14 апреля 2005 г.
Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса майăн 8-мĕшĕсенче обществăлла организацисем пуçарнипе Раççей Федерацийĕн тата ют çĕршывсен патшалăх тытăмĕсем пулăшнипе Пĕтĕм тĕнчери çăмăл атлетсен "Победа" сверхмарафонĕ иртет. Ăна Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче фашизма çапса аркатнăранпа 60 çул çитнине халалланă. Унăн тĕллевĕ: паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунисене ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнасси, çынсен ăс-тăнĕнче, тавракурăмĕнче пĕтĕм этемлĕх хаклăхĕсене çирĕплетесси, миршĕн кĕрешме тĕнчери халăх пĕрлĕхне çирĕплетесси.
Сверхмарафона хатĕрленсе ирттернĕ çĕре Иккĕмĕш тĕнче вăрçине хутшăннă 62 çĕршыва чĕннĕ. Çак марафонăн пĕтĕмĕшле маршручĕ икĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕш тапхăр 4 çĕртен - "Çурçĕр", "Кăнтăр", "Хĕвел тухăç", "Хĕвел анăç" маршрутсемпе апрелĕн 1-мĕшĕнче пур çĕрте те пĕр харăс пуçланнă.
"Хĕвел тухăç" маршрут Чăваш Республикипе иртет. Унта пирĕн район та кĕрет. Сверхмарафонта пĕтĕмпе 40 çын, вĕсенчен 24-шĕ марафонецсем, Чăваш Республикинчен унта 3 спортсмен хутшăнать. Районта унта хутшăнма йĕркелÿ комитетне çирĕплетнĕ. Чупакансем апрелĕн 9-мĕшĕнче каçхине 18 сехет тĕлне Шомик патне çитеççĕ. Унта вĕсене район ертÿçи Ю.А. Иванов тата ытти яваплă çынсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илеççĕ. Калайкассинчи паттăррăн çапăçса вилнисене асăнса лартнă палăк умĕнче митинг пулать. Унта Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем, шкул ачисем хутшăнаççĕ. Палăк умне чечексем хураççĕ. Етĕрне районĕн чиккине çитиччен вĕсемпе пĕрле пирĕн район спортсменĕсем те чупаççĕ.
Сверхмарафонăн иккĕмĕш тапхăрĕ Мускавран пуçланать, унта пĕрремĕш тапхăр апрелĕн 13-мĕшĕнче вĕçленет. Унтан вара вăрçă вăхăтĕнче хаяр çапăçу пулнă Европăри çĕршывсен тĕп хулисем витĕр тухса майăн 8-мĕшĕнче Берлина çитет.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"