч. хис. ç 4451 тенкĕ, К. Иванов яч. хис. – 3135 тенкĕ, Мичурин яч. хис. – 2442 тенкĕ, «Оринино» - 7743 тенкĕ, Суворов яч. хис. – 4960 тенкĕ, «Свобода» - 13883 тенкĕ, «Ударник» - 14395 тенкĕ, «Нива» - 1382 тенкĕ.

«Нивăри» пек ĕçлес пулсан 6 соткăран 83 тенкĕ тупăш пулĕ. Шутласа пăхăр-ха, çав 83 тенкĕшĕн хăш дачник тар тăкĕ; «Нивăри» çынсем 8 сехет ĕçленине те шута илĕр, апла пулсан вĕсем «Ударникра» тата «Свободăра» талăкра 80 сехет ĕçлеççĕ-ши;

Татах тепĕр танлаштару. Курăр-ха, кашни гектар пуçне çĕр улми сутса çав хуçалăхсенчен ытларахăшĕнчех мĕн чухлĕ укçа илнĕ: Е. Андреев яч. хис. – 1603 тенкĕ, К. Иванов яч. хис. – 0 тенкĕ, Мичурин яч. хис. – 5552 тенкĕ, «Оринино» - 7067 тенкĕ, «Свобода» - 27859 тенкĕ, Суворов яч. хис. – 3788 тенкĕ, «Ударник» - 47988 тенкĕ.

Тĕрлĕ хуçалăхăн тупăшĕ расна пулнă пирки пуç ватса пăхмаллах. Е тата мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ чакса пыни мĕне пĕлтерет; Хуçалăхсенче 2002 çулта мĕн чухлĕ выльăх пулнине тата халĕ миçе пуç юлнине танлаштарса пăхар-ха: Е. Андреев яч. хис (470 пулнă, 414 юлнă), К. Иванов яч. хис. (458 пулнă, 269 юлнă), Мичурин яч. хис. (852 пулнă 535 юлнă), «Оринино» (616 пулнă, 515 юлнă), Суворов яч. хис. (770 пулнă, 530 юлнă), «Свобода» (880 пулнă, 811 юлнă), «Ударник» (1824 пулнă, 1537 юлнă).

Чăннипе калам: Е. Андреев яч. хис., «Оринино», «Свобода» хуçалăхсенче сăвакан ĕнесен шучĕ унчченхи шайрах, «Ударникра» ÿснĕ те – малтанхи 510 пуç вырăнне  халĕ 550 пуç.

«Нива» хуçалăхра малашне мĕнле пурăнасшăн – хуравсăр ыйту. 2002 çулта унта мăйракаллă шултра выльăхсем 140 пуç пулнă, 2004 çулта вара пĕтĕмпе те 36 пуç кăна юлнă. «Тораево» хуçалăхра та ĕç-пуç çакăн евĕрлех: 180 пуçран 58 пуç кăна хăварнă.

Усал туйăм çуралать: асăннă хуçалăхсен ертÿçисем 1937 çула тавăрасшăн тейĕн. Ÿкерчĕкĕ хăрушă-çке. Лăпкă çывăрма паман ытти çивĕч ыйтусене асăнни кирлех-ши;.. Ял хуçалăх техники 92 проценчĕ юхăнни, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, запас пайсем çукки т. ыт. те. Паллах, ĕç укçин ыйтăвĕ те хресчене шутлаттарать. Вăл тивĕçтерет теме кăна мар, ĕçлеме кăштах та пулин хавхалантарать теме те чĕлхе çаврăнмасть!

Çакна яланах асра тытмалла: çирĕп ыйтас умĕн малтан памалла. Ĕçкĕ, дисциплина, яваплăх пирки каламастăп та, ахаль те пурте пĕтĕмпех пĕлеççĕ.

Эпĕ Раççейри нумай регионсенче пулнă: Чулхула, Саратов, Калуга, Вологда, Иркутск облаçĕсенче, Удмурт, Мари Эл республикинче – ял хуçалăхĕнчи лару-тăрупа паллашнă. Чăваш Ен пирки калас пулсан, çитмен кĕтес хăварман. Ĕç-пуçа питĕ лайăх пĕлетĕп. Акă, мĕншĕн пĕр иккĕленмесĕрех калама пултаратăп: пирĕн Муркаш районĕнчи лару-тăру пачах шанчăксăр мар-ха, çĕкленме пулать.

.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика