Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçта çитесшĕн çын куççулĕ çинче

18 апреля 2005 г.

Кĕркунне вăхăт часах тĕттĕмленет. Шупашкартан Муркаша каякан автобус Москакассине çитнĕ çĕре таврара сĕм тĕттĕмччĕ ĕнтĕ.

- Кĕртсе лартма пулăшăр-ха, - терĕ чарăнура тăракан çамрăк арçын хăй  çумĕнче аран-аран сĕвенсе тăракан ватă хĕрарăм çине кăтартса.

- Каçа хирĕç ăçта кайма пуçтарăннă-ши ку кинемей; - мĕлтлетсе иртрĕ пуçра шухăш.

Анчах автобус çине ватă хĕрарăма сĕтĕрсе тенĕ пекех кĕртсе лартсан, ку шухăш сирĕлчĕ: ÿсĕр иккен, хăй ÿксе вараланнă пулас. Унпа пĕрле 5 ача кĕрсе тăчĕ. Чи кĕçĕнни пĕр 5 çулсенче пулас, макăрнипе куçĕсем хĕрелсех ларнă. Ачасенчен чи асли те 6-7 класра вĕренекенскер. Чĕре хĕсĕнсе ыратрĕ: кăларса янă вĕт-ха вĕсене амăшĕ çул çине çак ÿсĕр хĕрарăмпа; Çула тухаканĕ асламăшĕ-и, кукамăшĕ-и, 5 ачапа каçа хирĕç çула тухасса пĕлсе çав таранччен мĕне пĕлсе ĕçсе лартнă-ши; Тата ытла та нĕрсĕр иккен вăл ÿсĕр хĕрарăм.

 Районĕпе мĕн чухлĕн вĕсем – ачисене черккепе улăштарнă хĕрарăмсем; Миçе ачан чуне паян районта куççульпе çăвăнать-ши. Мĕн çисе пурăнаççĕ-ши вĕсем ашшĕ е амăшĕ телей ытлах та çук пулсан, ашшĕпе амăшĕ иккĕшĕ те ял тăрăх йÿнĕ эрех шыранă чух; Тĕлĕнме кирлех-и апла пулсан район администрацийĕ спирт пур шĕвек сутакансемпе  кĕрешÿ пуçланинчен; Районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем çак усал списокра (эрех сутакансен списокĕ кашни ял администрацийĕнчех пур) пур çынсем патне тĕрĕслемелле эрех туянма кĕртсе яраççĕ те. Çак «вăлтана»  çакланнă та Йÿçкасси ял администрацийĕн территорийĕнчи икĕ хĕрарăм. Вĕсем тĕлĕшпе хатĕрленĕ административлă ĕçе вырăна кайса пăхса тухрĕ иртнĕ тунти кун районти административлă комисси.

Кунта та яланхи ÿкерчĕкех эрех сутнине вырăнтах ярса тытнă пулин те, айăплисем çак тĕслĕх пĕрремĕш хут пулнине çирĕплетме хăтланаççĕ. Калас пулать, Йÿçкасси ял администрацийĕ иртнĕ çулхи июльте районти адмкомиссие тăратнă  эрех сутакансен списокĕнче  çак икĕ хушамат та  пур. Вĕсенчен пĕри пĕр çыннах мартăн 15-мĕшĕнче çур литр сăмакуна 30 тенкĕлле, тепри мартăн 9-мĕшĕнче (2 хут адмкомиссие чĕнтерсен те пыман, хальхинче те çукчĕ) 375 грамлă кĕленчене 15 тенкĕлле сутнă. Вĕсене иккĕшне те Чăваш Республикин Право йĕркине административлă майпа пăсни çинчен калакан саккунĕн 16-мĕш статйипе килĕшÿллĕн 2000-шер тенкĕ штраф пачĕç.

Итлесе ларатăн та комисси ларăвĕсенче эрех сутакансен сăмахне тĕлĕнетĕн: вĕсенчен кашниех тенĕ пекех çапла калать:

- Ĕçекен çынна чараймастăн. Пурне те пурпĕрех чарса пĕтерейместĕр.

Тĕрĕсех, вăйпах никамах та никам та карланкăран эрех ямасть. Анчах та пĕри те тепри эрех сутма пăрахсан, лару-тăру лайăх енне сулăнмаллах. Эрех сутакансем шутласа пăхчăр-ха: талăкра вĕсем миçе çынна  сутаççĕ çав усал  шĕвеке; Çав çынсен çемйинче миçе ача; Вăт, халь пĕтĕмлетÿне тума та йывăр мар: пĕр çын эрех сутмасан, миçе çемьене лăпкăлăх килĕ, миçе хĕрарăм куçĕнчен куççÿль юхма пăрахĕ, миçе ачан сăн-пичĕ йăл кулăпа  çуталĕ ашшĕ килне ĕçсе пĕтереймен эрех кĕленчи вырăнне канфет-печени илсе килнине курсан.

Сахал-им районĕпе ашшĕ-амăшĕ чĕрĕ çĕртех çав пылак çимĕçе çиейменнисем, унтан та хăрушăраххи - çиме пĕлменнисем. Пĕр тĕслĕх çеç илсе кăтартам. Çĕрлехи рейдра ăнăçсăр çемьене пырса кĕрсен, унта хутшăнакансене çуллахи каç 11 сехетре ача-пăча кравачĕ çинче 11 уйăхри ача кĕтсе илнĕ. Ÿсĕр çывăракан икĕ хĕрарăмран пĕри ачан кукамăшĕ, тепри ялти тепĕр ĕçке ернĕ хĕрарăм пулнă. Амăшĕ ачине пĕччен пăрахса хăварсах, паянхи пурнăç пылакне тутанма кайнă-ши;

Çакнашкал лару-тăру кулленхи ÿкерчĕк пулнăран пулĕ, пĕчĕк пепке ют çынсене вĕсем ăна реабилитаци палатине çитериччен те макăрса кăтартмарĕ. Выçăскерне печени илсе парсан вара, ача унпа мĕн тумаллине те пĕлмерĕ... Ун чух вăл печение пĕрремĕш хут тытса курчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, районти адмкомисси председателĕ Н.П. Петрова çакнашкал тĕслĕхсене çине-çинех илсе кăтартсан, ларăва килнĕ ялти интеллигенци пĕр хушă чĕнмерĕ. Эх, вĕсен чĕрине мĕнле пырса тиврĕç çак сăмахсем, çавăн пекех пур эрех сутакансен чĕри патне çитинччĕç çак сăмахсем. Мĕншĕн тесен паян кашни ялтах пур çакăн пек тĕслĕхсем. Кăнтăр кунĕнчех хĕрарăм кÿршĕсен анкартинче ÿсĕр çывăрни те, ирхи 10 сехетре ÿсĕр арăмĕ çывăрнă чух намăсланнă упăшки урай çуни те, выçă хĕрача чул пек хытă хура çăкăр таткине варенипе сĕрсе çини те. Çынсем йăлтах пирĕн районти ăнăçсăр çемьесенчи ÿкерчĕксем. Ялта сутакансенчен эрех туяннă хыççăнхи ÿкерчĕксем.

Чăнах та, ял хуçалăх предприятийĕсенче паян халăха ĕç укçи тÿлеймеççĕ. Анчах эрех сутса укçа тăвас çул çине тăмаллине пĕлтермест вĕт çакă. Ку саккуна пăсни пулать. Ку пĕрре. Тепĕр енчен, пăхăр-ха хăвăр ялти çемьесем çине çаврăнарах. Хăвăр сутнă эрех миçе çыннăн пурнăçне пĕтерет, арăш-пирĕш пăтратать; Çакна шутласах, курсах эрех сутма тăсăлнă алă усăнмалла пек. Килте упăшка эрех ĕçет пулсан та эрех сутма пулать-ши тата; Эрех инкекне хăв витĕр кăларнине, хăв тÿсекен нушана ыттисене сĕнни пулмасть-и çакă;

Адмкомисси членĕсем çитиччен эрех сутакансен списокĕнчи виçĕ çын пăрахса утнă.

- «Доказать» туччăр малтан эпир эрех сутнине. Вĕсен сăмахĕсем çаксем.

Çирĕплетсе параççех пулĕ-ха. Паян мар пулсан, ыран. Районти шалти ĕçсен пайĕ хытă тимлет ку тĕлĕшпе. Анчах вăл е ку çын эрех сутнине  тытса çирĕплетсе париччен маларах вăранинччĕ вĕсенче совеç тени.  Ашшĕ-амăшĕ ĕçекен çемьесенчи ачасем çине сурни пулмасть-и çакă; Вĕсен куççулĕ çинче тунă укçа пулмасть-и вара эрех сутса укçа туни; Халиччен çын куççулĕ çинче инçех каякан пулман, теççĕ ваттисем. Ку таранччен вĕсем йăнăшманччĕ-ха. Асра тытасчĕ çакна. Асра тытасчĕ те татăклă улшăнусем тăвасчĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика