Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хĕрлĕ автан" фермăра алхасрĕ

30 марта 2005 г.

 

Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарас тапхăр йывăррăн иртсе пырать: чылай çĕрте апатсем сахалланчĕç, ăна кура выльăх йышĕ чакрĕ. Хуçалăхсен экономики çине тÿрремĕнех витĕм кÿрекен çак енсемсĕр пуçне...

Мартăн 27-мĕшĕнче 21 сехет те 20 минутра районти пушар чаçне "Передовик" ял хуçалăх производство кооперативĕн Ивановкăри сĕт ферминче выльăх пăхакансен çуртĕнче "хĕрлĕ автан"  хуçаланма  пуçлани çинчен пĕлтерчĕç. Оперативлă планпа инкекпе кĕрешме Мăн Сĕнтĕрти, "Оринино" хуçалăхри, "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикинчи пушар хралĕсене тухма чĕнсе çула тухрăмăр. Вырăна çитнĕ çĕре 12x18 метрлă çурт çивиттине çулăм ярса илнĕччĕ ĕнтĕ. Çывăхрах пыма çул çукран "Передовик"хуçалăхăн пушар машини юр ăшне анса ларнăччĕ. Ăна каялла туртса кăларса (тĕп çул çинчеччĕ) эпир тепре кĕнĕ çĕре çивитти ишĕлме пуçларĕ. Çавăнпа та пушара айкалла сарăлма парасран сыхлассине ĕçсен шăнăрне хутăмăр. Фермăна пысăк вольтлă электричество линийĕ пынăран ăна чарсан çеç пушара сÿнтерме пуçларăмăр. Анчах кунта та пăтăрмахсăр пулмарĕ. Фермăра пушар хăрушсăрлăхĕпе килĕшÿллĕн шыв илмелли вырăн çук. "Хĕрлĕ автана" пĕр цистерна шыв панă хыççăн патне кайнă "Передовик" хуçалăхăн автомашини бензин пĕтнĕрен каялла таврăнаймарĕ. Хăрушлăхпа çапла кĕрешетпĕр.

Пушар пĕр хутлă кирпĕч çурта пĕтĕмпех хăй тыткăнне илнĕрен "хĕрлĕ автанпа" Мăн Сĕнтĕртен, Орининтан, чăх-чĕп фабрикинчен килнĕ пушар машинисемпе ирхи 7 сехетченех сÿнтертĕмĕр.

Хыççăнхи тĕрĕслев мĕн кăтартса пачĕ-ха; Пушар сăлтавĕпе следстви ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Хальлĕхе çакна калайратăп: хуралçă çур сехете майлă, "хĕрлĕ автанпа" хăй кĕрешнĕ, аначх çĕнеймен. Телефон ĕçлеменрен чÿрече çĕмĕрсе тухса Ивановкăна чупнă, тинех пулăшу кирлине пĕлтернĕ. "Хĕрлĕ автан" вара кĕтсе ларман.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика