14 апреля 2005 г.
Çапла пĕтĕмлетрĕм "Сеятель" ял хуçалăх производство кооперативĕнче апрелĕн 5-мĕшĕнче ирттернĕ ĕçлĕ çул çÿревĕме.
Ир-каç сивĕ вăй-хăвачĕ тавралăха тыткăна илет пулсан та, кăнтăрла çурхи сар хĕвел хăйĕн ĕçне çителĕклех пурнăçласа çуркуннене хăвăрт аталанма пулăшать. Акă, куç умĕнчех юр пусăрăнчĕ. Çакă çур аки çывхарнин пĕрремĕш палли. Ăна курса тăрса хирсем шурă юр çивиттине илсе пăрахиччен вăхăт пур-ха тесе çĕр ĕçченĕн халĕ пĕр куна та сая ямалла мар: ака-сухана хатĕрленмелле. Паян çанă тавăрса ĕçлени, çĕнĕлĕхсене çул парса пыни аталанăвăн черетлĕ картлашкине хăпарма пулăшать. "Сеятель" хуçалăх çак пуçламăш утăмра. Машинăпа трактор паркĕнче, авă, иртен пуçласа каçченех техникăна уй-хир ĕçĕсене хатĕрлесси пырать. Юсавçăсен бригади сÿресене пĕр куннех ĕçе хатĕрлесе хунă ĕнтĕ.
- Пирĕн хатĕрленÿ ĕçĕ çакă кăна мар. 84 сÿресĕр пуçне çур акине тухмалли 6 сеялкăран 3-шĕ ĕçе хатĕр, кĕрхи çĕртме пирĕн хирсене кĕмесĕрех иртсе кайнăран 8 суха агрегачĕн ĕçе кÿленмелле пулать (вĕсем хатĕрпе пĕрех), 2 культиватор юсамалла та тракторсене хăйсене ĕçе хатĕрлемелле. Хальлĕхе "хурçă утсен" 40 проценчĕ çеç юсавлă. Çанталăк ăшăтнине тата ĕçлекенсем пуррине, запас пайсемпе тивĕçтернине кура ака-суха ĕçне хатĕрленесси кая юлмасса шанатпăр. Çур акине гусеницăллă 7 тата кустăрмаллă 8 трактор хутшăнмалла. Механизаторсемпе водительсем çитменрен çак ĕçсенче çурхи-çуллахи тата кĕрхи вăхăтра килĕшÿ туса ĕçлеме арçынсене чĕнетпĕр, - терĕ çур аки пирки калаçу пуçарсан хуçалăх ертÿçи А. Соловьев.
Каламалла, иртнĕ кĕркунне хуçалăх тилхепине алла тытнă председатель çур аки хатĕрленĕвнех перекетрен пуçланă: Чулхулана вунă механизатора пĕрле илсе кайса (уçăмлă пултăр, тет А.Соловьев) хăйсене кирлĕ запас пайсене 100 пин тенкĕлĕх туянса рынок хутшăнăвĕсенче 70 пин тенкĕлĕх перекет тунă. "Уна хуçалăх валли роторлă тепĕр косилка тухать", - терĕ çак перекет пирки хуçалăхăн тĕп инженерĕ Д. Ефремов.
Хуçалăхăн инженери службине çĕнĕ варкăш илсе кĕнĕ Дмитрий Ефремовпа Александр Никитин инженер кун каçах юсавçăсем патĕнчен уйрăлмаççĕ. Хуçалăх ертÿçипе тĕллевлĕ йĕркеленĕ ĕçсене пула паян "Сеятельте" 35 тонна солярка пур ĕнтĕ. Вăл çур акирен ут çи валиллĕх те юлать. Ака-суха ĕçĕсем ирттерме кирлĕ 10 тонна бензинпа 2 тонна дизель çăвĕ пирки те килĕшÿ хатĕр.
Иртнĕ çул хуçалăх хирĕсем удобрени пачах курмантан "Сеятель" хуçалăха аталану çулĕ çине кăларма кÿлĕннĕ çĕнĕ команда кăçал кашни гектар çине 1,3 центнер минераллă удобрени хывас тĕллевлĕ. Çакна валли паян кунта 64 тонна хутăш удобрени тата 23 тонна аммиак селитри пур.
Маларах асăннисем пурте çур аки пахалăхĕ çине витĕм кÿреççĕ пулсан, тĕп ыйту пур-пĕрех вăрлăхра. Кунта та хуçалăхăн çĕнĕ шухăшлавĕ палăрать. Фуражлăх тырă пĕтнĕрен тата обществăлла выльăх йышне пĕтерес çултан пăрăнса хуçалăх ертÿçи иртнĕ кĕркунне вăрлăхлăх хывнă, анчах ака кондицине туллин тивĕçтермен 40 тонна вăрлăха ĕнесемпе сыснасем патне янă. Ун вырăнне "Приволжское" вĕрентÿ хуçалăхĕнчен çурхи туллăн суперэлита вăрлăхне 20 тонна, урпан суперэлита сортне 20 тонна туянас ĕç пырать. Мĕн акатăн - çавă шăтать тени хресченĕн ĕмĕрхи чăнлăхĕ. Çапла вара "Сеятель" хуçалăх кăçалхи çур акине чăн хресченлех ирттерес тĕллевлĕ.
Çурхи уй-хир ĕçĕсен планĕпе килĕшÿллĕн Нискассисемпе Ярославкăсем кăçал 200 гектар çурхи тулă, 220 гектар урпа, 50 гектар сĕлĕ, выльăхсене çулса çитерме 50 гектар сĕлĕпе пăрçа хутăшĕ тата 30 гектарне тырăлăх, 25 гектар выльăх кăшманĕ акасшăн, 25 гектар çĕр улми лартасшăн.
Ырă ĕмĕтлĕ шухăшсем пурнăçа кĕччĕр кăна.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"