Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван чĕлхене юратма вĕрентеççĕ

23 апреля 2005 г.

 

Чăваш чĕлхин кунне эпир çулсеренех халăха çутта кăларакан просветитель И.Я. Яковлев çуралнă кун паллă тăватпăр. Çак куна халалласа районта нумай мероприятисем иртеççĕ.

Акă, апрелĕн 19-мĕшĕнче вĕрентÿ учрежденийĕсенче чăваш чĕлхин эрни  пуçланчĕ. Муркашри «Путене» ача садĕнче И.Я. Яковлев юмахĕсем тăрăх йĕркеленĕ вăйă-викторина пулчĕ. Унта Юнкăри «Рябинушка», Орининти «Золушка», Чуманкассинчи «Малыш» ача сачĕсен командисем хутшăнчĕç. Аслă ушкăнри ачасем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартрĕç: юмах сыпăкĕсене пĕлчĕç, ÿкерчĕксем турĕç, юмахсем кăтартрĕç, кроссворд шутларĕç, ваттисен сăмахĕсене пĕлнине кăтартрĕç.

Викторинăра пĕр тан очко пухса «Рябинушка» тата «Золушка» ача сачĕсен командисем çĕнтерчĕç. «Малыш» ача сачĕн команди иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.

«Путене» ача сачĕн воспитанникĕсем уява илемлĕ юрă-ташăпа пуянлатрĕç. Г.А. Малясова ертсе пынипе вĕсем куракансене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Çак вăйă-викторинăна  курма районти ытти садиксенчен ертÿçĕсемпе воспитательсем те килнĕ. Вĕсем хăйсем патĕнче те çакăн пек вăйă-викторина ирттерме кирлине палăртрĕç. Ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене юратма, хисеплеме вĕрентни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика