06 апреля 2005 г.
Мартăн 30-мĕшĕнче "Оринино" ял хуçалăх производство кооперативĕнче вăй хуракансем отчетпа суйлав пухăвне пуçтарăнчĕç. Пуху палăртнă вăхăтра, 11 сехетре пуçланчĕ. Малтанах хуçалăх ертÿçи Ю.Н. Шишокин иртнĕ çулхи ĕç итогĕсемпе паллаштарчĕ. Пĕтĕмĕшле ĕçе-хĕле тишкерсен, хуçалăх районта ăнăçлă аталанакансенчен, ура çинче çирĕп тăраканнисенчен пĕри. Паллах, хальхи вăхăтра хуçалăх тупăшлă ĕçлесси чи малтанах мĕнпур ĕçсене вăхăтра, тирпейлĕ туса пынинчен, продукцие лайăх хакпа сутнинчен килнине палăртса каларĕ хуçалăх ертÿçи.
Оринин тăрăхĕнче вăй хуракансем иртнĕ çул ака-суха ĕçĕсене вăхăтра туса ирттерни, вырмара пысăк çухатусемсĕр ĕçлени лайăх кăтартусем тума май панă та. Пĕрлехи тăрăшулăхпа пĕлтĕр 758 гектар çинче кĕрхи çĕртме сухи тунă, 300 гектар кĕрхи культурăсем акнă. Асăннă ĕçсенче Б. Пичушкин, А. Вязов механизаторсен тÿпи пысăк. Иртнĕ çул хуçалăх кустăрмалла 2, гусеницăллă 2 трактор, 1 тĕштырă комбайнĕ туянма пултарни те çирĕп тĕрекех.
Уй-хирте вăй хуракансемпе механизаторсем обществăлла выльăх-чĕрлĕх хĕл каçармашкăн апат ытлă-çитлĕ хатĕрлесе хăварнă. Фермăсенче паян мăйракаллă шултра выльăхсем 515 пуç, çав шутра сăвакан ĕнесем 205 пуç. Г. Ковалева, Т. Арапкина дояркăсем иртнĕ çул хăйсене çирĕплетсе панă ушкăнри кашни ĕнерен 5008-шар килограмм сĕт суса илме пултарнă. Хуçалăхĕпе вара вăтам сăвăм 4747 килогрампа танлашнă.
Хуçалăх ĕçченĕсем "иккĕмĕш çăкăра" та тухăçлă туса илнĕ. Асăннă культурăна вăхăтра тата çухатусемсĕр пухса кĕртмешкĕн Орининти, Атапайри, Москакассинчи, Ильинкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулчсенче, Муркашри лицейра вĕренекенсем пысăк пулăшу панă. Вĕсен тÿпи - çĕр улмине пухса тирпейленĕ çĕрте 91 процент таран, çавăн пекех выльăх кăшманне кăларса пухнă çĕрте те вĕсем çине тăрса тăрăшнă.
Хуçалăх производствинче вăй хуракан кашни çын пуçне иртнĕ çул уйăхра вăтамран 1795 тенкĕ тÿленĕ, натурăпа тивĕçтернĕ. Ĕç укçине кашни уйăхрах тÿлесе тăнă, хуçалăх тăкаксăр ĕçленĕ.
Отчетлă доклада сÿтсе явма тĕп специалистсем тата хуçалăх ĕçченĕсем активлă хутшăнчĕç. Ÿсĕмсен çăлкуçĕ - пĕрне-пĕри ăнланса, килĕштерсе ĕçленинче, хăйне шанса панă ĕçе кашниех пĕлсе, тĕплĕ тата йĕркеллĕ туса пынинче терĕ нумай çулсем хушши диспетчер пулса ĕçлекен Г.А. Иванова. Пухăва килнĕ кÿршĕллĕ "Восток" хуçалăх ертÿçи М.Н. Шишокин, Оринин ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.С. Суриков тухса калаçни, Муркашри лицей директорĕ Н.Е. Смирнов хуçалăхпа малашне те çирĕп çыхăнура пулма шантарни пурин кăмăлне те тивĕçтерчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов пуху вăхăтра пуçланса йĕркеллĕ иртни хăех ĕнтĕ хуçалăхра ĕç дисциплини тивĕçлĕ шайра пулни çинчен çирĕплетрĕ.
Хуçалăхăн иртнĕ çулхи ĕçне-хĕлне вăтам хак пачĕç. Хуçалăх ертÿçи пулмашкăн кандидатурăсем сĕнме вăхăт çитсен Юрий Николаевич Шишокина кăна сĕнчĕç, урăх кандидатура пулмарĕ. Пухăва пынă халăх уншăн пĕр сасăллă пулса сасăларĕ. Кирек епле ĕçре те ăнăçу чи малтанах ертÿçĕрен нумай килет. Çакăн пек пултаруллă, малашлăха пăхса ĕçлекен хуçалăх ертÿçине Ю.Н. Шишокина халăх шанать.
- 2004 çулта хуçалăх ĕçченĕсем хăйсем умне лартнă тĕллевсене пĕтĕмĕшле япăх мар пурнăçларĕç. Халăх ĕçлет, ĕç укçине вăхăтра тÿлесен ĕçлекен çынран ыйтма та пулать. Уй-хир, выльăх-чĕрлĕх продукцине малашне нумайрах туса илĕпĕр, çакăншăн ĕç укçине те тивĕçлипе тÿлĕпĕр, асăннă тĕллевсене пĕрлехи вăйпа пурнăçлăпăр, - терĕ хăйĕн пĕтĕмлетÿ сăмахĕнче Ю.Н. Шишокин.
Хуçалăх производствинче тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса вăй хуракансене, тивĕçлĕ канăва тухакансене хаклă парнесем парса чысларĕç. Атапай шкулĕнчи вĕрентекен коллективĕн тата Орининти "Шуракăш" юрăпа ташă халăх ансамблĕн юрри-ташшисем пуху хăтне кĕртрĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"