26 марта 2005 г.
Уй-хирте çитĕнтернĕ тырпула вăхăтра тата çухатусемсĕр пухса кĕртмешкĕн пĕлтĕр çанталăкĕ те ирĕкне пачĕ, пысăк йывăрлăхсемех кÿмерĕ. Çавна май уй-хиртен йĕтемсем çине килнĕ тырра тасатса тирпейлеме, кĕлетсене йĕркеллĕ кĕртсе хума майсем лайăхрах пулчĕç. Шел пулин те, паха вăрлăх хатĕрлессипе чылай хуçалăхра çине тăрса ĕçлемерĕç. Мĕн акатăн, çав шăтать текен каларăша шута илсе, районти хуçалăхсем çур акине мĕнле вăрлăхсемпе кĕтсе илеççĕ-ха;
Танлаштарма хăш-пĕр цифрăсем. Иртнĕ çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче ака кондицине тивĕçтерекен вăрлăх 31 процент, çав шутра пĕрремĕшпе иккĕмĕш класли 14 процент пулнă пулсан, ун хыççăн 4,5 уйăхра çак кăтартусем 46 тата 22 процент чухлĕ ÿсрĕç. Пĕлтĕр вара çур акинче кондициллĕ 86 процент, çав шутра пĕрремĕшпе иккĕмĕш класли 43 процент, 13 процент элитăллă, 66 процент 1-4 репродукциллĕ вăрлăх акса хăварнă. Куратпăр ĕнтĕ, хальлĕхе эпир иртнĕ çулхи кăтартусене çитейместпĕр-ха.
Кăçал çур акинче акмашкăн хуçалăхсенче 50380 центнер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсем кирлĕ. Çавăн чухлĕ хисеп пур, анчах вăл уйрăм хуçалăхсем вăрлăха кирлинчен ытларах хатĕрленĕрен кăна. "Нива", "Хлебороб", "Волга", "Динамо" хуçалăхсенче вăрлăх палăртнă чухлĕ çук.
Районти вăрлăх инспекцийĕнче тĕрĕслеттернĕ хисепрен 39018 центнерĕ кăна (77 процент) ака кондицине тивĕçтерет. 25 хуçалăхран 8-шĕнче кăна пĕтĕм хывнă вăрлăха акма юрăхлă шая çитернĕ (Суворов яч. хис., Ильич яч. хис., Е. Андреев яч. хис., "Оринино", "Лидер", "Герой", "Восток", "Ударник"). Çав вăхăтрах кондицине ларнă вăрлăх 12 хуçалăхра районăн вăтам кăтартăвĕнчен те сахалрах.
Пĕрремĕшпе иккĕмĕш класлă вăрлăх районĕпе хальлĕхе 18218 центнер е 36 процент чухлĕ. Лару-тăру "Ударник" хуçалăхра лайăхрах - 88 процент. К. Иванов яч. хис. тата Чкалов яч. хис. хуçалăхсенче вара çакăн пек пахалăхлă вăрлăх пĕр пĕрчĕ те çук. "Нива", Ленин яч. хис., "Тораево", Ильич яч. хис., "Хлебороб", "Оринино", "Лидер", "Герой", "Колос", "Чемеево", "Волга" хуçалăхсем те районăн вăтам кăтартăвне çитеймеççĕ.
Çур аки çывхарса килет пулин те, çум курăк вăррисемпе таса марланнă вăрлăх районĕпе чылай-ха - 10264 центнер е кирлин 21 проценчĕ чухлĕ. Ленин яч. хис. (680 ц), "Тораево" (870 ц), "Сеятель" (626 ц), "Хлебороб" (563 ц), "Свобода" (1533 ц), Мичурин яч. хис. (1450 ц), Чапаев яч. хис (570 ц), "Сундырский" (600 ц), "Колос" (584 ц) хуçалăхсенче вĕсен виçи уйрăмах пысăк. Вăрлăхсем уйрăмах хир сĕллипе тата анра çарăк вăррисемпе тасамарланнă. Ку ĕнтĕ эпир çуллахи вăхăтра гербицидсемпе япăх ĕçленине тата хир сĕллине пĕтерессине кирлĕ пек йĕркелеменнине çирĕплетекен тĕслĕх. Иртнĕ çул ку енĕпе паха опыта вĕренме Вăрмар районне те кайса килтĕмĕр, анчах хамăр патра усă курма тăрăшмастпăр. Çур акине тухиччен вăрлăха çум курăк вăррисенчен тасатса çитерейместпĕр пулсан пирĕн уйсенче кăçал та çум курăкĕсем хуçаланĕç.
Çуркунне вăрлăха имçамламасăр акнăран "Нива", Мичурин яч. хис., "Волга", "Чкалов яч. хис. хуçалăхсенчне çурхи тулă вăрлăхĕ вутпуççи чирĕпе уйрăмах аптăрать. Çавăнпа та пур хуçалăхра та вăрлăхсене имçамласси çине тимлĕ пăхмалла.
Шăтаслăх енĕпе кондицине ларман вăрлăх та районĕпе чылай - 4075 центнерпа е 8 процентпа танлашать. Лару-тăру уйрăмах "Нива", "Тораево", "Хлебороб", "Сундырский", "Колос" хуçалăхсенче тивĕçтермест. Шăтаслăха пысăклатас тесен хĕвеллĕ çанталăкра склад-кĕлетсене уçмалла, вăрлăхсене пăтратса тăмалла. Асăннă ĕçе пурнăçлани шăтаслăха 2-3 процент таран хăпартма пулăшать.
Вăрлăхсене улăштарасси пирки те манмалла мар. Паянхи куна пысăк репродукциллĕ вăрлăх хуçалăхсенче 7039 центнер е 14 процент, 1-4 репродукцилли 32108 центнер е 64 процент чухлĕ. Çакăнтан курăнать те ĕнтĕ пирĕн ватăлса кайнă (массăллă) вăрлăхсем 22 процента çитнине. "Сеятель", "Хлебороб", "Герой", "Передовик", "Волга", Чкалов яч. хис. хуçалăхсенче вĕсем уйрăмах нумай. Пысăк репродукциллĕ вăрлăх "Свобода" хуçалăхра кăна 60 процентпа танлашать. Вунă хуçалăхра элита вăрлăхĕ пачах çук.
Вăрлăх улăштарассипе паянхи куна тăватă хуçалăх кăна ĕçлерĕç. "Нива" хуçалăх "Свобода" хуçалăхран 150 центнер урпа вăрлăхĕ улăштарчĕ. Ленин яч. хис., Ильич яч. хис., "Тораево" хуçалăхсем те алла усса лармарĕç. Ытти хуçалăхсенче туртăнса ĕçлени сисĕнмест-ха.
Пĕлтĕр нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсене туса илес енĕпе те çителĕксĕр ĕçлерĕмĕр. Хальлĕхе вĕсем хуçалăхсенче 289 центнер е кирлин 48 проценчĕ чухлĕ пур, çав шутра кондицине ларни 126 центнер (44 процент). Ку енĕпе Суворов яч. хис., "Хлебороб", Чапаев яч. хис., "Герой" хуçалăхсем лайăх ĕçлерĕç. Çав вăхăтрах вун виçĕ хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсем пачах çук.
Çĕр улми вăрлăхĕ пирки те манса каймалла мар. Пĕлтĕр районĕпе асăннă культурăн вăрлăхне 5437 тонна е кирлĕ хисепĕн 82 проценчĕ чухлĕ хывса хăварнă. Çав шутран элита вăрлăхĕ 1921 тонна(26 процент), 1-4 репродукциллине 977 тонна (18 процент). Ленин яч. хис., Суворов яч. хис., "Хлебороб", Мичурин яч. хис., "Чемеево", "Волга", "Колос" хуçалăхсенче пысăк репродукциллĕ çĕр улми вăрлăхĕ пачах та çук. "Иккĕмĕш çăкăр" вăрлăхĕ туса илекен "Ударник" хуçалăхпа çыхăнса ĕçлени асăннă хуçалăхсен ертÿçисемпе агрономĕсене пĕртте чăрмантармĕччĕ. Çĕр улми вăрлăхне çĕнетессипе вара çине тăрсах тимлес пулать.
Çур аки çитиччен юлнă вăхăтпа тухăçлă усă курмалли пирки агрономсене тепĕр хут аса илтерсе асăрхаттарасшăн. Аламалли вăрлăхсене аласа пĕтерĕр, ылмаштармаллисене ылмаштарăр, паян тумалли ĕçсене ырана ан хăварăр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"