Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ командировкăран таврăнчĕç

06 апреля 2005 г.

 

Çичĕ уйăх йĕп çинчи пек пурăннă районти 4 çемьене иртнĕ ытлари кун лăпкăлăх килсе çитрĕ. Лăш! сывласа ячĕç Вăрманкасри Семеновсемпе Мăн Сĕнтĕрте пурăнакан Лаптевсен, Муркашри Ефремовсемпе Алексеевсен çемйисем. Вĕсем çеç-и; Вĕсен ытти çывăх тăванĕсем, районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем те. Шăпах сентябрь уйăхĕнчен пуçласа мартăн 28-мĕшĕччен вĕсен тăватă ĕçтешĕ Чечен республикинче служба командировкинче пулнă. Иртнĕ ытлари кун районти шалти ĕçсен пĕтĕм составĕ вĕсене ырă сунса кĕтсе илчĕç. Хыçра ĕнтĕ çемьесемпе çыру çÿретнĕ кунсем, тăван вырăнти çĕнĕ хыпарсемпе телефонпа паллашнă самантсем те...

Чечен республикинчен таврăннă милици ĕçченĕсем вара пăлханнине хăйсем палăртмарĕç.

- Служба вăл - служба ĕнтĕ. Пирĕн ĕçĕ çапла, - терĕç вĕсем.

 Чăннипех те, хăнăхмалăх вăхăт пулнă çав. Пĕр енчен, милиционерсен ĕçĕ çăмăллисенчен, лăпкисенчен мар. Чечен республикинче командировкăра пулнисенчен ытларахăшĕ унта пĕр хут çеç мар кайнă. Ку тепре.  Милицин аслă прапорщикне В.М. Семеновах (Вăрманкас) илер-ха, акă ку командировка уншăн 5-мĕшĕ пулчĕ. Шалти ĕçсен органĕнче вара вăл - 1993 çултанпах. Хăрас туйăм çак хушăра юлман пулĕ.

- Кашниех салтакра пулнă вĕт. Хăнăхнă ĕнтĕ, - терĕ сăпайлăн (командировкăра пулнисенчен кашнин пиркиех çавна каламалла) Виталий Михайлович.

Хальхинче вĕсем Шелковской  районĕнчи "Червленая" станицăра йĕркелĕх тытса тăнă. Тĕрĕсрех каласан, Грозный витĕр тухакан кĕпере пăхса тăнă.

Сăнанă-и эсир? Пурнăçра хăй ĕçĕнче пиçсе çитейменнисем ытларах чух ăна турăм, кăна турăм тесе (ĕçĕсем пÿтлĕ пулмасан та) мухтанса хăйсене кăтартма хăтланаççĕ. Чăннипех, чун-чĕререн вăй хуракансен характерĕнче кун пек паллă пур-и; Çук вĕт. Чечен Республикинчен командировкăран таврăннă милици ĕçченĕсем те хăйсен служби пирки вă-ăт, çакăн пек йывăр пулчĕ, тени пулмарĕ. Хăйсен тивĕçне чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăран. Милици прапорщикĕн А.В. Лаптевăн (Шупуçĕнче çуралса ÿснĕ) паян та чунĕ ыратать-ха: пĕр черетлĕ операцинчен кĕçĕн инспектор-кинолог хăйĕн 4 ураллă тусĕсĕр-ĕçтешĕсĕр таврăнчĕ. 1995 çултанпах шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенскерĕн ку командировка иккĕмĕш пулчĕ.

Кунта çакна каласа хăварни вырăнлă пулĕ. Вăл е ку милици ĕçченĕ çакнашкал вĕри точкăсене командировкăна кайни хăех çав сотрудниксем  хăйсен ĕçĕнче пысăк квалификациллĕ ĕçчен иккенне пĕлтерет, мĕншĕн тесен ун пек çĕре кайма хăй тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансене çеç суйласа илеççĕ.

Çапла вара вĕри точкăсене командировкăна кайма  суйласа илессин пĕрремĕш тапхăрĕ  районти шалти ĕçсен пайĕнче пуçланать. Иккĕмĕш тапхăрĕ вара Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин поликлиникинче иртет. Кунта сывлăх мĕнле пулнине тата психика тĕлĕшĕнчен сывлăх мĕнле шайра пулнине тĕрĕслеççĕ.

Çак икĕ тапхăра ăнăçлă тухсан, хăйĕн çемье  членĕсем вăл командировкăна каяссипе хирĕç пулмасан,  шалти ĕçсен органĕнче 3 çултан кая мар вăй хурать пулсан вара Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин вĕрентÿ центрне каймалли çеç юлать. Командировкăна каяс умĕн шăпах çакăнта 2 эрне хушши вĕрентÿ ĕçĕсем пыраççĕ.

Çакнашкал ответлă командировкăна кайма тивĕç пулнисенчен тепри - милици старшини И.И. Ефремов (Мăн Шаптакра çуралнă), 1993 çултанпа районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕскер, хальхинче Чечен республикинчи командировкăра виççĕмĕш хут пулчĕ.

- Малтанхи колмандировкăсемпе танлаштарсан, Чечен республикинче лару-тăру еплерех; - ыйтрăм эпĕ.

- Лăпкăрах, - терĕ вăл.

Ку хурав вара командировкăсене малашне каякан милици ĕçченĕсен çемйисене те лăплантарать пулĕ. Пĕрремĕш хут унта пулакана,  тен, малтанласа шиклĕрех те пулĕ-ха. Кайран хăнăхатăн.

- Пирĕн тивĕç çавнашкал: ăна тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламалла, - тет пĕрремĕш хут Чечен республикинче командировкăра пулнă, милицин аслă сержанчĕ Н.Д. Алексеев (Исетерккĕре çуралнă). Коллективра та ырă ята çĕнсе илнĕскерсем, Чечен республикинче те çак чыса çĕре ÿкермен пирĕн районти йĕрке хуралĕнче тăракансем.

Чăвашран кайнă милиционерсене вĕсем командировкăра пулнă çĕрти вырăнти халăх уйрăмах хисепленĕ. Хăйсен умри тĕллевне кирлĕ пек пурнăçланăран ĕнтĕ.

Паян вара çак тивĕçе Чечен республикинче районти шалти ĕçсен пайĕнче 1993 çултанпах вăй хуракан А.Н. Петров (Тойкилтĕрен) пурнăçлать. Ку унăн иккĕмĕш командировки. Унăн тăванĕсене вара çапла лăплантарас килет: йăлтах йĕркеллĕ пулать. Милици..    хăй ĕçĕнче маттуррине илсен пушшех те. Тата Чечен республикинче лару-тăру йĕркеленсе пыни те лăпкăлăх кÿрет  чуна. Унта кашни шăмат кун- вырсарни кун туйсем кĕрлеççĕ пулсан, кашни чечен çыннин çемйинче 5-6 ачаран кая мар пулсан, мирлĕ пурнăçпах пурăнасшăн çунаççĕ ĕнтĕ. Çав тăнăçлăха йĕркелеме пирĕн ентешсем хутшăнни пирĕн милиционерсене чыс çеç кÿрет.

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика