Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпейлĕ çуртри тирпейлĕ шухăшсем

19 марта 2005 г.

Районăмăр пурнăçĕнче халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕç отраслĕ уйрăм вырăн йышăнать. Унăн ĕçĕ Муркашсен культурине, пурнăç шайне ÿстерме пулăшать. Йăла ыйтăвне инçете каймасăрах туллин тивĕçтерме май пурри район çыннисене ыранхи пурнăçа шанчăклăрах пăхма, производствăра тухăçлăрах ĕçлесе экономикăна ытларах тĕреклетме май парать. Ку вăл пурнăçăн тулли аталанăвĕ. Çак ĕçĕн малти ретĕнче тăракансем хăйсем ыранхи професси кунĕнче тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем туса малашлăх çулĕсене татах шанчăклăрах пăхма плансем тума пултараççĕ. Çакна вĕсенчен ял, район, республика, Мускав çыннисем кĕтеççĕ. Кашниех тирпейлĕ пурăнасшăн-çке. Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекенсем кун çине хăйсем епле пăхаççĕ-ха; Кун çине хурав шыраса "Моргаушрайбыт" чикĕллĕ яваплăхлă общество директорĕпе Александр Платонович Давыдовпа тĕл пултăм. Хамăр калаçăва паян - уяв умĕн - вулавçăсене сĕнетпĕр, пирĕн сăмахсемпе çывăхрах паллашма кашнинех Муркашри йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен обществăна пыма йыхравлатпăр. Кунти ĕçченсен тăрăшулăхĕ никамшăн та ытлашши пулмĕ.

- Александр Платонович, Сире тата эсир ертсе пынипе район малашлăхĕшĕн ĕçлекен "Моргаушрайбыт" чикĕллĕ яваплăхлă общество коллективне профессиллĕ уяв ячĕпе саламлатăп. Хăвăршăн ку уяв пĕрремĕш пулнăран ун çине тата унпа çыхăннă çивĕч ыйтусем çине Эсир мĕнле пăхнине пĕлес килет.

- Калаçăва уяв саламĕнчен пуçланăшăн тав. Хам енчен вара сирĕн саламлă сăмахсене йышăнса тата ăна анлăлатса обществăра паян вăй хуракансене, пирĕн отрасле районта çул парса никĕсленĕ, кунта иртнĕ çулсенче ĕçленĕ çыннăмăрсемпе вĕсен мăшăрĕсене, ачисене, пирĕн пулăшупа усă курнисене тата куракансене пĕрлехи уяв - йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекенсен кунĕ - ячĕпе ăшшăн саламлатăп, хамăр хушăмăрти туслăхпа ĕçлĕ хутшăнусем пĕрлехи тĕллевпе малашне татах шанчăклăрах пуласса шанатăп.

Паян епле пурăнни çинчен каличчен манăн хамăр историе аса илсе хăмăрăн аслă ĕçтешĕмĕрсем пирки калас килет. Пирĕн аталану та район пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Апла пулсан историсем те уйрăлми.  Ăна вара пирĕн пĕлмелле те асра тытмалла. Аслăрах ăрури çынсем иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче районта Мăн Сĕнтĕрпе Муркаш промкомбиначĕсем ĕçленине астăваççĕ. Пирĕн те вăл çулсенче Муркашра пăта цехĕ, тимĕр кăмакасем тунине, ялсенче çунасем тăвакан цех пулнине, Турайра кĕселпе çăкăр тата пĕремĕк хатĕрленине, райцентрта 1 парикмахер ĕçленине, Муркашра тата Матьăкпа Шетмĕпуçĕнче çĕвĕ цехĕсем  ĕçленине, хатĕр пăтасене районтисĕр пуçне Шупашкар хулипе ытти çĕре илсе кайса сутнине, çунасене Муркаш, Элĕк, Шупашкар районĕсенчи хуçалăхсем хаваспах туяннине манма юрамасть. Манмалла  мар тени çеç çителĕксĕртерех те, вăл вăхăтри ĕçлес шухăш-кăмăла хальхи условисенче çĕнĕ варкăш парса тата пурнăç утăмĕсемпе шайлаштарса пымалла. Çакна тума пулать. Пирĕн обществăра çакна пурте ĕненеççĕ.

- Эсир унчченхи "Моргаушрайбыт" производство кооперативне иртнĕ çулхи августра ертсе пыма пуçларăр. Тĕрĕсрех каласан, хăвăр харпăрлăха илтĕр. Епле çуралчĕç кунашкал шухăшсем?

- Пурнăç хам утма ăнсăртран кăларса тăратнă пулăм пулчĕ ку. Чăваш Республикин Министрсен Совечĕн постановленийĕпе 1965 çулта Муркашра туса хунă йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат, 1967 çулта ун никĕсĕ çинче хута кайнă Йăла çурчĕ пурнăç ыйтнипех йĕркеленнĕ, чылай çул ăнăçлă ĕçленĕ, анчах... рынок хутшăнăвĕсем аталанма пуçласан çул хĕрне тăрса юлнă. Çакна курса илĕртÿлĕхе çухатнă Йăла çуртĕнче иртнĕ çулла "Автозапчасти" магазин уçас шухăш çуралчĕ. Кунта килсен, лару-тăрупа паллашсан, Йăла çурчĕн ĕçченĕсем ыйтнине курсан,  шухăш-кăмăл тĕпрен улшăнчĕ. Ĕçтеш-юлташсемпе канашланă хыççăн 700 пин тенкĕ парăмлă, авалхи сăнне улăштарнă производство кооперативне харпăрлăха илтĕм, пысăк укçа хывса Йăла çуртне çĕнĕ тум тăхăнтартрăмăр, ĕç калăпăшне тата унăн пахалăхне  тĕпрен улăштартăмăр. Халĕ тĕл пулусенче район çыннисем "Йăла çуртне кĕме кăмăллă" тенине хамăр ĕçĕн пуçламăш пĕтĕмлетĕвĕ тесе шутлатăп.

- Апла пулсан, пуçламăш шухăшсем пурнăçланаççĕ.

- Ĕçлекен çын шухăшсăр пулмасть. Йăла çурчĕпе илсен, çур çул ытларах каяллахи тĕллевсем пурнăçа кĕрсе пыма пуçлани сисĕнет. Ку вара çĕнĕ ĕмĕтсем çуратать. Ĕмĕтсем пирки калама тăхтам-ха та, анчах 2004 çул вĕçĕнчипе кăçалхи январь-февраль уйăхĕсен ĕç кăтартăвĕсем куç умĕнче. Вĕсене пăхсан пирĕнпе çак вăхăтра ĕçленисем те, Йăла çурчĕн ĕçне ку таранччен айккинчен сăнананисем те малашне пирĕнпе пĕрле пуласса шанатăп, кĕтетĕп. Килекенсен пахалăх пирки иккĕленмелле пулмĕ. Кунта манăн паян ĕçĕ-хĕлĕпе районта çеç мар, республикăпа Раççейре те палăрса тăракан "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикин тĕслĕхне илсе кăтартас килет. Фабрика иртнĕ уйăхсенче хăйĕн ĕçченĕсене 100 проценчĕпех пирĕн патăмăрта çĕлеттернĕ ĕç тумтирĕ тăхăнтартрĕ.  "Волга", Ленин яч. хис. хуçалăхсемпе Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, Мăн Сĕнтĕр райповĕ пирĕнпе тачă ĕçлеме пуçларĕç. Вĕсемсĕр пуçне шкулсем, ача сачĕсем, ялти клубсем пирĕн яланхи клиентсем. Каламалла, пирĕн çыхăну Мускава та çитрĕ. Унтан халĕ питĕ пысăк заказсем килеççĕ. Ĕçĕ нумай, анчах хамăр патăмăра килекенсене эпир алăк патĕнченех каялла çавăрса ямастпăр: "Моргаушрайбыт" кашни кунах ирхи 7 сехет çурăран каçхи 18 сехетчен  ĕçлет.

- Театр гардеробран пуçланать, текен каларăш пур...

- Сирĕн шухăшăра ăнлантăм. Эпир те хамăр патăмăра килекенсене пирĕн патра пулма тулли условисем туса пама тăрăшатпăр. Çиелти кĕпе-тумтире хуса çакма стена çине пăта çапса вешалка туни çеç питĕ çителĕксĕр. Кăмăллă кĕтсе илсе тав туса ăсатни те клиента хамăр патран хăваламасть, унăн ыйтăвĕсене вăхăтра та туллин, пахалăхлă тивĕçтерни пирĕн ĕçĕн никĕсĕ.

Йăла çуртне харпăрлăха илсен, кунта тĕплĕ юсав ирттертĕмĕр, интерьера улăштартăмăр, куçа курăнакан лару-тăрăва клиентсене тивĕçтермелле майларăмăр, тасалăх-тирпейлĕхе малти вырăна кăлартăмăр. Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерме килекен клиентсем пирĕн патăмăртах медицина тата ветеринари аптекисен, Би Лайн офисĕн, çарпа мемориал компанийĕн (вĕсем пурте пирĕн патăмăрта пÿлĕмсем арендăлаççĕ) пулăшăвĕсемпе усă курма пултараççĕ. Йăлтах ял çынннисем валли.

- Александр Платонович, уяв умĕн хăвăрăн тĕп ĕçĕрсем пирки мĕн калайратăр?

- Нимĕн те пысăклатмастăп, мĕн туни  куç умĕнче. Пĕлетĕр ĕнтĕ, эпир халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ май çынсен атă-пушмакĕсене юсатпăр, çÿç касас услугăсене пурнăçлатпăр, сехетсемпе телеаппаратура юсатпăр, çĕвĕ изделийĕсем çĕлетпĕр. 2004 çулта пысăк юсав ĕçĕсем ирттернипе пĕрлех 712 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçларăмăр. Кăçал вара ку виçе самай ÿсессе кĕтетĕп. Çакна Йăла çурчĕн кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенчи ĕçĕ пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен пĕтĕмпе 200 процента çити ÿсни  те çирĕплетет. Уйрăм отрасльсемпе илсен, атă-пушмак юсасси 190 процент, çĕвĕ изделийĕсем юсасси 220 процент, çынсене кĕпе-йĕм çĕлесе парасси 300 процент, парикмахерсен услугисем 195 процент, ытти тĕрлĕ тĕссем 170 процент ÿсрĕç, сехет юсасси те пĕлтĕрхи шайрах юлчĕ.

Пурнăç хăвăрт аталаннине курса тăрса пĕр вырăнта хытса тăни, ĕлĕкхилле кăна ĕçлени паян питех те çителĕксĕр, Çакна ăнланса Йăла çуртне харпăрлăха илнĕ чух ĕç пахалăхне ÿстерсе унăн калăпăшне анлăлатас тĕллев пурччĕ. Çакна пĕрле ĕçлекенсемпе сÿтсе яврăмăр. Вĕсем мана ăнланса ĕçе кÿлĕнчĕç. Малтан кунта ĕç пăрахнă ăстасем каялла таврăнма пуçларĕç. Килесшĕннисем татах та пур.

- Ĕçлес кăмăллисем пурри малашлăх çулне уçать пулĕ. Çавна май хăвăрăн та районти халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес тĕлĕшпе çĕнĕ ĕмĕтсем çуралаççĕ-тăр.

- Ĕмĕт вăл пурнăçа кĕмелли пулмалла. Çак тĕрĕслĕхпе ĕçлесе сирĕн ыйтăвăр çине хуравласа çывăхри тĕллевсемпе паллаштарам. Кĕçех пирĕн патăмăрта видеокассетăсен прокачĕ уçăлĕ, фотоуслуга çĕнĕлле ĕçлеме пуçлĕ. Кунпа пĕрлех 20-25 çул каялла ялсенче пулнă йышăну пункчĕсене чĕртесс те çывăх планра. Хальлĕхе кун пек пунктсем (филиалсем) Катькассинче тата Йÿçкассинче пур. Катькассинче паян 10 çын ĕçлет. Йÿçкассинче те пĕлтĕр пĕр çын кăна ĕçленĕ пулсан, халĕ 6 çын. Çитес çулла Турайĕнче филиал уçма тĕллев пур. Унта 20 çын валлилĕх ĕç вырăнĕ пулĕ. Кунашкал филиалсем пурăна-киле ытти ял администрацийĕсенче те уçăлĕç. Кунпа пĕрлех 100 çын ĕçлемелĕх çĕвĕ производстви хута ярас ĕмĕтсем пур. Ĕçсем пыраççĕ.

Çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме хамăр ĕçченсене вĕрентесси çине те тимлĕ пăхатăп. Акă, нумаях пулмасть, икĕ парикмахерăн пĕлĕвне Хусанта ÿстертĕмĕр, ыттисене вырăнта вĕрентессине йĕркелерĕмĕр. Ку ĕç тĕрлĕ специальноçсемпе малашне те кун йĕркинче пулĕ.

- Уяв умĕн уйрăм ĕçченсене ятран палăртни те меллĕ пулмалла. Паян ĕçе пыракансен камсенчен тĕслĕх илмелле-ха?

- Паçăрах калас тенĕ шухăш. Паян пирĕн патăмăрта нумай çул ĕçлекен А. Степанова, Н. Сорокина, Г. Данилова, Ф. Гаврилова, Е. Сорокина çĕвĕçсемпе сехет мастерĕ З. Романова, А. Смирновапа Т. Антонова парикмахерсем,  И. Федотова бухгалтер тата халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессин отличникĕсем Галина Павловна Виноградова (çĕвĕ цехĕн мастерĕ), Валентина Максимовна Антоновапа Тамара Владимировна Скворцова çĕвĕсен бригадирĕсем, Римма Евгеньевна Волкова приемщица-кассир, Евгения Егоровна Леонтьева тĕп бухгалтер, тивĕçлĕ канăва тухнă Раиса Александровна Смирнова çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсемпе пĕрлех паян манăн ветерансене те ырăпа асăнас килет. Вĕсем: районти йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбината нумай çул ертсе пынă Петр Исаевич Исаева, Мăн Сĕнтĕрти çĕвĕ мастерскойĕнчи Л. Пушкина бригадир, Е. Патеева закройщица, Л. Саблина мастер, З. Горшкова фотограф, атă-пушмак ăсти Н. Барминова, И. Андреевпа А. Веселов специалистсене, Р. Максимовапа  В. Салдыркина, З. Прохорова приемщицăсем, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçре хисеплĕ ятсем илнĕ О. Тямина.

Вĕсем тунă çитĕнÿсене паянхи çĕнĕ условисенче малалла тăсасси пирĕн умри тĕллев.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика