Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эх, Çăварни, Çăварни, çăвар тулли икерчи...

16 марта 2005 г.

 

Атьăр, пĕрле пуçтарăнар,

Çунасем çине ларар.

Тĕрлĕ вăйăсем выляр,

Çак уявра савăнар!

Çакăн пек такмакласа пуçларĕç мартăн 13-мĕшĕнче иртнĕ районти хĕл ăсатăвĕн  уявне юмахри персонажсен тумĕсене тăхăннă культура ĕçченĕсем. Шÿтлерĕç, савăнчĕç... Çуркуннене савăк кăмăлпа кĕтсе илчĕç: "Çуркунне, çуркунне! Ăшă та ырă çуркунне! Ирт тĕпелелле! Хуçи те, хăни те эсĕ пулăн малалла", - тесе ырă сунчĕç вĕсем ăна. Çуркунне тумне тумланнă сарă пике вара хăйне лайăх кĕтсе илнĕшĕн чун-чĕререн тав турĕ, пурне те уяв ячĕпе саламласа ырă сунчĕ, çурхи ака ĕçĕсене лайăх хатĕрленсе пысăк шайра ирттерме ăнăçу пиллерĕ. Уява уçма район администрацийĕн пуçлăхне Ю.А. Иванова, уява килнĕ хăнасене тата хуçалăх ертÿçисене сăмах пачĕ.

-  Ырă кун пултăр Муркаш районĕн хаклă ĕçченĕсем, ветерансем, шкул ачисем, уява килнĕ хаклă хăнасем. Паян, Пĕтĕм Раççей халăхĕ Мăн Çăварни уявне уявлать, çавна май эпир пурте çакăнта пуçтарăнтăмăр чăваш халăхĕпе пĕрле хĕл ăсатăвне уявламашкăн, çавăн пекех пирĕн юратнă хĕрарăмсене чысламашкăн, мĕншĕн тесен нумаях пулмасть Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ пулчĕ.

Ял ĕçченĕшĕн, ял çыннишĕн çăварни, хĕл ăсатăвĕ уйрăмах паллă та пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри, мĕншĕн тесен çак уявпа çыхăннă пирĕн кăçалхи тыр-пул, кăçалхи ĕç-хĕл, кăçалхи ăнăçу. Ĕçлемелли питĕ нумай, уйрăмах ял ĕçĕнче. Кăçалхи çул пирĕн, çуркунне, туса ирттермелле ĕçсем 35 пин çурă гектар çинче. Çакна пурнăçлама кирлĕ вăй-хал, кирлĕ укçа-тенкĕ, кирлĕ халăхăн пĕрлĕхĕ. Хамăр тăрăшмасассăн, хамăр ĕçлемесессĕн нимĕн те пулмасть. Енчен те çав ĕçсене тума пултаратпăр пулсассăн эпир маттур. Шутлатăп, ĕненетĕп, эпир, Муркашсем, çакна тума пултаратпăр та.

Кăçал тата уйрăмах паллă çул: Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çитет. Çавăнпа та уйрăмах паян ветерансене ăшă сăмахпа аса илес килет. Утмăл çул каялла пире çакăн пек пурнăç парнеленĕ çынсем, шел пулин те, сахаллансах пыраççĕ. Тайма пуç сире, ĕмĕрÿсем вăрăм пулччăр, сирĕн умăрта эпир татайми парăмра.

Çăварнине илес пулсан вара, мĕн авалтанах çак уявра эрне хушши савăннă, тус-тăвансемпе пĕрле ĕçкĕ-çикĕ тунă, вăй-хăват пуçтарнă. Çак вăй-хăватпа вара халăх хĕрÿ ĕçе кÿленнĕ. Çапла вара, эпир те, çакăнта пухăннă халăх пĕр-пĕринпе пуçтарăнса пĕтĕм кăмăлтан савăнар. Ĕçĕрсем пурин те ăнса пыччăр, пурнăç тулăх пултăр, сывлăхăрсем çирĕп пулччăр. Уяв ячĕпе пурне те! - пулчĕç район администрацийĕн пуçлăхĕн Ю.А. Ивановăн салам сăмахĕсем.

