Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăххи те, çитменлĕхсем те куç умĕнче

06 апреля 2005 г.

 

"Герой"ял хуçалăх производство кооперативĕ - рынок хутшăнăвĕсене кĕнĕ хыççăн та ура çинче çирĕп тытăнса тăракан районти темиçе хуçалăхран пĕри. Йывăрлăхсене пăхмасăрах, производствăн кашни отрасльнех малалла аталантарма тăрăшаççĕ хуçалăх ĕçченĕсем. Ку тĕлĕшри ÿсĕмсене те, çав вăхăтрах "уксаклаттаракан" хăш-пĕр самантсене те пĕтĕмпех куç умне кăларчĕç хуçалăх ĕçченĕсем кăçалхи мартăн 30-мĕшĕнче иртнĕ хăйсен пĕрлехи пухăвĕнче.

Хуçалăх тилхепине Çĕнĕ çул умĕн кăна алла тытнă Ростислав Николаевич Тимофеев, маларах тĕп экономистра вăй хунăскер, хуçалăхăн иртнĕ çулхи ĕçне-хĕлне пĕтĕмлетсе тĕплĕ тишкерÿ турĕ, унчченхи çулхи кăтартусемпе танлаштарчĕ, çав пĕтĕмлетÿсене ăша хывса малашне епле çул-йĕре тĕпе хывмалли çинче чарăнса  тăчĕ. Çакна вăл курăмлă тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ, вĕсем пирки хуçалăх производствин кашни отраслĕнче вăй хуракана шутласа пăхма сĕнчĕ. Ун пек самантсем вара сахал мар: кăмăла çырлахтараканнисем те, ĕнсене хыçтараканнисем те. Тараса чашăкĕсем çинче вĕсем хăшĕ хăй енне ытларах тайăлтарнине производство кăтартăвĕсем кăна çирĕплетсе параççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, иртнĕ çул хуçалăх ĕçченĕсем - уй-хирте, выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансем, механизаторсемпе водительсем, строительсем т. ыт. те - çирĕплетнĕ участоксенче хăйсен тивĕçĕсене унчченхи пекех ответлăха туйса пурнăçласа пынă. Пĕрлехи вăйпа хуçалăх акса хăварнă 617 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вăтамран 21,7-шер центнер е пĕтĕмпе 1341 тонна пухса кĕртнĕ. Ку кăтарту районта чи лайăххисенчен пĕри. Çитĕнтернĕ тырпула вырса пĕтернĕ хыççăн хуçалăхри комбайнерсем кÿршĕллĕ хăш-пĕр хуçалăхсенче те тырпула çапса тирпейлеме пулăшн. Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçармашкăн, фуражсăр пуçне, çителĕклĕ апат хатĕрленĕ: 643 тонна утă, 2510 тонна силос, 600 тонна выльăх кăшманĕ,  480 тонна улăм т. ыт. те. Тĕрлĕ йывăрлăх-чăрмавсене пăхмасăрах, хуçалăх 137 гектар çинче кĕрхи культурăсем акса хăварма ĕлкĕрнĕ, 515 гектар çинче кĕрхи çĕртме сухи тунă. Уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн мĕнпур ял хуçалăх техникине хĕл каçарма йĕркеллĕ те типтерлĕ вырнаçтарса лартнă, ку енĕпе районта ирттернĕ смотр-конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Хуçалăх сăвакан ĕнесен йышне унчченхи çулхи чухлех (176 пуç) сыхласа хăварнă. Кашни ĕнерен çулталăкра вăтамран 4290 килограмм е маларахри çулхинчен 108 килограмм нумайрах сĕт суса илнĕ. Пĕтĕмĕшле çак продукцие туса илесси 5 процент ÿснĕ е 755 тоннăпа танлашнă. Сурăхсен хисепĕ çулталăк вĕçне 193 пуçа çитнĕ е çулталăк пуçламăшĕнчинчен 15 пуç ытларах. Сăмах май, "Герой" хуçалăхра сурăх ферми цыгайский ăратлă сурăхсем ĕрчетес енĕпе ĕçлекен пĕртен-пĕр ăратлă ферма. Районта та сурăхсем тытса усракан хуçалăх "Герой" кăна. Паянхи куна вара ăратлă сурăхсем туянакан-ыйтакансем йышлансах пыраççĕ. Сурăх какайĕн пĕр килограмм чĕрĕ виçине 80 тенкĕпе туянаççĕ.

Туса илнĕ, çитĕнтернĕ продукцие сутса тата реализацилесе хуçалăх пĕлтĕр пĕтĕмпе 11 миллион та 251 пин тенкĕ укçа тунă, çакăнтан 1 миллон та 135 пин тенкĕ таса тупăш туса илнĕ. Строительство ĕçĕсем те вырăнта тăман. Сĕт-çу ферминче калăпăшлă юсав ĕçĕсене пурнăçланă, машина-трактор паркĕнче гараж çивиттине çĕнĕрен витнĕ, сысна ферминче утă-çăнăх авăртмалли çĕнĕ сарай тунă, 1-мĕш бригадăра тырă типĕтмелли сушилкăна тĕпрен юсанă. Майсем тупса, уй-хир ĕçĕсенче усă курмашкăн 150 пин тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннă.

Анчах... Çав анчахсем районти чылай хуçалăхсенче тăп-тулли. Шел пулин те, "Герой" хуçалăхăн иртнĕ çулхи ĕçне-хĕлне тишкерсен те вĕсем сахал мар. 96 гектар  çинче çитĕнтернĕ çĕр улми вăтамран 66,7 центнер тухăç пани (районта чи япăх кăтартусенчен пĕри), асăннă культурăна 640 тонна е унчченхи çулхинчен 38 процент сахалрах пухса кĕртни Шурчасемпе Кÿстерексене, Вăрмойсемпе Шуркассисене пите хĕретмелли кăтарту кăна. Акнă-лартнă 2 гектар çинчен пĕтĕмпе те 1 тонна пахча-çимĕç культурисем пухса кĕртни те никама та çырлахтараймĕ. Хатĕрленĕ выльăх апачĕн пахалăхĕ те тивĕçтерсех каймасть.

Тĕрлĕ сăлтавсене пула хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхсен, сыснасен шучĕ сахалланă. Аш-какай туса илессин, самăртакан выльăхсене ÿт хуштарассин кăтартăвĕсем маларахри çулсенчинчен пĕчĕкрех. Хуçалăх кассине укçа-тенкĕ тĕпрен илсен выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç отрасльне епле аталантарнинчен тÿреммĕнех килнине шута илсен, хуçалăх ертÿçипе тĕп специалистсен, выльăх-чĕрлĕх фермисенче тăрăшакансен шутласа пăхмалли пурах. Чи малтанах аш-какай туса илнĕ çĕрте продукци хăйхаклăхне чакармашкăн витĕмлĕ мерăсем йышăнмалла, унăсăрăн çак отрасльтен тупăш илессе шанма çук.

Епле ĕçлетпĕр, çапла пурăнатпăр текен чăнлăх тымарĕ тарăнлансах пырать. Тĕрлĕрен тĕрĕс марлăхсем, пурнăç йывăрлăхĕсем ĕçлекен çынна пăвсах пыраççĕ пулин те. Ял çыннине паян хăй тар тăкса пурнăçланă ĕçшĕн те вăхăтра, тивĕçлипе тÿлеменни уйрăмах пăшăрхантарать, тăрăшса вăй хурас ĕçрен сивĕтет. Районти чылай хуçалăхра ку енĕпе ĕç-пуç кирлĕ шайра мар пулсан, "Герой" хуçалăхра лару-тăру япăхсах кайман-ха. Иртнĕ çул хуçалăх ĕç укçи тÿлеме 2 миллион та 549 пин тенкĕ тăкакланă, кашни çын пуçне тивекен уйăхри вăтам ĕç укçи 1699 тенкĕпе танлашнă е унчченхи çулхинчен 429 тенкĕ нумайрах. Çапах та кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ĕç укçи тÿлемелли, премисем памалли çĕнĕ системăна вăя кĕртесси пирки лартнă ыйту пухăвăн кун йĕркинче пĕртте ытлашши пулмарĕ, унпа тивĕçлĕ йышăну турĕç. Ĕç дисциплинине çирĕп пăхăнни, хушнă тивĕçсене пахалăхлă пурнăçлани малашне укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен хавхалантармалли тĕп кăтартусем пулĕç.

Хуçалăхăн тĕп экономисчĕ И.А. Паргеева кăçалхи профинпланра палăртнă тĕллевсемпе задачăсене пурнăçламашкăн хăйсен отраслĕсенче тăрăшакансем хăйсенчен мĕн килнине тума шантарни те вĕсем хуçалăхăн малашнехи аталанăвĕшĕн яваплăха туйнине çирĕплетет кăна. Апла пулсан, вĕсен кăçал çуртрисене 454 гектар çинче акса хăвармалла, 70 гектар çинче çĕр улми лартса 150 центнертан кая мар тухăç илмелле, обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли 886 тонна утă, 2 пин тонна сенаж тата ытти апат хатĕрлемелле. Кашни ĕнерен çулталăкра вăтамран 4200 килограмран кая мар сĕт сăвасси, самăртакан ĕне выльăхсене талăкра вăтамран 650, сыснасене 346 грамран кая мар ÿт хуштарасси, кашни сурăхран 4,5 килограмм çăм касасс - фермăсенче вăй хуракансен умĕнчи тĕллевсем. Продукци сутнинчен çулталăкра 2730 пин тенкĕлĕх таса тупăш илме палăртни ырă туртăм, анчах çакăншăн хуçалăхри кашни ĕçченĕн çанна тавăрсах тăрăшма тивет.

Пĕрлехи пухăвăн кун йĕркинчи вунă ытла ыйту пурте хуçалăхăн паянхи пурнăçĕпе, аталану çулĕпе утмаллипе çыхăннăскерсем. Вĕсене сÿтсе явма хутшăннă тĕп специалистсем, отрасльсен ертÿçисем, рядовой колхозниксем активлă хутшăнни, харпăр хăйĕн ĕçне критикăлла тишкерсе хаклани "Геройра" паянхи куна малтуртăмлăх çухалманнине çирĕплетрĕ кăна.

Пуху ĕçне хутшăнса, район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертÿçи В.К. Ананьев хуçалăх ĕçне-хĕлне тишкерсе чылай енĕпе "пĕремĕк те çитерчĕ", хăш-пĕр енĕпе "чăпăрккапа та хăваларĕ". Сăлтавсăр мар.

- Паянхи пухура эпир тĕрĕс йышăнусем турăмăр-и е йăнăшрăмăр - çакна пурнăç, малашне пĕрле чăмăртанса вăй хуни кăтартĕ, - терĕ пуху ĕçне пĕтĕмлетсе хуçалăх ертÿçи Р.Н. Тимофеев.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика