Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Эпĕ курнине никамăн та курмалла ан пултăр"

18 апреля 2005 г.

 Кĕçех нимĕç фашисчĕсене çапса аркатса Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитет. Пирĕн районтан та Тăван Çĕршыва хÿтĕлеме сахал мар çын тухса кайнă. Хăйсен пурнăçне, сывлăхне шеллемесĕр çапăçнă вĕсем тăшманпа, хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă.

Вĕсенчен пĕри, манăн асаттен пиччĕшĕ, Исетерккĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр Илларионович Белов. Вăл 1922 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Пĕчĕкренех нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман. Çичĕ класлă шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Ваçкасси ялĕнчи библиотекăра ĕçленĕ.

1941 çул... Вăрçă пуçланнă... Библиотекăра ĕçленĕ вăхăтра радиопа вăрçа камсен каймаллине пĕлтереççĕ. Асăннă списокра А. Беловăн ячĕ те пур. Ăна çула хатĕрлеме пуçлаççĕ.

Мĕн кăна тÿсмен-ши вăл хаяр вăрçă вăхăтĕнче; Унăн ал çырăвĕ халĕ те упранать. Вăл хăй курни çинчен çапла çырса хăварнă:

" Мана, 19 çула кĕнĕ çамрăка, 1941 çулта çара илчĕç. Отарккă ялĕнчи Лука Семенов, Çĕнял Апашри Николай Ефимов тата Исетерккĕри Николай Иванов тухса кайрăмăр. Вăрнара çитсен тÿрех васкавлăн вакунсем çине лартрĕç те кăнтăралла çул хыврăмăр. Новороссийск хулинче флот çи-пуçне тăхăнтартрĕç. Кĕçех Туапсине куçарчĕç. Унта çырана хÿтĕлекен арттилери шкулĕн курсанчĕсем пултăмăр. Эпĕ - электрик, Лука - оруди командирĕ, Н. Ефимов - дальнемерщик пулма вĕрентĕмĕр. Н. Иванова пирĕнтен уйăрса  кайрĕç. Ăна çийĕнчех Севастополе ăсатнă. Кайран вăл Сапун тăвĕ çинче хăйĕн пуçне хунă.

Çур çул вĕренсен пире "Абхазия" ятлă пăрахут çине лартса тăшман хупăрласа илнĕ Севастополе хÿтĕлеме ăсатрĕç. Çул çинче пире пĕр эсминец, икĕ тральщик тата пĕр самолет - истребитель хÿтĕлесе пычĕç. Тăшман асăрхасран тÿрĕ çулпа кайрăмăр. Малтан кăнтăралла, Турци патнелле кайрăмăр, унтан кукăр çул туса Севастополь патне кăнтăр - хĕвелтухăçĕнчен пытăмăр. Çапах та тăшман çул çинче пире тăшман темиçе хут та пыра-пыра тапăнчĕ. Çавăн пек тинĕс çинчи çапăçусемпе Севастополе çитрĕмĕр. Тăшман пире тинĕс тĕпне ăсатасшăнччĕ, пулмарĕ. 

Севастополь ун чухне, тăшман пур енчен хупăрласа илнĕскер, тамăк хуранĕ пекехчĕ. Севастополь парăнманнине кура, унта тăшманăн пысăк вăйĕ тăнă. Гитлер вĕсене Севастополе хăвăртрах илме васкатнă,  анчах ĕç тухман. Севастополь районне эпир тинĕс енчен хÿтĕлеттĕмĕр. Пирĕн хăватлă тупăран вирхĕнсе тухакан снарядсем фашистсен сахал мар карапне  Хура тинĕс тĕпне ăсатнă. Тип çĕр енчен яланах хаяр, юнлă çапăçусем пынă. Уйрăмах вăл енпе Сапун тăвĕ палăрса тăнă. Севастополь таврашĕнче икĕ енпе те нумай çын пĕтнĕ. Эпир унта пилĕк уйăх çапăçрăмăр. Çу варринче Севастополе хÿтĕлекенсене Кавказ еннелле илсе тухма пуçларĕç. Хамăрăннисем еннелле çул тытакан самолетсемпе тата карапсемпе нимĕçсен йăвине çĕмĕрсен, тăшмансем сăпса тапăннă евĕр тапăнчĕç. Эпир карапсем çине ларса тухакансене хÿтĕлеттĕмĕр. Çăлăнса тухма пултаракансем кайса пĕтрĕç. Эпир, вĕсене çăлăнма пулăшаканнисем,  тăрса юлтăмăр. Çавăн пек пĕр эрне иртсен, пĕр катер ("Морской охотник" текенни) тупăнчĕ те, эпир тинĕселле вирхĕнтĕмĕр. Хамăрăннисем патне çав-çавах çитме пулмарĕ. Тăшман катерĕсем пире тавралла хупăрласа илчĕç те, эпир тыткăна лекрĕмĕр.

