24 марта 2005 г.
Аграри проблемисем тата информатика енĕпе ĕçлекен Пĕтĕм Раççейри наука-тĕпчев институчĕ çулсеренех çĕршыври çĕрулми туса илекен 100 лайăх хуçалăха палăртать.
Пирĕн республикăран çак пĕтĕмлетÿ таблицине икĕ хуçалăх кĕнĕ: Муркаш районĕнчи «Ударник» 50-мĕш вырăнта (тухăç кашни гектартан 104,8 центнер, тупăш- 6055 тенкĕ, хăй хаклăх- кашни центнер пуçне 184,8 тенкĕ).Патăръел районĕнчи Ленин ячĕллĕ агрофирма асăннă рейтингра 99-мĕш вырăн йышăннă (тухăç- гектар пуçне 212,4 центнер, тупăш- 3005 пин тенкĕ, хăй хаклăх- кашни центнер пуçне 117,7 тенкĕ).
Иккĕмĕш çăкăрăн тухăçĕ пĕлтĕр республикипе гектар пуçне 129,0 центнерпа танлашнă. Федерацин Атăлçи округĕнче çакă тăваттăмĕш кăтарту (Самар облаçĕ, Тутар Республики, Киров облаçĕ хыççăн) Чăвашсем Раççейĕн 6,3 проценчĕ чухлĕ çĕр улмине туса илнĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"