Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиенлĕ йăласем пурнăçа ан пăтратчăр

30 марта 2005 г.

(Наркотиксемпе усă курнине хирĕç кĕрешекен комисси ларăвĕнчен)

Ваттисем ĕлĕкех çапла каланă: енчен те пирĕн ватлăх лăпкă та канлĕ ирттĕр тесен, хамăр ачасене, çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парса ÿстермелле.

Юлашки çулсенче пурнăç улшăнни, обществăри хутшăнусем, пурнăçри тÿнтерле пулăмсем çамрăксен аталанăвĕ, тавракурăмĕ çине хăйне евĕр витĕм кÿчĕç. Рынок хутшăнăвĕсен тапхăрĕ, ĕçсĕрлĕх проблеми, сиенлĕ йăласем çамрăксем умне паян нумай ыйтусем кăларса тăратрĕç. Уйрăмах çамрăксем эрех ĕçни, наркотиксем патне туртăнни канăçсăрлантарать, мĕншĕн тесен çак сиенлĕ йăласем вĕсен сывлăхне пысăк сиен кÿреççĕ. Ку анчах-и тата! Нумай чухне çак сăлтавсене пула çамрăк çемьесем арканаççĕ, çынсем пурнăçĕ те вăхăтсăр татăлма пултарать. Çакă, паллах, никама та лăпкă хăварма пултараймасть.

Юлашки çулсенче пирĕн районта сывă пурнăç йĕркине çирĕплетессишĕн, физкультурăпа спорт массăлăхне ÿстерессишĕн чылай ĕçсем туса ирттереççĕ. Районта темиçе çулах ĕнтĕ наркотиксемпе усă курнине тата вĕсене саккуна пăсса сутнине хирĕç кĕрешекен комисси ĕçлет.

Иртнĕ ытлари кун çак комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта виçĕ ыйту сÿтсе яврĕç.

Районта çулсеренех октябрь-декабрь уйăхĕсенче "Çамрăксем - наркотиксене хирĕç" акци ирттереççĕ. Районти комиссинче унăн итогĕсем пирки вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçин çумĕ Г.Г. Любимова пĕлтерчĕ. Хальхи вăхăтра Муркаш районĕнче çак акцие "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" ятпа ирттереççĕ.

Калас пулать, çак акци вăхăтĕнче районта сахал мар ĕçсем, мероприятисем пулса иртеççĕ. Тĕрлĕрен конкурссемпе тренингсем, вăйăсем, класс сехечĕсем, концертсем, анкетăсем çырни çамрăксем çак сиенлĕ йăласем çине хăйсен куçĕпе епле пăхнине, вĕсене сывленине лайăх çирĕплетсе парать.

Çул çитмен çамрăксем мĕншĕн наркотиксем, эрех-сăра патне туртăннине пĕлсе паян çав сăлтавсене пĕтерме тăрăшмалла. Çак сăлтавсем шутне вара пурнăçри тĕрлĕрен пулăмсем кĕреççĕ: ашшĕ-амăшĕсемпе пĕр чĕлхе тупайманни, ăнланулăх çукки, пурнăçра кирлĕ тĕллев пулманни, хăйсене кăтартас килни, телевиденипе тискерлĕхпе хаярлăха, усал пулăмсене кăтартакан фильмсем т. ыт. те.

Паянхи çамрăксем сывă пурнăç йĕркин туртăмĕсен шутне эрех-сăра ĕçменнине, наркотиксемпе усă курманнине, йĕркесĕр ар çыхăнăвĕсене кĕменнине, спортпа туслашассине, ăс-тăн интересĕсем ытларах пулмаллине кĕртеççĕ. Анкета çыракансен 100 проценчĕ наркотиксен  сиенĕ пирки лайăх пĕлет, вĕсемпе усă курасшăн мар.

Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче "Имидж ним те мар, сывлăх - чи малти вырăнта" девизпа реклама агитбригадисен районти конкурсне ирттернĕ. Унăн тĕллевĕ - çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, право йĕркине пăсасран тата ытти киревсĕр пулăмсенчен асăрхаттарасси. Çав конкурса пĕтĕмпе 13 команда хутшăннă. Çавăн пекех сывă пурнăç йĕркине çирĕплетме "Эпĕ пурнăçа суйласа илетĕп" плакатсен конкурсне ирттернĕ, Муркашри тĕп больницăри М.И. Касьяновапа пĕрле нумай шкулсенче тĕлпулусем иртнĕ. Ноябрь уйăхĕнчех çамрăксен спартакиади пулнă т.ыт. те.

Муркаш ял администрацийĕнче наркотиксемпе усă курнине хирĕç кĕрешес енĕпе мĕнле ĕçлени пирки ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин пĕлтерчĕ. Хальхи вăхăтра ку территоринчен нарколог патĕнче учетра тăракансем çук. Анчах та çакă лăпланса лармалли сăлтав мар, мĕншĕн тесен эрех тата спирт пур ытти шĕвексене ĕçекенсем чылаййăн. Нарколог патĕнче учетра 97 çын тăрать, вĕсенчен 17-шĕ - хĕрарăмсем. Кун пек çемьесенче ачисене те пăхма, тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшмаççĕ. Çакă вара малашлăхра вĕсене тÿрĕ çултан пăрăнма, сиенлĕ йăласемпе туслашма пулăшать. Ĕç вырăнĕсенче ĕçкĕпе иртĕхекенсем те çук мар. Ял администрацийĕн территорийĕнче хальхи вăхăтра спирт шĕвекĕсем сутакансен хисепĕ 22 çын шутланать. Вĕсемпе ял администрацийĕ ĕçлет, вĕсене старостăсемпе пĕрле ял пухăвĕсенче , общественноç канашĕсенче, çемьесемпе ĕçлекен комиссисенче сÿтсе яваççĕ, калаçусем ирттереççĕ. Ăнăçсăр çемьесене тупса палăртассипе те ĕçлеççĕ. Çамрăксен канашĕ те ку тĕлĕшпе нумай тăрăшать, çамрăксен проблемисене татса парассишĕн тимлет. Çамрăксен форумĕнче те наркомани тата ĕçкĕпе иртĕхни пирки çивĕч калаçу пулнă.

Анчах та ку тĕлĕшпе малалла та нумай ĕçлемелле. Муркаш ял администрацийĕ физкультурăпа сывлăха çирĕплетес, спорт массăлăхне ÿстерес тĕллевпе çамрăксем хушшинче смотр-конкурссем ирттерме палăртнă т. ыт. те.

Ларури виççĕмĕш ыйту - "2005-2009" çулсенче Муркаш районĕнче наркотиксемпе усă курнине тата вĕсене саккуна пăсса сутнине хирĕç кĕрешмелли комплекслă мерăсем" районти тĕллевлĕ программа çинчен. Унта наркотиксемпе усă курнине хирĕç кĕрешес, унпа çыхăннă преступленисене чарса лартас енĕпе, çак хăрушлăх обществăна сиен ан кÿтĕр тесе пурнăçламалли ĕçсене палăртнă.

Наркотиксемпе усă курнине, ĕçкĕпе иртĕхнине хирĕç кĕрешесси пĕр кун тумалли ĕç мар. Çавăнпа пурнăçри тÿнтерле пулăмсене хирĕç кĕрешесси пĕтĕм общественноçăн тĕллевĕ те пулмалла.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика