19 марта 2005 г.
Депутатсен виççĕмĕш суйлаври район Пухăвĕн 28-мĕш черетлĕ ларăвне ирттересси çинчен
Район администрацийĕн пуçлăхĕн Ю.А. Ивановăн кăçалхи мартăн 17-мĕшĕнчи 99-мĕш хушăвĕпе килĕшÿллĕн, депутатсен виçççĕмĕш суйлаври район Пухăвĕн 28-мĕш черетлĕ ларăвне мартăн 25-мĕшĕнче 10 сехетре райн администрацийĕн ларусен залĕнче ирттерме йышăннă.
Кун йĕркинче пăхса тухма тата сÿтсе явма çак ыйтусене сĕннĕ%
1. 2005-2007 çулчсенчи тата 2010 çулчченхи потребитель рынокĕн программи çинчен.
2. Муркаш районĕн 2004 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен.
3. Муркаш районĕн территорийĕнче йытăсемпе кушаксене тытса усрамалли йĕрке çинчен.
4. "2005-2009 çулсенче Муркаш районĕнче наркотиксемпе усă курассине чармалли комплекслă мерăсем" тĕллевлĕ программа çинчен.
5. ЧР Президенчĕн 2002 çулхи ноябрĕн 13-мĕшĕнчи "Аслă Отечественнăй вăрçăра 1941-1945 çулсенчи Аслă Çĕнтерĕве чысласа уявлама хатĕрленсе ирттересси çинчен" 128-мĕш Указне Муркаш районĕнче мĕнле пурнăçласа пыни çинчен.
6. 2004 çулта муркаш районĕнче çкĕпе иртĕхессине хирĕç кĕрешес, саккуна хирĕçлекен алкоголь продукцине реализацилессине чакарас программа мĕнле пурнăçланса пыни çинчен.
7. Район Уставне улăшнусемпе хушусем кĕртесси çинчен.
8. "Муркаш районĕн 2005 çулхи бюджечĕ çинчен" Муркаш районĕн депутачĕсен Пухăвĕн 2004 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнчи с-26-2 йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен.
9. Граждансем ыйтни пирки.
Депутатсен районти Пухăвĕн ларăвне район администрацийĕн управленийĕсемпе пайĕсен ертÿçисене, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисене йыхравлаççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"