Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хура-ах! Çаратаççĕ!.."

06 апреля 2005 г.

 

Ĕçкĕ ку таранччен никама та ырă туманччĕ-ха. Анчах çакăн пирки темшĕн хăшĕсем часах манса каяççĕ. Ăна пулах çамрăклах тÿрĕ çултан пăрăнма пулать. Халь илсе кăтартакан тĕслĕх те çакнах çирĕплетсе парать.

Кăçалхи январĕн 14-мĕшĕнче каçхи 4 сехет иртсен ÿсĕр А.А. Ермолаев киле кайма шутламасть. Автостанци тĕлĕнче вăл ятарласа шутласах, пĕр сăлтавсăрах çул çитмен çамрăк çумне çулăхма пуçлать. Хĕнессипе хăратса уççăнах унăн 60 тенкĕ тăракан "Монтана" алла çыхмалли сехете тата 5 тенкĕ укçине çаратать. Инкек тÿсекен 65 тенкĕлĕх тăкак кÿрет.

Çапла вара РФ УК 161-мĕш статйинче  (2 пай, "г" пункт) кăтартнă преступление тăвать. Çынна çаратать, урăхла каласан, вăйпа хăратса ют харпăрлăха уççăнах вăрлать.

Вăлах çав кунах, çав вăхăтрах, çав вырăнтах тепĕр çул çитмен çамрăк çумне çулăхать. Пуçĕпе ăна çамкинчен тăрăнтарать, питĕнчен алăпа çапать, уççăнах 120 тенкĕ тăракан "Ориент" алла çыхмалли сехетне вăрлать.

Халăхра çакăн пек каларăш пур. Ăсли çын инкекĕ çинче, ухмаххи хăйĕн инкекĕ çинче вĕренет. Апла пулсан хаçат вулакансене çакăн çинчен аса илтерсен те ытлашши пулмасть пулĕ.

Асра тытăр. РФ УК 161-мĕш статйи.

1. Çаратнăшăн, урăхла каласан, ют харпăрлăха уççăнах вăрланăшăн пĕр çултан пуçласа икĕ çул таран ĕçлесе юсанмалла тăваççĕ, е 4 уйăхран пуçласа 6 уйăх таран арестлеççĕ, е 4 çул таран ирĕкрен хăтараççĕ.

2. а) малтанах калаçса татăлса ушкăнпа*

б) вăйне çухатнă*

в) саккуна пăсса пурăнмалли çурта, пÿлĕме е урăх хранилищĕне кĕрсе*

г) пурнăçпа сывлăхшăн хăрушлăх кÿмесĕр  вăйпа е вăйпа хăратса*

д) пысăк калăпăшпа çаратнăшăн 10 пин тенкĕ  таран е айăпланаканăн пĕр уйăхченхи ĕç укçи е урăх тупăшĕ чухлĕ штраф тÿлеттерсе е тÿлеттермесĕр икĕ çултан пуçласа 7 çул таран ирĕкрен хăтараççĕ.

3. а) йĕркеленĕ ушкăнпа*

б) питĕ пысăк калăпăшпа çаратнăшăн пĕр миллион тенкĕ е айăпланаканăн 5 çул таранччехи ĕç укçи е урăх тупăшĕ чухлĕ штраф тÿлеттерсе е тÿлеттермесĕр 6 çултан пуçласа 12 çул таран ирĕкрен хăтараççĕ.

в) вăйне çухатнă.

Асăрхарăр пулĕ, çаратнăшăн саккун пуçран ачашламасть. Апла пулсан, хăвăрăн йăнăшран та мар, çыннăнинчен те мар, саккунранах вĕренĕр тĕрĕс пурăнма. Ăна пĕлменни саккуна пăсмаллине те пĕлтермест вĕт. Эппин, саккуна пĕлесчĕ, тĕрĕс пурăнасчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика