Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕлле хурчĕ çăва тухать

26 марта 2005 г.

Иртнĕ çул хуртсем çăва аван тухни хурт-хăмăр ăстисене савăнтарнăччĕ. Çуркуннепе çемьесем  вăйлă ÿсрĕç, уйрăлас туйăм хăвăрт аталанчĕ. Уйрăлса тухнă хуртсен йăва тăвас тата пыл пухас туйăм çивĕч пулнипе хурт-хăмăр ăстисем ытларах искуственнăй майпа тунă караслă рамкăсем лартса пачĕç. Пĕлтĕр пыл пухмалли тапхăр вĕçленес умĕн уйрăлса тухнă çемьесем пĕр харăсах караслă рамкăсенче ячейкăсем хатĕрлесе çемье йышне ÿстерме, çĕнетме тата хĕл каçмалăх апат хатĕрлеме ĕлкĕреймерĕç, утарти пыл нумай пухмалли тапхăрпа пур çемье те туллин усă кураймарĕ.

...Март-апрель уйăхĕсем хурт-хăмăр ăстишĕн хĕл каçнă хуртсене çăва хатĕрлесе кăлармалли питĕ ответлă вăхăт. Хĕл кунĕсенче пĕр çăмхара ларнă хуртсен йăви халĕ сарăлса пырать. Çемье çĕнĕ ăру çитĕнтерет, улшăнса çамрăкланса пырать. Йăвара хуртсем 35 градуса яхăн ăшă тытаççĕ. Паллах, çакăн пек условире аталанса пыма хуртсем нумай апат çиеççĕ. Асăннă уйăхĕсенче çемьене 6 килограма яхăн пыл кирлĕ. Хĕл каçма тата çуркунне валли вĕллере 26 килограмран кая мар пыл пулмалла. Ахальлĕн апат çителĕксĕр çемьесем выçăпа аптăраççĕ, вилме те пултараççĕ. Тепĕр чухне пыл хурчĕсем хăйсем ларнă вырăнти апата çисе яраççĕ, анчах хĕрринчи рамкăсенче пыл туллиех пулин те, унта куçмаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен çăвăрсем пур вырăна ăшă тытса тăмалла. Ку чухне хуртсем ларнă вырăна, рамкăсем çине  канди е паха пыл хурса пани питĕ усăллă. Канди - сахăр пудрипе пыла хутăштарса хатĕрленĕ чуста. Инвертлă сироппа хатĕрленĕ канди те пур. Вăл хĕл каçакан хуртсене пачах сиенлемест, инвертлă сахăр 90 процент таран глюкозăпа фруктоза çине пайланать. Хĕлĕн юлашки тапхăрĕнче хĕл каçакан çемьесене хурт-хăмăр ăстисен выçăпа нушалантарас марччĕ, упраса хăварасчĕ.

Кĕçех хуртсене омшаниксенчен кăларса лартма вăхăт çитет. Çанталăк ăшăтнăçемĕн сывлăш температури омшаникре ÿссе пырать. Ăшăпа хуртсем шавлаççĕ, хускалаççĕ, вĕллесенчен час-часах тухаççĕ.  Омшаникре сывлăш температури 4 градусран ытларах ăшă пулсан, çĕрлехи вăхăтра вĕсен алăкĕсене уçса уçăлтармалла, вĕлле летокĕсене ытларах уçмалла, рамкăсем çине хунă минтерсене илмелле.

Вĕллесене омшаниксенчен уçă çĕре сывлăш температури хĕвел лекмен вырăнта 10-12 градус ăшăна çитсен лăпкă та хĕвеллĕ çанталăкра кăларса лартмалла. Кунта васкама кирлĕ мар. Ахальлĕн сивĕре вĕллерен вĕçсе тухнă пĕччен хуртсем часах шăнса кÿтеççĕ. Çапла вара хĕл каçнă хуртсен йышне сисĕнмеллех çухатма пулать.

Вĕллесене кăларса лартас умĕн пулас вырăнсене тĕплĕ хатĕрлемелле. Юр часрах ирĕлтĕр тесен юр çине кĕл. торф сапăр, юпасене юртан чавса кăларăр. Хуртсене ирпе ирех е каçхине кăларса лартăр.

Уçă çĕрте хĕл каçнă вĕллесене юртан тасатмалла. Хĕвел çинче ларакан вĕллесен стенкисем çумĕнчи юр пĕчĕккĕн ирĕлме те пуçларĕ. Хуртсем ăшă çанталăкпа усă курса хĕлĕпе тулнă пыршăлăхне вĕçсе тасатаççĕ. Пыл хурчĕсем мĕнле вĕçнине хурт-хăмăр ăстин лайăх сăнамалла, ун тăрăх хăш çемье мĕнле хĕл каçнине пĕлме пулать. Вĕллесен летокĕсене пуринне те пĕр вăхăтра уçмалла мар. Вăйлă çемьесем пыршăлăха тасатма нумайăн вĕçсе тухаççĕ. Кун пек чухне начар çемьесенчен вĕçсе тухнă хуртсем вăйлă çемьесен вĕллисене вĕçсе кайма пултараççĕ. Начар çемьесем татах начарланаççĕ, вăйлисем вăйланаççĕ.

Чи малтанах начар вĕçекен е пачах вĕçмен çемьесене тĕрĕслемелле. Апат çитменнисене апат памалла, чирлĕ çемьесене сиплемелле. Вĕçсе тасалнă çемьесене таса вĕллесене ăшă çанталăкра куçармалла, йăвана хуртсен йышне кура пĕчĕклетмелле, таса, типĕ минтерсемпе ăшă тытма усă курмалла.

Вĕлле тĕпĕнче выртакан вилнĕ хуртсемпе çÿп-çапа пĕр хатĕре пухмалла. Ăна ăçта кирлĕ унта сапалама юрамасть, чир-чĕр сарăлать. Пĕр пайне кашни вĕллерен уйрăм илсе Муркашри ветлабораторире тĕрĕслеттермелле. Юлашкине вучахра çунтарса ямалла.

Хĕвел хĕртекен вырăна утарта хуртсем вĕçсе тасалнă кун шыв валашки лартăр. Хуртсем çав вырăна астуса юлаççĕ, çу каçипех çавăнтан шыв илеççĕ.

Ама çук çемьесене тепĕр çемьепе пĕрлештерĕр. Нозематозпа чирлĕ çемьесене канди хурса парăр. Кандие шăп çак чиртен сиплекен эмелпе хатĕрленĕ. Паянхи куна Муркашри хурт-хăмăр магазинне канди çителĕклĕ кÿрсе килнĕ. Кунтах чирсенчен сыватма тĕрлĕ препаратсем, утарта кирлĕ хатĕрсем пур. Магазин ытлари, юн, кĕçнерни, эрне кун ĕçлет. Хурт-хăмăр ерчетекенсенчен ăвăс, вытопка, прополис, пергаллă карас йышăнать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика