Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăксем - пирĕн туссем

06 апреля 2005 г.

 

Хĕл хăйĕн сиввине кăçал ниçта чикейменнине кура çур енне те кунсерен тÿперенюр сапать, анчах çуркунне пусма вĕçне çитрĕ çитрех. Хура кураксем пуш уйăхĕн варринчех хăйсем çитни çинчен ватă хурăн тăрринчен пĕлтерчĕç.

Çурхи кунсем çитни пирĕншĕн, Çатракассинчи вăтам шкулти виççĕмĕш классемшĕн, чăннипех кĕтнĕ уяв пулчĕ. Кайăксен кунне ирттересси пирĕн шкулта йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çулсеренех эпир кайăк тусĕсĕем пулнине çирĕплететпĕр. Хĕл кунĕсенче класс чÿречи умĕнчи сырăш çинчен çунатлă туссем татăлмаççĕ. Халĕ вара шăнкăрч вĕллисем хатĕрленетпĕр.

Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче пирĕн класра ялти библиотекарь В. Конузина пулчĕ. "Ача-пăча кĕнекисен эрнипе" паллаштарнипе пĕрлех "Кайăксем - пирĕн туссем" ятпа викторина ирттерчĕ. Кайăксен кунне çыршывра 1944 çултанпа Лев Касиль çыравçă пуçарнипе ирттересси йĕркеленнине пĕлтерчĕ. Викторинăра С. Григорьев, Е. Тереньтева вĕренекенсем хăйсем нумай пĕлнине кăтартрĕç.

Кайăксене халалласа йĕркеленĕ ÿкерчĕксен выставкинче С. Петров, хайлавсем çырассипе С. Григорьев, Е. Терентьева, Л. Никитина мала тухрĕç. Çĕнтерÿçĕсем парнесене тивĕçрĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика