18 апреля 2005 г.
Майăн 9-мĕшĕ кунсерен çывхарса пырать. 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çитет. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине пĕтĕм тĕнчипе паллă тума хатĕрленеççĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлеме фронтра анчах мар, тылра та тивĕçлĕ тÿпе хывнă. Тылра та пĕчĕк ачасемпе хĕрарăмсем кăна юлнă, вĕсем те тăшмана çĕнтерессишĕн хăйсенчен мĕн килнине пурне те тунă.
Пирĕн районта та тылра ĕçленисем пурте ырă сăмаха тивĕçлĕ, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсене шеллемесĕр ĕçленĕ, фронта пулăшасшăн тăрăшнă.
Эпир паян сире вĕсенчен пĕринпе, Е.В. Павлова аса илĕвĕпе паллаштарасшăн. Вăл 1924 çулхи август уйăхĕн 4-мĕшĕнче Тренккă ялĕнче çуралнă. 14 çулта амăшĕнчен тăлăха юлнă, хаваслă ачалăх мĕнне пĕлмесĕрех çитĕннĕ. Пирĕн те Тарье аппа патне пĕрре хăнана кĕрсе тухма тÿр килчĕ. Таса та тирпейлĕ пÿртре сăмах çăмхине сÿтнĕ май Тарье аппа хăйĕн пурнăçне аса илчĕ:
"Хама эпĕ Çимун пиччепе клевер çулма тухнинчен ас тума пуçланă. Ун чухне çава армути тĕлне лекрĕ те, хуçăлса кайрĕ. Пиччерен хытах лекрĕ вара. Çавăнтан пуçласа ĕçе кÿлĕннĕ, пĕрре те ахаль ларман. Вăрçăччен лашасем пăхса пурăннă, ÿсерехпе Тренккăри "Красный флотец" колхоз правленийĕнче техничка пулса ĕçленĕ. Вăрçă тухнă вăхăтра эпĕ 17 çулхи хĕр пулнă. Арçынсем вăрçа тухса кайсан наряда çÿреме пуçланă. Етĕрне районĕнчи Кăташра тата Сарьялĕнче шартлама сивĕре окопсем алтнă çĕрте ĕçленĕ. Çынсем кашни эрнере апат-çимĕç патне киле килетчĕç. Мана киле килсен атте сарă кăшман (кузику) пĕçерсе паратчĕ. Çавсене аса илсен чун ыратать. Пĕррехинче нарядран таврăнтăм та атте пахчара выртнине куртăм. Çăкăр пулманран ялан сухан çулхи çинĕрен чĕрине кастарса лартнă. Аттене пÿрте илсе кĕтĕм те çăкăр çитертĕм, ыратни иртсе кайнă пек пулчĕ. Атте вара ман хăй çумне пăчăртаса пĕчĕк ача пек ĕсĕклесе макăрчĕ.
Пурнăç нуши-тертне нумай курма тиврĕ. Пĕрре çапла Катраçра вагонсем çине вутă тиерĕмĕр. Шупашкартан çуран килме тиврĕ. Киле çитнĕ çĕре урасем шыçса кайрĕç, темиçе кун килтен тухаймасăр лартăм. Ман урасем çине пăхсан аттен куççулĕ тухатчĕ. Атăл леш енчи Кортопра пĕр çулхине хĕлĕпех пурăнтăмăр, Кăнтăр кÿлли патĕнче сулă тума йывăç йăвантартăмăр. Анчах çимелли çук пирки киле тара-тара çитрĕмĕр. Вăрмантан баракра тăласене хамăр айра сарса типĕтеттĕмĕр.
Вăрçă вăхăтĕнче килте нумаях пурăнайман. Яланах вăрман каснă, йывăç кăларнă çĕрте çÿренĕ. Вăрçă хыççăн та 1948 çулччен наряда кайнă. Çĕмĕрле вăрманĕнче йывăçсем каснă. Çуллахи вăхăтра унта хăраса каймалла çĕлен нумайччĕ. Арçынсем киле таврăниччен складовщикра ĕçлерĕм. Темле йывăр пулсан та, вăхăт хăйĕннех тăвать. 1953 çулта хамăр ялти Иван ятлă каччăпа çемье çавăртăмăр. Пĕр ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Халĕ манăн çичĕ мăнук, мăнуксен ачисем иккĕн. Хамăн çамрăк ĕмĕре савăнса ирттереймерĕм. Халĕ ачамсен ачисем тулăх пурнăçпа пурăннишĕн чунтан савăнатăп".
Çапла, чылай улшăнусем пулчĕç унтанпа, анчах хаяр вăрçă çулĕсене аса илсен никам та хумханмасăр тăраймасть. Кашнин чĕринчех тарăн йĕр хăварнă çав çулсем. Паян эпир ĕçпе вăрçă ветеранĕсене хăйсен сывлăхне, çамрăк ĕмĕрне шеллемесĕр мирлĕ пурнăçа çывхартас тесе ырми-канми тăрăшнăшăн çĕре çити пуç таятпăр. Упрасчĕ пирĕн вĕсене, сума сăвасчĕ, вĕсенчен тĕслĕх илсе мирлĕ пурнăçшăн кар тăрасчĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"