Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнекесем вулама пăрахас марччĕ

18 апреля 2005 г.

Вулав вăл хăйне евĕр çынпа кĕнеке хушшинчи калаçу. Ку – ахаль калаçу мар: ăс-тăна та, чĕрене те ĕçлеттерет. Тен, хăшĕ-пĕри кĕнеке вулани вăхăт ирттерни кăна тесе шутлать пулĕ. Ку пачах та апла мар. Мĕн чухлĕ пĕлÿ пухатпăр эпир кĕнеке вуласа, шухăш-кăмăл та çавăн чухлĕ пуянланать. Ахальтен мар вырăссен паллă логика наукин специалисчĕ С.И. Поваркин: «Вуланă чух пĕтĕм вăя парса вулăр», - тенĕ.

Вулама мĕн пĕчĕкренех вĕренсе пымалла. Çулсерен вара кĕнеке вуласси йăлана кĕрет, ăна пурнăç хăех ыйтать. Анчах нумай чух эпир мĕнле май килет, çапла вулатпăр-çке. Хамăрăн йăнăшсене те асăрхамастпăр.

Кĕнекене тĕрĕс вулама вĕренес те, кĕнеке тĕнчинче пурăнма вĕренес тесе Чуманкасси ял библиотекине чылаййăн çÿреççĕ. Эпĕ хам та кĕнекесĕр, хаçат-журналсăр пурăнаймастăп та, тăтăшах кунта пулатăп. Сехечĕ-сехечĕпех библиотекăра ларма хатĕр те... пур чух пулмасть çав, вăхăт çитмест.

Ял библиотекинче яланах питĕ хăтлă, тирпейлĕ, канлĕ. Кĕнеке выставкисем улшăнсах тăраççĕ, ачасен ал ĕçĕсем те нумайланаççĕ. Кунта пĕрремĕш çул  мар ĕнтĕ ачасем валли «Перепелка» клуб ĕçлет. Акă, хальхинче те библиотекăра 3-4 класс ачисем йышлăн пухăннă. Вĕсем кунта нумай çул вăй хуракан Зоя Ивановна Иванована сырса илнĕ: паян мĕнле ĕç пурнăçласси канăç памасть иккен вĕсене. Мĕн кăна тумаççĕ Пуль ачасем кунта: юмахсем вулаççĕ, интереслĕ конкурссем, викторинăсем ирттереççĕ, вăйăсем выляççĕ, сăрăсемпе ÿкереççĕ. Хальхинче вара шкул ачисем вăрçă ветеранĕсем çинчен хатĕрленĕ альбомсемпе паллашрĕç. Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнине халалласа ÿкерчĕксем турĕç.

Ачасене хавхалантарма пĕлет Зоя Ивановна. Çавăнпах пуль вĕсем интереслĕ юмахсем те калаççĕ, хаçат-журналсем те тăтăшах вулаççĕ. Çак библиотекăпа тачă çыхăну тытни ачасен ăс-тăнне, тавракурăмне аталантарма пулăшать. Пурнăçпа пĕр тан утма вĕренеççĕ вĕсем. Хальхи пурнăçра ăслă çынсене ытларах хаклаççĕ. Çакна ачасем лайăх ăнланаççĕ курăнать.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика