Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрах çав ентешĕмĕр

18 апреля 2005 г.

Апрелĕн 16-мĕшĕнче пирĕн ентеш, паллă драматург, СССР писателĕсен союзĕн членĕ, ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, вăрçă ветеранĕ Вăрманкас-Шашкарта çуралнă Василий Тимофеевич Ржанов 90 çул тултарать. Район администрацийĕ çак куна тивĕçлипех паллă тăвать. Паян Ильинкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта шăпах 10 сехетре ăна чысласа уяв иртет. Кунта «Пирĕн паттăр ентеш – В. Ржанов» кĕнеке выставки йĕркелеççĕ.  Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. А. Иванов уçать. ЧР профессиллĕ писательсен союзĕн правленийĕн председателĕ В. Тургай поэт, ытти хăнасем, драматургăн тăванĕсем хутшăнĕç уява. Юбилей каçĕнчи литературăпа музыка композицийĕнче те В.Т. Ржановăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ сăнланĕ. Ильинка шкул ачисем концертпа савăнтарĕç.

Асăннă юбилее хатĕрленнĕ май район администрацийĕн культура, тата архив ĕçĕсен информаци политикин пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева Шупашкара кайса Василий Тимофеевичпа хăйĕнпе курса калаçрĕ. Драматург, журналист, вăрçă ветеранĕ пурнăç çине оптимистпа пăхать. Хăйĕн кун-çулне çамрăкран пуçласа аса илчĕ вăл. Районта унăн юбилейĕ ячĕпе уяв йĕркелени уншăн мĕн тери пысăк чыс пулнине палăртрĕ.

- Тавах район администрацийĕн пуçлăхне Ю.А. Иванова мана çакăн пек уяв туса панăшăн, – терĕ вăл Алевтина Евстафьевнăна ăсатнă май, Çĕнтерÿ уявне тăван района килме шантарчĕ.

Эппин, паян ентешĕмĕр 90 çул тултарнă кун унăн кун-çулне кĕскен те пулин çĕнĕрен куç умне кăларар-ха.

Перопа хăварнă йĕрсем

Ржанов тесенех пирĕн ума вăл драматург пек тухса тăрать. Унăн «Тĕнче çаврăнать» драмине пирĕнтен нумайăшĕ лайăх пĕлет. Кунсăр пуçне «Сĕм вăрмантан» драми те, «Мистер Кент шикленет» сатирăлла комедийĕ те, «Чăваш халăх юрлать» «Пĕр пайлă пьесăсем» те чăваш литературинче паллă вырăн йышăннă.

Кусемсĕр пуçне унăн «Энтип» драми вырăсла та туханă. Каярахпа Тăван Çĕршывшăн пынă. Аслă вăрçăри асаилÿсене  пухса «Своими глазами» кĕнекене кĕртет.

Вăрçă хыççăн Василий Тимофеевич чăваш Республикин Министрсен Совечĕн Искусство ĕçĕсен Управленийĕн пуçлăхĕнче, республикăри халăх пултарулăх çурчĕн, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн литература пайĕн пуçлăхĕнче вăй хурать. Вăл пысăк авторитетлă çын пулнине çакă та çирĕплетсе парать: 1917-1951 çулсенче Василий Тимофеевич - Чăваш Республикин Верховнăй Совечĕн депутачĕ. Вăрçă витĕр тухнăскер, Чăвашсен мире сыхлас енĕпе ĕçлекен комитетăн ответлă секретарĕнче ĕçлет, каярахпа çак комитета ертсе пырать. Тĕнчери миршĕн кĕрешес ĕçе тĕслĕхлĕ кăтартнăшăн пĕтĕм тĕнчери Мир Совечĕн кĕмĕл медальне, Совет Союзĕн Мир фончĕн «Миршĕн кĕрешекене» ылтăн медалĕпе, ГДР тата Польша Мир Совечĕсен медалĕсемпе наградăланă. В. Ржанов пĕтĕм тĕнчери мире юратакан вăйсен конгресĕн делегачĕ Пулать, сăмах тухса

Вăрçăри паттăрлăхĕшĕн Хĕрлĕ ялав тата Отечественнăй вăрçăн 1-мĕш степень орденĕсемпе наградăланă ăна çĕршывăмăр.

Пăшалпа та пуринчен малта

Вăрçăра та пирĕн ентеш  пероран уйрăлмасть: «Çĕршывшăн», «Çĕнтерÿшĕн» хаçатсен вăрçă корреспонденчĕ, 331-мĕш стрелковăй полкăн Хĕрлĕ Ялавлă 96-мĕш Гомель дивизийĕн агитаторĕ пулать.

Пăшалпа вара паттăртан та паттăр ĕç тăвать. Шăпах çакăн пек самантсенчен пĕрне куç умне  кăларар-ха.

...Исполинов аслă лейтенант ертсе пынипе çыран тепĕр енне анса ларнă десант тăшманăн пĕрремĕш траншейне туртса илме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Анчах та çак пĕчĕк çĕр таткине  гитлеровецсем виçĕ енчен хупăрланă. Çавна пула ку çыранпа десант хушшинчи çыхăну татăлнă. Мĕнле те пулсан çав траншейăран нимĕçсене йĕкĕлтесе кăлармалла, вĕсене ку çыран енне пеме чармалла. Анчах кама ямалла унта.

Мамонов генерал çапла пуçа ватнă хушăра полк агитаторĕ Ржанов  аслă лейтенант хăй ирĕкĕпех çыран тепĕр енне кайма йышăнать.

Çыран хĕрринче кимĕ те, сулă та çук. Мĕн тумалла; Пирĕн ентеш шинельне хывса пăрахать те снарядсемпе минăсем çурăлнипе хумханакан Нарев шыва сикет, ун хыççăн – катушкăллă телефонист та. Сивĕ çил витĕр касать. Пăр пек сивĕ шыв ÿте тимĕрен те хытă пăркăчлать. Ишсе çитеççех  вĕсем çыранăн тепĕр енне. Исполинов йывăр аманнă иккен. Командованинчи чĕрĕ юлнă салтаксене ертсе пырассине хăй çине илет Ржанов. Телефонпа лару-тăру мĕнлине  пĕлтерет те вăл хăй çине илнĕ ушкăнпа тăшман çинелле сикет.

Нимĕçсем кĕтмен атака пулнипе çухалса каяççĕ. Вĕсем «вăраннă» çĕре, пульăсем «тăкса» пирĕннисем иккĕмĕш траншейăпа вирхĕнсе кĕчĕç. Çакăнпа усă курса Мамонов батальонĕ юханшыв урлă каçса пычĕ, вут-хĕм сапрĕ тăшман çине. Акă, йĕплĕ пралукпа  минăланă уй урлă  каçса, вĕсем тăшманăн иккĕмĕш траншейине илчĕç: унта вара, йывăр аманнине пăхмасăр, пирĕн десант тăшман çине  вут-хĕм сапатчĕ.

Çак паттăрлăхшăн В. Ржанова Совет Союзĕн Геройĕ ятне пама тăратрĕç. Анчах снаряд çурăлнипе тухнă пушарта çакна валли хатĕрленĕ документсем пĕтнипе ку ĕçе вĕçне çитереймен.

Хĕвелтухăç прусем операцийĕнче В.Г. Ржанов йывăр аманать. Госпитальте нумай вăхăт сипленнĕ хыççăн киле таврăнать.

Польшăри Остров-Мазовецка ирĕке кăларнă хыççăн  30 çултан В. Ржанов унта тепĕр хут пулчĕ. Мĕнле манăн-ха Польшăна ирĕке кăларнă чух поляксемпе пĕрле 600 пин ытла совет салтакĕ пуçĕсене хунине;  Çакăнтан 10 километрта тыткăна илнĕ совет салтакĕсен лагерĕ вырăнĕсенче 41 пине çын чунĕ канăç тупнине; Вилĕм çыранĕнче те пулчĕ вăл. Кунта пурĕ 35 пин поляка тата совет салтакне чавса чикнĕ.

Çак хăрушă вăрçă ахрăмĕ паянхи çамрăксен тĕлĕкĕнче те ан курăнтăрччĕ. Паттăр совет салтакĕсем вара нихăçан халăх асĕнчен тухмĕç. В.Т. Ржановăн паттăрлăхĕ те  пирĕн асрах упранĕ. Кунçулĕ татах та вăрăм пултăрччĕ унăн.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика