26 апреля 2005 г.
Муркаш районĕнчи Шетмĕпуç ял администрацийĕнче ватă çынсене чысласси йăлана кĕнĕ. Çак кунсенче Тивĕшри культура çуртĕнче ялти чи ватă çынсен – Александр Григорьевичпа Александра Ермолаевна Григорьевсен çуралнă кунĕсене савăнăçлă лару-тăрура паллă тунă. Упăшки-88 çул, арăмĕ 85 çул тултарнă. Пĕрле вĕсем алла-аллăн 58 çул утаççĕ. Пилĕк ачана пурнăç çулĕ çине тăратнă.
Вырăнти культура ĕçченĕсемпе вĕрентекенсем Григорьевсем çинчен ятарлă стенд, «Вăрçă çулĕсенчи наградăсем» фотовыставка йĕркеленĕ, пултарулăх коллективĕ концерт кăтартнă.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"