Тыткăнра эпир нушаланнине нихăçан та çын ан куртăрччĕ. Малтан Крымра темшĕн пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçаркаласа çÿретрĕç. Октябрь уйăхĕнче Ровно хулине çитерчĕç. Унта виçĕ эрне выçăпа нушалантăмăр. Кайран Германие илсе кайрĕç. Бременпа Гамбург хулисем хушшинче çур çулта вырнаçнă 10 "Б" текен концлагере лекрĕмĕр. Унта эпĕ 136668 номерлĕ çын пулса тăтăм. Кунне кăшт кăшманпа купăста татăкĕсем ярăнса çÿрекен шÿрпе тата икçĕр грамм ирĕшпе ăпăр-тапăр хутăшĕнчен пĕçернĕ çăкăр çитеретчĕç. Унтан Бухенвальд вилĕм лагерьне илсе кайрĕç. Лагерьте кунĕн-çĕрĕн тĕтĕм кăларса крематори ĕçлесе ларатчĕ - çынсене çунтаратчĕç.

Икĕ уйăхран кунта пĕр вилĕм тесе, эпир, пĕр ушкăн, тарма шутларăмăр. Ĕç тухмарĕ, çийĕнчех тытрĕç. Крематорие хупса çунтараççĕ пулĕ тенĕччĕ. Çук, çунтармарĕç, чĕрĕллех тамăка ăсатрĕç. Оберхаузен хула çывăхĕнчи Остерфельдра çĕр кăмрăк кăларакан шахтăна кайса чикрĕç. 864 метр тарăнăш шахтăна çăла янă пекех антаратчĕç те çиеле кăлармасăр çĕр тĕпĕнче усратчĕç. Унта пире нимĕç çыннисем ĕç кăтартса тата ĕçленине сăнаса тăратчĕç. Вĕсене мĕн те пулин килĕшмесенех аллинчи дубинипе туртса çапатчĕç. Çывăрасса шахтăрах икĕ хутлă вырăнсем çинче çывăраттăмăр. Койка çинче хутран тунă матрац тата одеяло пекки пурччĕ. Одеялне тăла вырăнне ваклама тиврĕ. Кунĕпе ĕçлесе ывăннăскерсем хутланса выртаттăмăр та çавăнтах çывăрса каяттăмăр. Хутарн-ситрен çĕр çине кăларса мунча кĕртнĕ пекки тăватчĕç те, каллех çĕр тĕпне чăмтаратчĕç. Çапла икĕ çул ытла çĕр тĕпĕнче кăмрăк чакаларăм. 1945 çулхи февраль уйăхĕнче эпĕ тифпа чирлерĕм. 17 талăк асаплантăм, тинех вилĕм çитрĕ терĕм. Сывалтăм. Эпĕ сывалнă тĕле шахтăсене союзниксем бомбăсем пăрахса ишĕлтерсе пĕтернĕ. Пире чугун çул юсама илсе çÿретчĕç. Унтан пире хăтарчĕç. Тинех хырăм тăраниччен çисе курма пуçларăмăр. Çĕнтерÿ кунне Рейн çинчи Везель хулинче кĕтсе илтĕмĕр. Кăштах акăлчансен аллинче те пултăмăр. Шенберг хулинче вара хамăрăннисем патне тухрăмăр. Кунта та пирĕн нуша часах пĕтмерĕ-ха. Кÿрентерекен вĕçĕ-хĕррисĕр допроссем пуçланчĕç. Мана Турри кунта та пăрахмарĕ: чекистсен вĕтĕ али витĕр чиперех тухса пĕтрĕм. Çук, киле тата ямарĕç-ха. Хĕвел Тухăç Германире çулталăк çурра яхăн службăра пултăм. Киле 1946 çулхи декабрь уйăхĕнче тин таврăнтăм".

Мĕн кăна тÿссе ирттермен пуль чăваш каччи. Вутра та çунман, шывра та путман вăл. Пур йывăрлăха чăтса ирттерсе киле çĕнтерÿпе таврăннă. Вăрçăран таврăнсан районти налук инспекцийĕнче ĕçлеме тытăнать. 1948 çулта кÿршĕ ялтан килнĕ медицина сестрипе паллашса çемье çавăраççĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ пилĕк ача пăхса çитĕнтерсе ура çине тăратаççĕ. Кашни ачине аслă пĕлÿ илме пулăшаççĕ.

Александр Илларионович Белов нумай çулсем хушши платник пулса ĕçлет. Анчах та хаяр вăрçă çулĕсенчи вăхăта ниепле те манаймасть вăл. Хăй вăрçăра пулнă вырăна та кайса килчĕç вĕсем.

Халĕ унăн ĕçне тăсаканĕ - унăн аслă хĕрĕн ывăлĕ. Халĕ вăл Севастополь хулинче службăра тăрать. Мăнукĕн çар службин вăхăчĕ иртнĕ пулин те, службăна малалла тăсма унтах юлнă. Мăнукĕ кукашшĕ патне çырнă çырусем те упранаççĕ. Унта вăл яланах ăна ырлăх-сывлăх, вăрăм кунçул сунать. Анчах та, шел пулин те, мучи пирĕнтен 2003 çулта ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Вăл пирĕнпе çук пулин те, эпир унăн паттăрлăхне манмастпăр,  ăна яланах асра тытатпăр.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика