Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » База шкулĕн ĕçĕпе паллашма

14 апреля 2005 г.

 Районти вĕрентÿ системинче юлашки çулсенче пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Çакă пĕтĕмпех пурнăç ыйтнипе пулса пырать. Вĕрентÿ учрежденийĕсен тытăмне улăштарни те çамрăксене тарăн пĕлÿ илсе пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшать.

Паян пирĕн районти Калайкассинчи вăтам шкула пĕтĕм тĕнчери банкăн Миссийĕ килет. Мĕнле тĕллевсемпе килме шут тытнă вĕсем çак шкула; Çакăн пирки каласа пама ыйтнă район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçинчен В.М. Васильевран.

- Хальхи вăхăтра вĕрентÿ ĕçĕнче тĕп задача - вĕрентÿ пахалăхне паянхи пурнăç ыйтнă шая çитересси, çыннăн, обществăн тата патшалăхăн интересĕсене шута илесси.

Çавăнпах ĕнтĕ районта  "Муркаш районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен тытăмне 2005-2008 çулсенче çĕнетсе улăштарасси" тĕллевлĕ программа йышăннă. Унсăр пуçне вĕрентÿ учрежденийĕсене 2007 çулчченхи тапхăрта çĕнетсе улăштармалли программа те ĕçлет.

Районта хальхи вăхăтра вĕрентÿ учрежденийĕсен тĕрлĕ моделĕсем пур: вĕрентÿпе культура комплексĕсем, пуçламăш шкул-ача сачĕсем, база шкулĕсем т. ыт. те. Районта çавăн пекех ресурс центрĕсемпе база шкулĕсем пĕрле çыхăнса ĕçлемелли программа та ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн 4 вĕрентÿ центрĕ туса хунă: Муркашри (тĕп центр), Мăн Сĕнтĕрти (çурçĕрти центр), Калайкассинчи (хĕвел тухăç центрĕ) тата Йÿçкассинчи (кăнтăр) центрсем.

Пĕлетĕр ĕнтĕ, пирĕн районта база шкулĕсем виççĕ: Калайкассинче, Мăн Сĕнтĕрте тата Йÿçкассинче. Вĕсем юлашки çулсенче Пĕтĕм тĕнчери аталанупа çĕнетÿ банкĕ пулăшнипе нумай çĕнĕ оборудованипе, вĕрентÿ материалĕсемпе, пособийĕсемпе пуянланчĕç.

- Пĕтĕм тĕнчери банкăн Миссийĕ килнин сăлтавĕ çакăнта пулĕ;

- Çапла. Вĕсем хăйсем уйăрнă укçапа мĕнле усă курнипе, мĕнле оборудовани туяннипе, уйрăм предметсемпе кабинетсене мĕнле йĕркеленипе, вĕрентÿ ĕçĕн результачĕсемпе кăсăклансах тăраççĕ. Вĕрентÿ ĕçĕнчи аталанăва курмасан вĕсем пире пулăшман та пулĕччĕç.

Кăçал база шкулĕсене татах 15 млн. тенкĕлĕх тĕрлĕрен оборудовани килмелле. Çакă, паллах, вĕрентÿ ĕçне лайăхлатма çав база шкулĕсен пурлăх базине чылай пуянлатма пулăшĕ.

- Пĕтĕм тĕнчери банкăн представителĕсем Калайкассинчи вăтам шкулта иртнĕ çулсенче те пулнăччĕ-ха. Халĕ вĕсем нумаййăн килеççĕ-и;

- Тĕрĕсех калатăр. Вĕсем пирĕн ĕçре яланах ырă еннелле улшăнусем пуррине курасшăн. Эпир те çакна ăнланса вĕсен пулăшăвĕпе туллин усă курма тăрăшатпăр. Хальхи вăхăтра база шкулĕсенче ачасене тарăн пĕлÿ пама, профиллĕ вĕрентÿ йĕркелеме условисем  çителĕклĕ. Шкул автобусĕсем ачасене юнашар ялсенчен турттараççĕ. Калайкассинче, сăмахран, гуманитари тата физикăпа математика предмечĕсемпе профильлĕ классем пур.

Паян вара ку шкула 24 çын килмелле. Унсăр пуçне Самара, Ярославль облаçĕсенчен те представительсем пулаççĕ, районти шкулсен директорĕсем те хутшăнаççĕ. Унта хăнасем тĕрлĕ кабинетсемпе, шкул музейĕпе, библиотекăпа паллашĕç, пленарлă пайра шкулсен тытăмне çĕнетсе улăштарнă условисенчи база шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕ, вĕрентÿ системин ĕçне лайăхлатас енĕпе муниципалитетăн ролĕ тата ыт. ыйтусене сÿтсе явма палăртнă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика