14 апреля 2005 г.
(Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллеги ларăвĕнчен)
Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи коллеги ларăвĕнче кулленхи пурнăçпа тачă çыхăннă çивĕч ыйтусене сахал мар пăхса тухаççĕ.
Мартăн 30-мĕшĕнче çак коллегин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унти пĕрремĕш ыйту ачасемпе çул çитмен çамрăксен çуллахи канăвне йĕркелесси, вĕсен сывлăхне çирĕплетесси тата ĕçпе тивĕçтересси пирки пулчĕ.
Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи В.М. Васильев пĕлтернĕ тăрăх, апрель уйăхĕнче вĕрентÿ учрежденийĕсенчен çуллахи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене уçма заявкăсем йышăнма тытăнаççĕ, апрель уйăхĕнче, çав лагерьсен ертÿçисемпе тата воспитательсемпе вĕрентÿ иртмелле. Кăçал ĕçпе кану лагерĕсем 18, шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем 5, профиллĕ лагерьсем 8 уçма палăртнă. Вĕсемсĕр пуçне вĕрентÿпе производство бригадисем - 2,8, шкул лесничествисем 28 йĕркелемелле, вĕсене пĕтĕмпе 5 пин ытла ачана явăçтармалла.
Лагерь ертÿçисем база хуçалăхĕсемпе килĕшÿсем туса ĕç калăпăшĕсене, ăçта ĕçлемеллине палăртаççĕ. Çуллахи лагерьсене чи малтанах тăлăх ачасене, нумай ачаллă, пурнăç шайĕ пĕчĕк, тулли мар çемьери ачасене вырнаçтармалла. Çул çитмен çамрăксен инспекцийĕнче учетра тăракансем пирки те манмалла мар.
Лагерьсене йĕркелени лайăх. Анчах та унта ачасене ĕçлеме, канма, сывлăха çирĕплетме тивĕçлĕ условисем пулмалла. Иртнĕ çулхи çитменлĕхсем кăçал ан пулччăр. Ачасене апат та йĕркеллĕ, вăхăтра çитермелле, меню анлă пулмалла, кун йĕркине те çирĕп пăхăнмалла. Физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен мероприятисем ытларах йĕркелемелле.
Çуллахи вăхăтра яла тăванĕсем патне хуларан та ачасем нумай килеççĕ. Çавăнпа та çул çитмен çамрăксем преступлени çулĕ çине тăрасран уйрăмах асăрханмалла. Районти шалти ĕçсен пайĕ те çак ыйту çине тимлĕ пăхать, профилактика ĕçĕсем туса ирттерет.
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр çул çитмен çамрăксене ĕçе хăнăхтарас тĕлĕшпе нумай тăрăшать. Кăçал 14-18 çулсенчи 420 çамрăка ĕç вырнаçтарма шутлаççĕ, хальлĕхе 89 ачана ĕç вырнаçтарнă. Федераци бюджетĕнчен ачасене ĕçшĕн тÿлеме 142,2 пин тенкĕ уйăрнă.
Темле пулсан та, çуллахи вăхăтра тĕрлĕрен лагерьсене май килнĕ таран ытларах ачана явăçтармалла. Вĕсем усăсăр çапкаланса вăхăта ан ирттерччĕр. Лагерьсен ĕçне те тивĕçлĕ службăсен пĕрле тĕрĕслесе тăмалла, кирлĕ пулсан пулăшмалла, пĕр тĕллевпе ĕçлемелле. Медицина ĕçченĕсен те ачасен çуллахи канăвне кун йĕркинчен кăлармалла мар, лагерьсен ĕçне, ачасен сывлăхне тĕрĕслесех тăмалла.
Коллеги ларăвĕнчи иккĕмĕш ыйту- 2004 çулта çамрăксене çар службине янин итогĕсем тата 2005 çулхи задачисем çинчен.
Яшсене çар службине кайма хатĕрлессинче çар комиссариачĕ, вырăнти самоуправлени органĕсем, вĕрентÿ тата сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсем пĕрле тачă çыхăнса ĕçлени кирлĕ. Шкулсенче те çар службин никĕсĕсене вĕрентме вĕрентÿпе пурлăх бази тивĕçлĕ шайра пулмалла.
Районти çар комиссарĕ А.Н. Малинин палăртнă тăрăх, районти 16 вăтам шкултан пĕринче те вĕсен тулли комплекчĕ çук. Çар ĕçне вĕрентекен преподавательсен пĕлĕвĕ те çÿллĕ шайра пулмалла. ОБЖ предметне вĕрентекен 16 учительтен 10-шĕн ятарлă хатĕрленÿ çук. 16 çула çитнĕ, анчах та (10-11 классенче) çар службин никĕсĕсене вĕренмен çамрăксем районта çулсерен нумайланса пыраççĕ. 2004 çулта çакăн пек 24 çамрăк çара кайнă. 2004 çулта çар службине пĕтĕмпе 142 çамрăка янă, вĕсенчен 57-шĕ РОСТОра вĕренсе çара специальноçпа кайнă.
Анчах та çамрăксен сывлăхĕ хавшак пулни, çак сăлтава пула вĕсем хĕсмете кайманни чăннипех канăçсăрлантарать. 2004 çулта, сăмахран, кашни виççĕмĕш призывник сывлăхĕ япăх пирки çар службине каяйман. Çар комиссариатне комиссине пынă 288 çамрăкран 79-шĕ кăна çара кайма юрăхлă пулнă (27,4 процент). Çар службине кайма чаракан сăлтавсемпе чирсем шутне психика чирĕсем, вар-хырăм чирĕсем тата лапă ура (плоскостопи) кĕреççĕ. Шкултан вĕренсе тухнă кашни пилĕкмĕш çамрăк тăтăшах эрех-сăра ĕçет.
Çар службине каясран пăрăнакансем те çук мар-ха. Ку ыйтупа та нумай ĕçлемелле. Хальлĕхе районта ун пеккисем 20 çын. Вĕсем Муркаш, Москакасси, Катькас тата Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕсен территорийĕсенчен. Анчах та 2004 çулта çуркуннехи призыв хыççăн икĕ çамрăка кăна уголовнăй майпа явап тыттарнă (условнăй майпа çур çуллăх), кĕрхи призыв хыççăн административлă майпа явап тыттарнă, 3 пин тенкĕ штраф тÿлеттернĕ. Саккуна пăсакан çамрăксене, çара каясран пăрăнма хăтланакансене, айăплама çирĕпрех мерăсем кирлĕ, вĕсем хăйсем тĕллĕн, çара каймалла е каймалла мар" тесе çак ыйтăва татса пама ан тăрăшчăр.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Раççей Конституцийĕпе килĕшÿллĕн Тăван çĕршыва хÿтĕлесси - кашни гражданинăн таса тивĕçĕ.
Яшсене çара кайма хатĕрлесси пĕр кунлăх ĕç мар. Ку тĕлĕшпе шкулсенче те сахал мар ĕçсем пурнăçлаççĕ пулин те, паянхи куна вăл çителĕксĕр. Çамрăксен сывлăхĕ пирки садикран тытăнсах тăрăшмалла, ку ĕçе тивĕçлĕ органсен пĕрле кÿлĕнмелле.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"