Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлĕхре – вăй

23 апреля 2005 г.

 

Апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче 1925 çулта Мускав хулинче Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин 1 сьезчĕ ĕçленĕ. Делегатсем çак организцин задачисене тишкернĕ, Уставне йышăннă, умри тĕллевсене палăртнă. Çакăн хыççăн облаçсенче, крайсенче, автономлă республикăсенче Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин уйрăмĕсем, вĕрентÿпе ĕçлев мастерскойĕсем йĕркеленме тытăнаççĕ.

Чăваш Республикинче куç курманнисен обществин республикăри йĕркеленÿ тапхăрĕ 1930 çулхи çуркуннерен пуçланать. Çак организацин правленийĕ умне çивĕч задачăсем лартаççĕ:

- куç курман çынсене пĕр организацие пĕрлештересси;

- вĕсене ĕçе хăнăхтарасси тата Брайль системипе вулама-çырма вĕрентесси.

Калас пулать, çак тапхăрта пирĕн республикăра куç курман çынсем 4 пин ытла пурăннă. Общество ретĕнче вара 85 çын кăна пулнă.

Унтанпа нумай çулсем иртнĕ пулсан та, обществăн малтанхи задачисем паян та хăйсен çивĕчлĕхне  çухатман. Хальхи вăхăтра Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин Чăваш Республикинчи  организацийĕ 2700е яхăн çынна пĕрлештерсе тăрать. Пирĕн организацинче Муркаш тата Элĕк районĕсенче куç курман 170 инвалид учетра тăрать. Вĕсен хушшинче вăрçă инваличĕсемпе участникĕсем, вăрçă ачисемпе тыл ĕçченĕсем, ĕç ветеранĕсемпе паянхи çамрăксем пур. Тĕрлĕ шăпа, тĕрлĕ çул илсе çитерет вĕсене пирĕн организацие. Меллĕ самантпа усă курса паян манăн общество ветеранĕсене çыпăçуллă аллисемшĕн, çивĕч ăс-тăнĕшĕн чĕререн тав тăвас килет. Тĕреклĕ те сывă çынсен çумĕнче пирĕн инвалидсен ĕçĕ-хĕлĕ сисĕнмест те пулĕ, анчах та вĕсен кашни утăмĕ, çитĕнĕвĕ пирĕншĕн паха ÿсĕм.

Ĕçлекен çын коллективра çынсемпе калаçать, унăн чунĕ уçăлать, вăл çĕр ĕç тăвать. Пирĕн, инвалидсен çулĕсем малаллах шăваççĕ. Кил-çурта тирпейлĕ тытса тăма та мĕн чухлĕ вăй кирлĕ. Е.Е. Михайлова, Аннăпа Пелагея Конновасем, В.Н. Пагеев, Г.В. Чернова, П.Н. Леонтьев, В.Н. Пугачев куç курман инвалидсем ку енĕпе намăс курас çук.

Шупашкарти ĕçпе вĕрентÿ предприятийĕн сетка çыхнă ветеранĕсем тата миçе килограмм çип çĕклемен-ши çурăм хыçĕнче! Уйăхсерен плана вăхăтра тултарнă. Аслă çул çине тухма миçе çухрăм утман пулĕ Т.В. Васильева, А.А. Алексеева, А.П. Николаева, Г.В. Чернова, Е.Е. Михайлова, Е.И. Шереметьева юлташсем.

Куç курманнисен обществин ветеранĕсем паян та активлăхне чакармаççĕ. Хĕрлĕ кĕтесре пĕр-пĕр тĕлпулу иртет-и е районти инвалидсен обществи спорт мероприятийĕ хатĕрлет-и «шур туяллă» çынсем çула тухма хатĕр. Р.И. Беляева (1 ушкăн), В.Ф. Горланова (3 ушкăн), Г.Г. Михайлов хăйсен алĕçĕсемпе палăраççĕ.

А.П. Лукин (2 ушкăн), А.П. Иванов, И.К. Терентьев (2 ушкăн), В.И. Егоров (2 ушкăн) – шашка-шахматла вылякансем хушшинче. Ялсенче районти инвалидсен пуçламăщ организацийĕсенче ВОС членĕсем В.Н. Пагеев, В.А. Никонов, В.И. Егоров, А.П. Лукин, И.К. Терентьев яланах пулăшаççĕ.

Пирĕн инвалидсем республика шайĕнче те тĕрлĕрен мероприятисене хутшăнаççĕ. Аслă Çĕнтерĕве халалланă сочиненисен конкурсĕнче В.Н. Пагеев, Е.И. Данилова, Е.А. Пушкина, В.Д. Михайлов парнесене тивĕçрĕç. В.М. Александров вара 2004 çулта Хусанта иртнĕ Атăл тăрăхĕнчи  эстрада юрăçисен тата авторĕсен фестивалĕнчен дипломант пулса таврăнчĕ. Çăмăл мар çынна сцена çине тухма: хăюлăх та, талант та кирлĕ. Çавăнпа та тĕрлĕрен конкурссене хутшăнма пултарнăшăн В.Ф. Горланована, Г.В. Чернована, В.Н. Пагеева, И.К. Терентьева, Т.А. Налимована манăн ырăпа асăнас килет. Пурин те сывлăхĕсем çирĕп пулччăр, пурнăçĕ вăрăм пултăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика