Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк ăру шанчăклă çитĕнтĕр

19 марта 2005 г.

Раççейре рынок хутшăнăвĕсем аталанса пынă тапхăрта çитĕнекен ăрăва ĕçе хăнăхтарасси чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Ача çураласси чакни, предприятисенче ĕçлекен кадрсем ватăлса пыни, квалификациллĕ специалистсем çитменни, çул çитмен çамрăксем преступлени тăвасси ÿсни вăл обществă умне хăйне евĕр проблемăсем кăларса тăратать.

Вĕренекен çамрăксене ĕçпе тивĕçтересси ашшĕ-амăшĕсене те, учительсене те хумхантарать. Енчен те вĕсене пăхса тăракан пулсан, пĕр-пĕр ĕç тупса парсан, вĕсем преступлени тăвасси те чакать. Тепĕр енчен илсен, шкул ачисем хăйсене тыткăнламалăх укçа та ĕçлесе илме пултараççĕ.

Ачасене ĕçе хăнăхтарассин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри вăл - çул çитмен çамрăксене вĕренÿрен пушă тапхăрта тата çуллахи каникул кунĕсенче вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтересси. Çак ыйтусене шута илсе халăха çпе тивĕçтеркен центр çулсеренех çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх ĕçе вырнаçма майсем туса парать. Кун пек ĕçсене 14-18 çулсенчи çамрăксене илеççĕ. Анчах та 15 çула çитичченхи ачасене ĕçе вырнаçтарма ашшĕ е амăшĕнчен пĕрин çырса килĕшÿ пани кирлĕ. Ашшĕ-амăшĕ çук пулсан вĕсене улăштаракан çын килĕшÿ парать. Ĕçе чи малтанах ăнăçсăр çемьесен чи ĕçсĕр граждансен ачисене, çавăн пекех тăлăх ачасене, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссинче учетра тăракансене вырнаçтарма тăрăшатпăр.

Ачасене ĕçлеттернĕ чухне ятарлă, уйрăм требованисене пăхăнмалла. Вĕсене сиенлĕ тата пурнăçшăн хăрушă условисенче, çавăн пекех çĕр айĕнчи ĕçсенче, сывлăх тата ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен çул çитмен çамрăксене сиен кÿме пултаракан ĕçсенче: вăйă бизнесĕнче, çĕрлехи кабарсенче клубсенче, производствăра эрех-сăра, пирус изделийĕсем, наркотикла тата наркăмăшлă япаласем турттарнă тата сутнă çĕрте ĕçлеттерме юрамасть.

14-16 çулсенчи ачасен ĕç вăхăчĕ 5 сехетрен, 16-18 çулсенчи çамрăксен ĕç вăхăчĕ 7 сехетрен иртмелле мар. Шкул ачисен, пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче вĕренекенсен, енчен те вĕсем вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче вĕренĕве ĕçпе çыхăнтараççĕ пулсан, 14-16 çулхисен - 2,5 сехетран, 16-18 çулхисен 3,5 сехетрен ытла ĕçлемелле мар. Çул çитмен çамрăксен бригадисене тĕрлĕ ĕçсене явăçтаратпăр: экологи, ял хуçалăх, строительство т. ыт. ĕçсене. Çак сферăсенче те, çул çитмен çамрăксен вăйĕпе усă курнă чух, законодательствăн нормисене (çак категоришĕн) çирĕп пăхăнмалла.

2004 çулта пĕтĕмĕшле çул çитмен çамрăксене ĕçе вырнаçтарма районти тĕрлĕ предприятисемпе тата организацисемпе пĕтĕмпе 19 договор  тунă. Çав договорсемпе килĕшÿллĕн 550 çамрăк гражданина ĕçе вырнаçтарнă. Çул çитмен çамрăксем, тĕпрен илсен, хăйсем вĕренекен шкулсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, шкул çумĕнчи çĕр участокĕнче тимленĕ, йывăçсем лартнă, пахча-çимĕçсене çумланă.

Çак ĕçсемпе пĕрлех çул çитмен граждансем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене ĕмĕр-ĕмĕр асăнса упрамалли мероприятисене те хутшăннă. Ку мероприятисене вĕсем вĕренÿрен пушă вăхăтра пурнăçланă. Ĕçпе тивĕçтерекен центр вĕсене укçа парса хавхалантарать. Пĕтĕмпе 71 ача асăну палăкĕсем йĕри-тавра тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте тăрăшнă. 2005 çулта ку ĕçе татах пурнăçламалла.

Çакăн пек ĕçсене хутшăнни, уйрăмах Тăван çĕршывăн çар историйĕнчи паллă кунсем умĕн, паттăрăн çапăçса пуçĕсене хунине асра тытни, вĕсем умĕнче пуç тайни пулать

Ку вара çамрăксене патриотизмла воспитани парас енĕпе çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Кăçал чи малтан Калайкассинчи  тата Чуманкассинчи вăтам шкулсенче вĕренекенсем укçа ĕçлесе илме тытăнчĕç. 2005 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче çил çитмен граждансене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма. 2 договор тунă.

Унпа килĕшÿллĕн 14-18 çулхи 69 çамрăка ĕçе вырнаçтарнă. Пĕтĕмĕшле илсен вĕсем хăйсен шкулĕсенче юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ.

Шкул ачисен çуллахи каникул кунĕсем те çывхарса килеççĕ. Ачасен пушă вăхăт та нумай пулать. Çитĕннисен вара çак тапхăрта каллех тепĕр   хут хăйсене канăçсăрлантаракан ыйту тухса тăрать: ачасене çак тапхăрта мĕн ĕçлеттермелле, ăçта чикмелле?

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр çак ыйтăва татса парассине хăйĕн çине илет. Кăçалтан пуçласа çул çитмен çамрăксене ĕçленĕшĕн тÿлесси федераллă бюджетран пулса пырать. 2005 çулта пĕтĕмпе 420 шкул ачине ĕçе вырнаçтарма шутлатпăр. Ăна валли 142,2 пин тенкĕ уйăрнă. Çак вăхăтра çул çитмен çамрăксем юсав тата экологи отрячĕсенче территорисене тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте, ял хуçалăхĕнче ĕçлеме, çырла кăмпа, эмел курăкĕсем пухса пама пултараççĕ. Тимуровецсен тĕслĕхĕпе Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе инваличĕсене пулăшма машинкăпа пичетлеме т. ыт. ĕçсене пурнăçлама пултараççĕ. Укçа ĕçлесе тунипе пĕрлех ачасем каникул кунĕсенче усăллă хăнăхусем илни малашнехи пурнăçра хăйсен вырăнне тупма та пулăшать.

Çул çитмен граждансене ĕçе вырнаçтарас енĕпе çулсеренех 14-18 çулхи çамрăксене валли вакансисен ярмарккине ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ, усăллă та. Унта районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене, шкул диреторĕсене, вĕрентÿ пайĕн, ытти организацисен ертÿçисене чĕнетпĕр.

Вакансисен ярмарккине ирттернин опычĕ çакна кăтартса парать: ку мероприяти çул çитмен çамрăксене кăна мар, çитĕннисене те кăсăклантарать. Ярмаркка вăхăтĕнче çуллахи кунсенче çул çитмен граждансене ĕçе вырнаçтарма договор тума калаçса татăлма пулать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика