30 марта 2005 г.
Йÿçкассинчи ваттисемпе инвалидсен интернат çуртне 2004 çулхи июнĕн 5-мĕшĕнче хута янă. 50 çын пурăнмалăх учрежденире паян шăпах çакăн чухлĕ çын пурăнать. Вĕсенчен 13-шĕ - хĕрарăм, 37 арçын. Республикăри тĕрлĕ районсенчен пурăнма килеççĕ кунта. Кашни ватă çыннăн хăйне евĕр шăпа çав.
Ваттисемпе инвалидсен интернат çуртĕнче ĕçлекенсем ватă çынсене хисеплеççĕ, вĕсене ырă кăмăлпа пăхса тăраççĕ.
Кăçал пуриншĕн те чаплă уяв, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитет. Вăрçă ветеранĕсене чысланипе пĕрлех эпир паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунисене, йывăр сурансене пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнисене те асра тытса пуç таятпăр. Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем, тылра вăй хунисем йывăр çухатусене, историн çав тери хăрушă тапхăрне тÿссе ирттернĕ. Темле пулсан та вĕсем тăшмана парăнман, Тăван çĕршыв ирĕклĕхне хÿтĕлесе хăварнă.
Çавна асра тытса ĕнтĕ эпир çĕнтерĕве туптанисен пурнăçне лайăхлатассине хамăрăн кулленхи тивĕç тесе шутлатпăр, вĕсене ытларах пулăшма, хавхалантарма тĕрлĕ майсем шыратпăр.
Çакна хăш-пĕр тĕслĕхсемпе çирĕплетсе парас килет.
Акă, мартăн 3-мĕшĕнче кунта тĕлпулу иртрĕ. Унта Йÿçкасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.З. Иванов юбилей медалĕсене тивĕçнисене чысларĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи тапхăрта çар ĕçĕсене хутшăннă, Хĕç-Пăшаллă вăйсенче хĕсметре тăнă çар çыннисем, медале тивĕçнисем ваттисемпе инвалидсен интернат çуртĕнче пĕтĕмпе 14 çын. Вĕсенчен иккĕшĕ А.Н. Никитин тата Д.Ф. Филимонов - вăрçă участникĕсем.
Тĕлпулу хыççăн Ваçкассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ чаплă концерт лартса пачĕ. Ватăсем питĕ кăмăллă юлчĕç.
Çавăн пекех Москакассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи "Шуçăм" юрăпа ташă халăх ансамблĕ пирĕн патра пулса ватăсене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ.
Эпир, Йÿçкассинчи ваттисемпе инвалидсен интернат çуртĕнче ĕçлекенсем, çак коллективсене концерт кăтартнăшăн чун-чĕререн тав тăватпăр. Районти ытти пултарулăх ушкăнĕсем те пирĕн пата килсе ватăсене савăнтарасса шанса тăратпăр.
Кунта пурăнакансене çуралнă кунĕсем ячĕпе саламлама та манмастпăр. Унсăр пуçне шашка-шахмат вăййисем, тĕрлĕ уявсем ирттеретпĕр.
"Ватта сума сăвакан - хăй те ватă пулакан", - тенĕ халăхра. Пирĕн те ватăсене сума суса ытларах тимлĕх уйăрасчĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"