Çавăн пекех пухăннисене уяв ячĕпе Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин, ЧР Чăваш Патшалăх Канашĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕ, "Ударник" хуçалăх ертÿçи П.П. Давыдов тата ыт. те саламларĕç, çирĕп вăй-хал, ăнăçу сунчĕç.

Уяв программи хаваслă та савăк иртрĕ. Кĕрлерĕ Мăн Çăварни уявĕ... Юрларĕ, ташларĕ уява пухăннă тус-тăван. Никама та тунсăхлама памарĕç çак кун: кам Çĕньял Муркаш урамĕнче капăрлатса илемлетнĕ лашасен çунисем çинче ярăнса кăмăлĕсене тултарчĕ, кам суту-илÿ лавккисенче тутлă апат-çимĕç туянчĕ, шашлăк çирĕ, кам сцена çинче юрлакан-ташлакансене курса савăнчĕ, хăшĕ-пĕри  пĕрле хăй те ташша тухрĕ. Оринино Культура çурчĕ çумĕнчи "Шуракăш", Москакасси Культура çурчĕ çумĕнчи "Шуçăм"  юрăпа ташă халăх  ансамблĕсем, районти Культура çурчĕ çумĕнчи "Муркаш" фольклор ушкăнĕ, Калайкассинчи тата Шетмĕпуçĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕсем, Муркашри искусство шкулĕн ачисем, районти ытти шкулсенчен килнĕ пултаруллă ачасен коллективĕсем (вĕсем районти Спорт çурчĕ умĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç) куракансене илемлĕ те савăк юрă-ташăпа савăнтарчĕç. 

Çавăн пекех спорт вăййисем те пулчĕç уявра. Муркаш шкулĕнчи стадионра районта мала тухассишĕн мини-футболла вылярĕç. Финала тухнисем Муркашри Спорт çуртĕнче пĕрремĕш вырăна çĕнсе илессишĕн ăмăртрĕç. Çапла вара вăйă хыççăн 1 вырăна Муркашри ЧП "Никитин" футбол команди тухрĕ, 2 вырăнта- Орининти футболпа туслă команди, 3 вырăна -Ильич. яч. хис. команди çĕнсе илчĕ.

 Хуçалăхсенчен килнĕ капăрлатса илемлетнĕ лашасен хура çунисем çинче çăварни юррисем янраттарса юрларĕç уява килнисем. Кăçал вĕсем Оринино хуçалăхран 6 лашапа çитнĕ уява ( вырăна тивĕçрĕç), "Ударник" хуçалăхран 1 тройка (2 вырăн), Ленин яч. хис. хуçалăхран 4 лаша кÿлсе тухнă (3 вырăн), "Свобода" хуçалăхран 4 лашапа, Е. Андреев яч. хис. хуçалăхран 1, Малиновка Лесничестви 1 лашапа тухрĕ.

Юрăпа-таашă ушкăнĕсем хушшинче 1 вырăна Орининри "Шуракăш" тата Москакассинчи "Шуçăм" юрăпа ташă халăх ансамблĕсем, 2 вырăнта Калайкассипе Шетмĕпуç коллективĕсем, 3 вырăна "Муркаш" фольклор ушкăнĕ тухрĕç.

Уява райăон администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов пĕтĕмлетрĕ, çĕнтерÿçĕсене парнесем парса саламларĕ,  хĕл ăсатăвне пухăннă пур халăха тав туса ырă сунчĕ, ял ĕçченĕсене çурхи ĕçсене ăнăçлă пурнăçлама çирĕп вăй-хал, чăтăмлăх, хавхалану сунчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика