Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш чĕлхи кунĕнчен

27 апреля 2005 г.

 

«Эпир пулнă, пур, пулатпăр»

Иртнĕ тунти кун пĕтĕм республикипех (чăвашсем пурăнакан пур 62 регионта та пирĕн ентешсем ахаль ирттеремерĕç пулĕ çак куна) Чăваш чĕлхин кунне паллă турăмăр. Чăваш литература чĕлхине никĕслекен, пĕрремĕш чăваш букварĕн авторĕ, чăваш халăха çутта кăларакан И.Я. Яковлев çуралнă кун кăçалхипе 14-мĕш хут уявларăмăр. Районти культура çуртĕнче иртрĕ вăл.

Уяв пуçламăшĕнче янăранă унăн халапĕсем чăннипех те чуна пырса тивеççĕ. Тĕп тĕрĕс сăмахсем вĕсем.

- Чăннипех те, чăваш чĕлхине ытла хисеплемен вăхăтсем те пулчĕç. Паян вара тăван чĕлхемĕр вырăс чĕлхипе тан патшалăх чĕлхи пулса тăчĕ. Аслă вĕрентекенĕмĕртен, аслă ăру çыннисенчен пирĕн вĕренсе пымалла. Пирĕн хамăр районтан та чăваш халăхшĕн, унăн пуласлăхĕшĕн нумай ĕçленĕ паллă ентешсем тухнă. «Хыпар» хаçат никĕслевçи Н.В. Никольский, В.Т. Ржанов драматург, Л.П. Сергеев профессор, - палăртрĕ хăйĕн  салам сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов. - Çак куна эпир паян уявсен уявĕ, Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарас умĕн, паллă тăватпăр. Вăрçă хирĕнче чăвашсем Тăван çĕршыва хÿтĕленипе пĕрлех чăваш чĕлхине упраса хăварассишĕн те çапăçнă. Мĕншĕн тесен çак Аслă Çĕнтерÿ пулман пулсан, паянхи уяв та пулас çукчĕ. Чăваш халăхĕн ывăлĕ-хĕрĕсем паян та маттур. Пирĕн ентешсем Е. Борисов, Н. Смирнов - Раççей Геройĕсем. Малашне те пурте пĕр тĕллевпеĕçлесе, пурăнса чăваш ятне çĕклесчĕ. Ытти халăх çыннисемпе килĕштерсе пурăнасчĕ.

Юрий Александрович чăваш чĕлхи кунĕпе çыхăнтарнă конкурссен çĕнтерÿçисене чысланă май  нумаях пулмасть пичетленнĕ Н. Никольский статйисен пуххине татах чăваш халăх эпосне районти тĕп библиотекăна парнелерĕ.

Уява чăвашсен тĕп хулинчен Раиса Сарпи поэтесса Л. Сачкрва драматург та килсе çитнĕ. Уяв ячĕпе саламланă май вĕсем чăвашсен пуласлăхĕ  пысăккине, тулайри чăвашсем те хамăр халăхăн йăли-йĕркине тытса пынине палăртрĕç.

Ку тĕлĕшпе вара пирĕн, Муркашсен те, мухтанмалăх та пур. Республикăра чи малтан район энциклопедине кăлартăмăр. Çавăн пекех чи малтан хамăр районти йăла-йĕркесене кĕнекене пухса кăлартăмăр. Хăнасене çак кĕнекене парнелерĕ Юрий Александрович. Пирĕн район ĕçре те маттур, канура та пултаруллă. Юрри-сăввисем те хамăрăнах. Ю. Жуков композитор тесенех, чуна пырса тивекен юррисем янăраççĕ Халăхра. Çавăн пекех Р. Петров, В. Александров, В. Ильдяков, В. Романов, М. Ягунов юрăсем кĕвĕлеççĕ. Сăвă авторĕсем те вырăнтанах. Вĕсем хайланă юрăсем чуна çĕклерĕç уявра.

Уява килнисем пурте асăрхарĕç ĕнтĕ: фойере мĕн тĕрлĕ выставка çук. Мăн Сĕнтĕрти, Юнкăри моделлĕ, районти тĕп тата ача-пăча, Ильнкăри, Шетмĕпуçĕнчи библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ вĕсене. Район администрацийĕн культура, информаци политики тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева вĕсене дипломпа чысларĕ, ытарайми чăваш чĕлхин илемлĕхне палăртрĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи В.М. Васильев та ачасем хушшинче ирттерчĕ Конкурс-выставкăсене пĕтĕмлетрĕ, çĕнтерÿçĕсене парнесем парса тав турĕ.  Н.Л. Яковлев, В.П. Можаев таврапĕлÿçĕсем тухса калаçрĕç, Муркашри искусство шкулĕнче вĕренекенсем, Юнкăри «Пилеш» ача сачĕн шăпăрланĕсем, районти культура ĕçченĕсем илемлĕ юрă-ташăпа чуна уçмаллипех уçрĕç.

Çаксем йăлтах паянхи  çитĕнекен ăру тăван чĕлхемĕре юратнине, хакланине çирĕплетсе параççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова калашле, паян чăваш чĕлхипе ăçтах каяйăн текенсем йăнăшаççĕ: атте-анне чĕлхипе калаçакан ача, вырăс чĕлхине те, акăлчан чĕлхине те çăмăллăнах вĕренет. Хамăр чĕлхепе калаçатпăр пулсан, эпир хамăра хисеплетпĕр. Ку вара çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен эпир хамăра хисеплетпĕр пулсан, ыттисем те пире хисеплеççĕ. Чăвашсен маттур ывăл-хĕрĕсем халиччен те пысăк çитĕнÿсем тунă. Раççейре çеç мар, тĕнчипех итлеççĕ Чăвашсен маттур ывăл-хĕрĕсене. Малашне те çаплах пултăрччĕ.

Чăвашлах калаçасчĕ, хамăр чăваш пулнишĕн савăнасчĕ, чăваш чĕлхи, чăваш юнĕ пире çитĕнÿсем тума вăй парсах тăччăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика