06 апреля 2005 г.
Районти ача-пăча библиотекинчен ачасем кун каçипех татăлмаççĕ. Кунта вĕсем тĕрлĕ интереслĕ кĕнекесем тупса вулаççĕ çеç мар, библиотека ĕçченĕсем тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Вĕсенче вĕренекенсем тавракурăма та аталантараççĕ, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе те паллашаççĕ, выляççĕ те кулаççĕ, юрлаççĕ те ташлаççĕ. Нумаях пулмасть, ав, библиотека ĕçченĕсем Муркаш шкулĕнче 3 класра вĕренекенсем валли уяв туса пачĕç. Çăварние тĕпе хурса йĕркеленĕ мероприятире ачасем мĕн тĕрлĕ конкурса хутшăнмарĕç пулĕ, мĕнле вăйăсем вылăмарĕç пулĕ;
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"