16 марта 2005 г.
Чăн арçыннăн çĕр-шыва кирек хăш вăхăтра та сыхлама хатĕр пулмалла: йывăрлăх-çăмăллăх хыçала юлтăр. Пурнан пурнăçра çапла пулса пырать те. Кам Тăван çĕршыва вăрçă çулăмĕнче хÿтĕлет, кам аслисем юн юхтарса тунă Çĕнтерĕве мирлĕ пурнăçра сыхлать...
Çул хыççăн çул иртет, анчах 1985-87 çулсенче хам çар службине Тăван çĕр-шывăн малти чиккисенчен пĕринче - Германире - ирттерни асран тухмасть. Урăхла епле-ха, çамрăк пурнăçăмăн уйрăлми пайĕ-çке. Фашизм пуç çĕклесе аталаннă, тĕнче умне хăрушлăх кăларса тăратнă çĕр-шывра мирлĕ пурнăçа сыхлани, вуншар çул иртнине пăхмасăрах фашизм историйĕн çул-йĕрне вунсакăр çулхи яш куçĕпе курни чĕрере ĕмĕрлĕх йĕр хăварчĕ...
Паянхи аса илÿре Германири Веймар хули çывăхĕнчи Бухенвальд концлагерь... Унта пирĕн взвод салтакĕсем 1986 çулхи çу кунĕсенче пулса куртăмăр. Куртăмăр та (эпир пулнă вăхăтран) 40-50 çул маларах кунта нацистсен вилĕм машини епле "ĕçленинчен" тĕлĕнтĕмĕр, çамрăк ÿт-пĕве çÿçентертĕмĕр.
Веймар хули енчен килсе Эттерсберг сăрчĕ çинче пулса курнисем кунта ĕлĕкрех мĕн пулса иртнине нихăçан та манмĕç. 1937 çулхи июльте çакăнта каярахпа хĕрхенÿсĕрлĕхпе те çынсăрлăхпа палăрнă Бухенвальд концлагерь уçăлнă. Хĕрхенÿсĕр мăшкăл, ирĕклĕхрен виçесĕр хăтарнин системи фашизма хирĕçлекенсене чĕркуççи çине тăратма пăхнă. Террор Гитлер стройне пăхăнманнисене шеллемен. Анчах...
1937 çулхи июлĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи мартăн 31-мĕшĕччен Бухенвальда 238980 çынна илсе пынă. Вĕсенчен 56545 çынна вĕлернĕ. 161 пин ытла çынна этаппа çар завочĕсене тата ытти концлагерсене янă. 21 пин узник 1945 çулхи апрелĕн 11-мĕшĕнче лагерьти интернационаллă комитет ĕçĕпе пĕртен-пĕр концлагерьте восстание çĕкленсе хăйсене хăйсем ирĕке кăларнă.
Бухенвальда илсе пыракан авкаланчăк çул хĕррипе ÿсекен йывăçсем çынсăрлăха чăтса ирттернĕ салтаксем пек вăрттăнлăха упранăн пуçĕсене усса тăраççĕ, çил варкăшĕпе шăппăн калаçаççĕ. Концлагерь ĕçленĕ çулсенче çĕршер пин узник ăна "юнлă çул" е "шуйттан çулĕ" тесе ят панă. Ун тăрăх лагере чуптарса кăна илсе пыракансене эсесовецсем çул çинчех юн тухиччен хĕненĕ, йытăсемпе çырттарнă-çуртарнă. Çакна пĕлсен ку çулпа паян утнă чух та чун çÿçенет. Ку бетон çула узниксем питĕ кĕске вăхăтра тунă. Унпа мала иртнĕçемĕн фашизм чуралăхĕпе ирĕклĕх хушши чăнласах çĕрпе пĕлĕт пек пулни яруççăн курăнать.
Акă, концлагерь хапхи... Тимĕр решеткеллĕ хăйне евĕр илемлетнĕ хапха. Ун çине пысăк саспаллисемпе "Кашнине - хăйĕнне" тесе кулса çырни фашизм хаярлăхне кăтартать. Хапхаллă çуртăн сулахай енче пĕчĕк-пĕчĕк пÿлĕмсемлĕ концлагерь. Вĕсенчен пĕринче антифашистсен ертÿçи Эрнст Тельман ларнă. Халĕ вăл пÿлĕмре Тельман кĕтесĕ. Карцера лекнисенчен чылайăшĕ алăксемпе чÿрече решеткисенчен "çыхăнса" пĕчченлĕхе кунĕн-çĕрĕн ура çинче ирттернĕ, çаплах вилĕме кĕтсе илнĕ. Темиçе çул кунта Мартин Зоммер палач хуçаланнă. Вăл карцера лекнисене тискерле хĕненĕ, таптанă, пăвнă, çакнă, наркăмăш ĕçтернĕ. Çавăнпа та узниксем хушшинче карцера кайма тÿр килнине вилĕмпе танлаштарнă.
Лагерь хапхинчен иртсен апель-плац (узниксем стройра тăмалли вырăн) пуçланать. Çакăнта юр айĕнче те, сивĕ çумăрта та, кастаракан çил çинче те ирпе-каçпа çÿхе те çĕтĕк тумтирлĕ çамрăк узниксем, ватăсем тата ачасем ят тĕрĕслеттернĕ. Нумайăшĕ çакăнтах пурнăçран уйрăлнă.
Апель-плац хыççăн бараксем пуçланаççĕ. Паян вĕсем вырăнĕнче хĕрлĕ-кăвак тĕслĕ вак чул. Кашни баракра уйрăм узниксем пурнăннă: совет çар çыннисем, ачасем, еврейсем, поляксем... Маларах тунă бараксенче 3-4 хутлă нарсем çинче 2-шер пин çын чыхăнса пурăннă. 1944 çулта тунă пĕр услови те çук пысăк палаткăсенче - 6-шар пин узник.
Концлагерьти чи çÿçентерекен вырăн - крематори. Пысăк мар çуртри хăй вăхăтĕнче кунĕпе хура тĕтĕм кăларнă çÿллĕ кирпĕч мăрье инçетренех курăнать. Çиелти юсав ĕçĕсем крематори кăмакисем патнех çитменччĕ. Çавăнпа та кунта илсе килнĕ узниксене вĕсен çÿллĕшне виçмелли çур тăваткал метр пек кĕтесре виçев устройстви çинче йĕнсерен пăшалпа пемелли шăтăка та, унтан 2-3 метрта вилесем çунтармалли анисем ишĕлнĕ кăмакасене те курни пирĕн салтаксенче фашизма курайманлăха, мирлĕ пурнăçа сыхлассине вăйлатассине çирĕплетрĕ.
1941 çулхи октябрьте лагере тыткăна лекнĕ совет çар çыннисен пысăк ушкăнне илсе пынă. Вермахтăн тĕп командованийĕн 1941 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнчи (вăрçă пуçланичченех) "комиссарсем çинчен калакан приказĕпе" 8483 узнике крематори витĕр кăларнă.
Бухенвальда лекнĕ узниксен тĕп ĕçĕ (чи хăрушши шутланнă) чул вакласа турттарасси пулнă. Куллен çак ĕçе кайса нумайăшĕ мăшкăллăхра пурнăçран уйрăлнă.
Германири пĕрремĕш концлагерьсем 1932-33 çулсенче кун çути курнă. Çакăн хыççăн Дахау, Заксенхаузен, Бухенвальд, Равенсбрюк пысăк концлагерьсем çĕкленнĕ. 12 çул хушшинче пĕтĕм концлагерьсем (Гитлере хирĕç тăракансене чĕркуççи çине тăратмалли хатĕрсем) 18 миллион çынна йышăннă. Вĕсенчен 11 миллионĕ ирĕке тухайман. Концлагере лекнисем чи тупăшлă ĕç вăйĕ шутланнă. Акă, ИГ-Фарбен концерн концлагерьсенчи узниксен вăйĕпе 1932 çулта 48 миллион марка, 1937 çулта 231 миллион марка, 1943 çулта 822 миллион марка тупăш илнĕ. Фашистсен СС çарĕсем 1944 çулта Бухенвальд узникĕсен вăйĕпе 60624229,70 марка ĕçлесе илнĕ.
Фашистсем ачасене те хĕрхенмен. Бухенвальда та вĕсене пиншерĕн хăваласа пынă. Фашизмпа лагерьте те чарăнман кĕрешÿре аслисем ачасене уйрăм барака вырнаçтарма йĕркелесе çитернĕ, ачасем малашлăх шевлисем пулнине шута илсе аслă узниксем вĕсене май пур таран хÿтĕленĕ. Çапла вара Бухенвальдри вилĕм хуранĕнчен 904 ача сывă тухнă. Вĕсенчен чи пĕчĕкки 4 çулхи поляк Ежи Цвейг пулнă.
Бухенвальдра узниксемпе йÿнĕ ĕç вăйĕ пек çеç мар, тĕрлĕ сăнавсем ирттермелли, илемсем тумалли мел пек те усă курнă. Тĕрлĕ чирсенчен хÿтĕленмелли вакцинăсене шыраса вĕсене пуçласа узниксем çинче усă курнă. Кун хыççăн узниксем пурте вилнĕ. Бухенвальдра çак тĕллевпе 46-мĕш барака усă курнă. Кунсăр пуçне концлагерьте татуировкăллă çын ÿчĕсенчен кил-тĕрĕшре усă курмалли япаласем тăвасси, çын пуçне типĕтесси вăй илнĕ. Çак экспонатсем эпир пынă чух та концлагерь музейĕнчеччĕ. Çавăн пекех узниксем баракра этемпе мар условисенче пурăннине те хамăр куçпах куртăмăр.
Çакнашкал хăрушла условисенче пурăнса та лагерьте кĕрешÿ сÿнмен. Фашизмпа кĕрешнĕ нимĕç коммунисчĕсем лагерьти 32 наци çыннисем хушшинче çăлăнăçшăн кĕрешекен хăйсен наци комитечĕсене йĕркелеме пулăшнă. 1943 çулта вĕсем Интернационаллă комитета пĕрлешнĕ. Çак пĕрлехи фронт та çĕнтерÿшĕн кĕрешнĕ. Вĕсен ретĕнчи врачсемпе санитарсем çĕршер çынна пулăшма мехел çитернĕ. Пурнăçĕсене шеллемесĕр çак фронт салтакĕсем лагере пайăн-пайăн карабинсем илсе килсе пуçтарнă, вырăнтах гранатăсем хатĕрлеме пултарса хĕçпăшалланнă, йĕплĕ пралуксене татма хачăсем хатĕрленĕ, вĕсем тăрăх каякан электричествăна сÿнтермелли меле шыранă. Антифашистсем эсесовецсен эшелонĕнчен пулеметпа 2000 патрон вăрласа лагере çитерме пултарни те концлагерьте çирĕп организаци ĕçленине, вĕсем тĕрĕс çулпа пынине çирĕплетет.
Хĕрлĕ Çар хăвăрт çывхарни Хĕвел анăçĕнчи союзниксене активлăрах пулма хĕтĕртнĕ. Çапла вара Америка çарĕсем çывхарма пуçласан Бухенвальдри Интернационаллă комитет восстани çĕклет. 850 çынна пĕрлештернĕ 178 ушкăн 1945 çулхи апрелĕн 11-мĕшĕнче 14 сехет те 50 минутра лагерь хапхисене штурмлать, часовойсене тыткăна илет, вĕсен автомачĕ-пулемечĕсемпе хăçпăшалланать, 15 сехет те 15 минутра хапха çине ирĕклĕх ялавĕ çакать, лагере ертсе пырассине хăй çине илет. Çапла вара Бухенвальдра çав кун тĕлне тыткăнра пулнă 21 пин çын хăйсен вăйĕпе ирĕке тухать.
... Паян Бухенвальд тăрăхĕнче концлагерьте пуç хунисене чысласа кашни наци çыннисем тĕлĕшпе вĕсене палăртса палăксем уçнă, Наци проспекчĕ вуншар пин çын вилтăприне пĕрлештерет, вĕсене кашнинех асра тытма тата вăрçă суранне чунпа сисме-ăнланма ыйтать.
Анлă Ирĕклĕх проспекчĕ Набат башни патне илсе пырать. Башньăри пăхăр плита айĕнче концлагерьтен, унта çынсене асаплантарса вĕлернĕ вырăнсенчен илсе килнĕ ТĂПРА. Башньăри чан вара хăйĕн хурлăхлă сассипе "Нацизмпа унăн тымарĕсене пĕтересси, мирлĕ те ирĕклĕ пурнăç тăвасси пирĕн паянхи пĕрлехи тĕллев" тет. Çакă Бухенвальд тупи те.
Çирĕм çула яхăн каялла Бухенвальд концлагерьте экскурсире пулни мирлĕ пурнăç çине Набат башни шайĕнчен пăхма май пачĕ. Аслă Çĕнтерÿ 60 çул каялла Çĕр планетăна мĕнле хăрушлăхран çăлса хăварни Бухенвальдра пулсан яруççăн курăнать.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"