30 марта 2005 г.
Тÿрĕ çултан лайăхраххи мĕн пултăр-ха пурнăçра? Нимĕн те. Анчах та хăшĕсем çакна ăнланасшăн мар пулмалла. Вăл е ку преступление те вĕсем ача вăййи вырăннех хураççĕ-ши; Анчах тунă йăнăш утăмшăн явапне тытмах тивет.
Районти шалти ĕçсен пайĕнче следователь пулса вăй хунă май темле преступление те уçса пама тивет. Акă, январĕн 21-мĕшĕнче 106-мĕш номерлĕ автобусран аннă хĕр ним пулман пекех килелле утнă. Хăйĕнпе пĕр ялта пурăнакан 24 çулхи çамрăк хăваласа çитсен те шикленмен. Лешĕ хăйĕн сумккине турткалама тытăнсан та. Анчах та каччă ăна икĕ хутчен чăмăрĕпе питрен çапсан, лару-тăру йĕркеллĕ маррине ăнланса илет. Çапса ÿкерсен те вăл сумкине ямасть, кăшкăрма пуçлать. Юрать-ха, пĕр ялта пурăнакан хĕрарăм чупса пырать, преступление тăвакан тарать.
Эрехпе пуçа минретни çамрăк çынна преступлени çулĕ çине тăратрĕ. Ун тĕлĕшпе РФ УК 162-мĕш (1 пай) статйипе (уççăн çаратни) килĕшÿллĕн уголовнăй ĕç пуçартăмăр.
Е тата "Ударник" хуçалăхран çул çитмен 4 çамрăк гаражран дизтопливо, дизель çуне, радиоприемник, медицина аптекине вăрланине илер. Пурнăç çулĕ çине тăма ĕлкĕричченех хăйсен çулне тумхахлă турĕç. Вĕсен ĕçне район сучĕ пăхса тухса, приговор кăларчĕ.
Хурансем вăрланă тĕслĕхе куç умне кăларар-ха. 3 кунта пĕр çын 8 хуран вăрланă. Лаçсенчен хĕстерсе тухнă "пурлăха" парса укçа тунă вăл. Ун тĕлĕшпе РФ УК 158-мĕш (2 пай) статйипе килĕшÿллĕн уголовнăй ĕç пуçарнă.
Çакна та палăртмалла. Юлашки вăхăтра хăратса ыйтнă тĕслĕхсем те тĕл пулма пуçларĕç. Шомикра çул çитмен хĕрача, хуларан хăнана килнĕскер, дискотекăра пĕр хĕртен 500 тенкĕ тата шурă эрех ыйтнă. Тепĕр эрнерен тавăрса пама пулнă. Анчах ку пуш сăмах çеç пулнă. Тепĕр икĕ эрнерен çав хĕрача хăйĕн юлташĕпе каллех çак хĕрачаран хăратса укçа ыйтать. Çапла вара РФ УК 163-мĕш статйипе килĕшÿллĕн (хăратса ыйтни) уголовнăй ĕç пуçартăмăр.
Асăрхарăр ĕнтĕ: саккуна пăсни ырă патне илсе пымасть. Эппин, йĕркеллех пурăнасчĕ, саккуна пăхăнасчĕ. Вара ыйхă та лăпкă пулĕ, пурнăç çулĕ те тикĕс пулĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"