Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмансене пирĕн çĕнетсех пымалла

30 марта 2005 г.

Пуш уйăхĕн вĕçне тухрăмăр пулин те, хĕл сиввисем пирĕнтен уйрăлма васкамаççĕ-ха. Çапах та кунсерен çÿлтен çÿле хăпаракан хĕвел çĕр пичĕ çине ытларах та ытларах ăшă хăвалать. Çапла вара кĕçех юр ирĕлме пуçлĕ, çут çанталăк ешĕл тум тăхăнма тытăнĕ, çурхи пĕтĕмĕшле лару-тăрура вăрман та хĕл ыйхинчен вăранĕ.

ЧР Президенчĕ Н. Федоров 2005 çула Садсемпе парксен çулталăкĕ тесе йышăнни тата çуркуннепе кĕркунне йывăç кунĕсем ирттерме пăхни ăшă кунсем çывхарнă май тăван тавралăх çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтаççĕ. Çапла тăвăпăр та. Ытарлă каласан, хăрнă йывăç вырăнне çамрăк хунав лартасси - кашнин тивĕçĕ. Вăрман сывлăх çăл куçĕ пулнине шута илсе пирĕн ăна çĕнетсех пымалла.

Çын хăй ĕмĕрĕнче ĕçлессишĕн кăна пурăнмасть. Ĕç хыççăнхи лайăх кану кирек кама та малашлăха шанчăклă пăхса тăма вăй-хăват кĕртет, çĕнĕ ĕмĕтсем çуратать, ĕçлеслĕхе ÿстерет.

Апрель уйăхне кĕнĕ май, акă, çĕр юртан тасалнине те сиссе юлмăпăр. Çуркунне çуллана ал парĕ. Çавăнпа та маларах асăрхаттару вырăнне хурса калатăп: çулла çитнĕ май вăрмансенче çут çанталăка тухса канакансен йышĕ ÿсет. Вĕсенчен нихăшĕнче те кăвайт чĕртмесĕр пулмасть. Ку вара çу кунĕсенче вăрманта пушар тухас хăрушлăха ÿстерет.

Пирĕн тăрăхри вăрмансенче хăрăк йывăçсем нумаййи, çулçăллă йывăçсемпе пĕрлех лăсăллисем те ÿсни, вут-кăварпа самантлăха та пулин асăрханулăха çухатсан, самантрах "хĕрлĕ автан" валли çул уçать.

Пирĕн вăрмансенче юлашки çулсенче пушар алхаснă тĕслĕхсем пулман-ха. Анчах çакă хамăр тăрăхри вăрмансенче пушартан хÿтĕленессине самантлăха та вăйсăрлатмаллине пĕлтермест. Çавăнпа та вăрмансене вут-çулăмран сыхласси тата хÿтĕлесси пирĕн пĕрлехи тивĕç, тĕллев. Мĕншĕн тесен вăрман пирĕншĕн илем çеç мар, сывлăх çăл куçĕ те. Çакна ăнланса предприятисемпе организацисен вăрмансене пушартан сыхламалли мероприятисене ответлăха туйса пурнăçласа пымалла, кун пирки халăх хушшинче анлă ăнлантару ĕçĕ ирттермелле.

Пушар хăрушлăхлĕ тапхăрта вăрманта çак ĕçсене тума юрамасть:

-          вăрман уçланкисенче курăк, вăрман çывăхĕнчи анасем çинче хăмăл çунтарма*

-          лăсăллă йывăçсен вăрманĕсенче, çил-тăвăл йăвантарнă йывăçсемлĕ, торфлă вырăнсенче, шаршанланă йывăç куписем тата типĕ курăк вырăнĕсенче вут чĕртме*

-          çунса пĕтмен шăрпăка, сÿнмен пирус тĕпне пăрахма е чĕлĕмри кĕле тăкма*

-          хăвăрт çунакан шĕвексем лекнĕ япаласене ăçта кирлĕ унта пăрахма*

-          вăрмана тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа, çÿп-çаппа, стройка хыççăнхи каяшсемпе çÿпĕлеме тата вĕсене юри уйăрман вырăнсенче çунтарма.

Вăрмансенче ĕçлекен е унта тĕрлĕ строительство обьекчĕсем тăвакан предприяти-организацисен вĕсен çывăхĕнче е вăрман фончĕн арендăна илнĕ участокĕнче пушар тухас пулсан, хăйсен вăйĕсемпе ăна çийĕнчех сÿнтерме мерăсем йышăнмалла, пушар çинчен вăрман хуçалăхне е вырăнти администрацине пĕлтермелле. Предприяти-организаци пуçлăхĕсен хăйсен ĕçченĕсемпе техника хатĕрĕсене пушара сÿнтерме пĕр тăхтамасăр явăçтармалла.

Вăрмана пушартан сыхламалли йĕркене пăснă ĕçсене Раççейăн правасене административлă майпа пăсни çинчен калакан Кодексĕпе тата 1992 çулхи 3293-1 номерлĕ "О порядке перерасчета размеров штрафов, предусмотренных Кодексом РСФСР об административных правонарушениях" ятлă саккунĕпе пăхса тухаççĕ, тивĕçлĕ ответ тыттараççĕ.

Вăрман - пуянлăх. Вăл пире валли таса сывлăш парать. Унсăр пуçне тумлантарать, тăрантартать, ăшшипе тивĕçтерет. Çавăнпа та вăрмансене пушартан сыхласси пурин тĕллевĕ те пулмалла.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика