Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Л. Скворцова - чи лайăх кондитер

23 марта 2005 г.

Çуралнă куна е пĕр-пĕр уява тус-юлташсемпе кафере ирттерме пирĕнтен никам та хирĕç мар пулĕ. Илемлĕ хатĕрленĕ сĕтел, тутлă çимĕç, официантсем хăйсен тивĕçне кăмăллăн пурнăçлани - çаксем шăпах кăмăла уçаççĕ. Иртнĕ эрне кун Муркашри кафере ирттернĕ кондитерсен конкурсĕ çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ. Çакнашкал ăмăртăва район администрацийĕн прогнозпа экономика пайĕ çулсеренех ирттерет. Малтанхи çулсенче поварсем, официантсем хăйсен пултарулăхне çирĕплетсе пачĕç пулсан, кăçал черет кондитерсем патне çитрĕ.

Пурĕ вĕсем 3 енĕпе ăмăртрĕç: пĕр-пĕр темăпа сĕтел хатĕрлемелле, Чи лайăх халăх блюди, халиччен тĕл пулман хăйне евĕрлĕ кондитер изделийĕ пĕçерчĕç. Конкурса хутшăннă 7 кондитертан (Мăн Сĕнтĕрпе Муркаш райповĕсенчен виçшер кондитер, "Регион-21" каферен 1 кондитер (вăл пĕр конкурса çеç хутшăнчĕ. Н. Александрова чи лайăх халăх блюдине хатĕрлессипе палăрчĕ) кашниех сĕтеле хăйсем суйласа илнĕ темăпа тулли те илĕртÿллĕ хатĕрлеме тăрăшрĕç. Ку тĕлĕшпе чи пултарулли Л.И. Денисова (Мăн Сĕнтĕр райповĕ) пулчĕ. Çак райпори И.В. Михайлова вара ăна хăйнеевĕрлĕ хатĕрленипе палăрчĕ. Муркаш райповĕнчи Р.И. Волкова ку ĕç çине ыттисенчен творчествăллăрах пăхни палăрчĕ. Чи лайăх витаминлă напиток хатĕрлессипе В.А. Цветкова (Мăн Сĕнтĕр) палăрчĕ. Вера Андронниковна пур конкурсра та маттур пулчĕ - 2 вырăн çĕнсе илчĕ. А.А. Ефимова (Муркаш) та хăй ĕçĕнче ăста çын нимĕнле лару-тăрура та çухалса кайманнине çирĕплетрĕ: 3 вырăн хуçи пулса тăчĕ.

Чи-чи пултарулли, чи-чи маттурри кам тетĕр-и? Муркаш райповĕн кондитерĕ Л.А. Скворцова. 22 çулхи ĕç опычĕ унăн çĕнтерÿ çулне уçрĕ: 1 вырăн çĕнсе илчĕ.

- Малалла та хăвăрăн ăсталăхăрпа район халăхне савăнтарăр, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, комисси председателĕ Н.П. Петрова, конкурсантсене саламланă май.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика