Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх епле хĕл каçать

18 апреля 2005 г.

Çак ыйту çине хурав шыраса райадминистрацин ял хуçалăхпĕ апат-çимĕç управленийĕн зоотехника служби обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçармалли 6 уйăх тата кăçалхи пĕрремĕш квартал епле иртнипе кăсăкланса кооперативсенчи лару-тăрупа тĕрĕслевлĕ, тишкерÿллĕ, паллашуллă семинар-канашлу ирттерчĕ. Унта районти зооветслужба специалисчĕсем тата хăш-пĕр хуçалăх ертÿçисем хутшăнчĕç.

Малтанах зоотехниксемпе ветеринарсем икĕ ушкăна пайланса пĕрисем сысна отраслĕпе (Ильич яч. хис., «Ударник», К. Иванов яч. хис., «Лидер») теприсем ĕне выльăх ĕрчетессипе («Нива», «Волга», «Сундырский», «Передовик») паллашрĕç, вырăнсенче симĕс конвеер çине тухиччен продуктивлăха чакармасăр мĕнле пурăнма пулнине пăхрĕç.

Пĕрремĕш ушкăн йывăрлăхсен авăрĕнче те сысна ĕрчетессипе аталану çулĕнчен юлман хуçалăхсенче çĕнĕ технологисене епле çул парса пынипе тата çапла ĕçлесе тăкак çулĕнчен тухма пултарнипе паллашрĕ. Кунта çĕнĕ технологи çинчен – сыснасене типĕлле тăрантарасси – каласа хăвармалла. Ку çул-йĕре Ильич яч. хис., «Ударник», «Лидер» хуçалăхсенче выльăхсене хĕл каçарма хупсан пĕлтĕрхи октябрь-ноябрь уйăхĕсенче уçнă, çĕнĕлĕхсене алла илсе халиччен илтмен ÿсĕмсен картлашкисене хăпарнă. Акă, Н. Иванова ертсе пыракан Ваçкассинчи сысна ферминче çĕнĕ технологипе ĕçлеме пуçланăранпа сыснасен талăкри вăтам ÿт хушаслăхĕ 120-рен 500 грама çитнĕ. Кунта кăçалхи февральтен амасене те типĕлле тăрантарасси çине куçнă. Тĕрĕслемелли амасене çĕнĕ условисенче пуçласа çурлаттарнă. Тытăннă ĕçе анлăрах çул пама çак кунсенче кăна хуçалăх правленийĕ 180 пин тенкĕ парса пĕр сехетре 2 тонна апат хатĕрлекен дозатор туяннă. Палăртас килет, Çĕнĕ технологин перекетлĕхĕ те пур: фермăри 700 пуç сысна валли талăкра 1-1,2 тонна апат каять, унччен апат пĕçерме çĕр кăмрăкĕ туянса кăна уйăхне 30 пин тенкĕ укçа кăмака витĕр кăларнă пулсан, паян вăл укçа мăрьерен тухас вырăнне аш-какая çаврăннă. Çапла вара паян таса та тутă тăракан сыснасем çулталăк каялла çулталăкра панă ÿт хушаслăха кăçал пĕрремĕш кварталтах карта лартнă. «Çĕнĕ технологи сысна ĕрчетесси тупăшлă мар текен шухăша тĕппипех сирчĕ», - тет паян Ильич яч. хис. хуçалăх ертÿçи И. Николаев.

«Ударник» хуçалăхри Вăрманкассинчи сысна ферминче сыснасем çĕнĕ технологипе автопоилкăран шыв ĕçни, сарайсем типĕ те таса пулни, сыснасем кĕрнеклĕ курăнни çĕнĕ технологин уссине кăтартать. М. Степанов ертсе пыракан коллективра паян пĕтĕмпе 13 çын ĕçлет. Паянхи сăн ÿкерчĕкре эсир ферма заведующийĕпе пĕрле çĕнĕ технологи дисциплинине çÿллĕ шайра тытса пыракан Людмила Степановапа Елена Алексеева сысна самăртакансене, Валерийпе Варсонофий Васильев возчиксене куратăр. Вĕсем çĕнĕ йышши ĕç меслечĕпе пурте кăмăллă.

Çĕнĕ технологипе пуринчен те эффективлăрах усă куракан (Тьфу! Тьфу!) «Лидер» агрофирма» чикĕллĕ яваплăхлă обществăна каиччен зоотехниксемпе ветеринарсем, ферма ертÿçисем унчченхи технологие курса танлаштару тума К. Иванов яч. хис. хуçалăхăн Торинкассинчи сысна фермин пурнăçĕ-ĕçĕпе паллашрĕç. 800 пуç тăракан фермăра паян чылай клеткăсем пушă, вăтам ÿт хушаслăх та 362 грамран иртмест, сарайсенчи нÿрĕ микроклимат та ырă ÿкерчĕк тумасть.

- Çынсем çĕнĕ технологипе ĕçленине ăмсанатпăр кăна. Хамăрăн çав ĕçе çул пама фуражлăх тырă çукран кивĕллех нушаланатпăр. Кăçал эпир те çĕнĕ технологие çул уçма тĕллев лартатпăр, - терĕ хуçалăх ертÿçи А. Семенов.

Лайăх, лайăх та, анчах «Лидер» хуçалăхра çур çул ĕнтĕ çĕнĕ технологи дисциплинине çирĕп тытса пырса ĕçленине курсан, никам та ĕлĕкхи шайра юлассăн туйăнмасть. Сыпайкассинче паян, ытарлăрах каласан, сыснасем талăкра тепĕр хуçалăхсенчи мăйракаллă шултра выльăхсенчен ытларах та ÿт хушаççĕ: 700-850 грамм. Сарайĕсенче айсарăм валли пăчăкă кĕрпипе усă курнăран таса та таса, аммиак шăрши кунта катара тăрать, маччасене аяларах антарнăран эпир кĕрсен те ыйхăран вăранман сыснасем хĕл кунĕсенче сивĕрен аптăраман, çисе те çывăрса (сăн ÿкерчĕкре) хуçалăх кассине çĕршер мар, пиншер тенкĕ укçа илсе кĕртнĕ. Ферма заведующийĕнче 2-мĕш çул ĕçлекен Г. Яковлев каланă тăрăх ĕçлекенсем çитеççĕ, вĕсем тасалăхра вăй хурса уйăхсерен 2-2,5 пин тенкĕ тата ытларах та ĕç укçи илеççĕ.

Ахальтен мар ĕнтĕ, райадминистраци пуçлăхĕ Ю. Иванов пленарлă канашлура çĕнĕ технологи районăн малашлăхĕ пулнине, çак ĕçе сыснасем патĕнче çеç мар, мăйракаллă шултра выльăхсем çине те куçарма кирлине палăртрĕ. «Паян пулать-и е пулмасть-и тесе пĕр вырăнта силленсе тăмалла мар, ĕçлемелле те ĕçлемелле. Кам ĕçлет вĕсен çулĕсем уçăлсах пыраççĕ», - терĕ вăл район администрацийĕ пĕтĕмĕшле çак утăмшăн пулнине палăртса.

Канашлура ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн тĕп зоотехникĕ Т. Волкова выльăхсене хĕл куçарас тапхăрти 6 уйăх итогĕсемпе тата кăçалхи пĕрремĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕсемпе, умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

Управленин тĕп экономисчĕ Н. Костина пĕрисем укçана çилпе вĕçтернĕ хушăра теприсем çанă таврăса ĕçлесе хуçалăх кассине пуянлатни çинчен тĕслĕхсем илсе кăтартса тишкерÿ туса пачĕ.

Çăварта мĕн чуль сахар нумай тесен те çăварта пылак пулмасть. Çапла вара калаçнинчен ытларах çĕнĕлĕхсене алла илсе  ĕçлемелле те ĕçлемелле. Выльăха мĕнпе çитеретĕн, вăл çапла продукци парать. Апла пулсан пур çĕрĕк-марăка, каяшсене, пахалăхсăр апата урама тăкиччен сысна урлă кăларса укçа тăвас суя çултан пăрăнма вăхăт çитрĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика